Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
24 Июлӗн 2019, 13:24

Атте сăнарĕ ялан асра

Манăн атте, Николай Иванович Маркелов, çут тĕнчене 1921 çулхи ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче çемьери пиллĕкмĕш ача пулса килнĕ. Амăшĕ вилнĕ чух вăл çичĕ çул та тултарайман, Санькка шăллĕ икĕ çула кайнă ача çеç пулнă. Кил-çуртри хĕрарăм ĕçĕсем пĕтĕмпе Евгенпе Елькка аппăшĕсем çине тиеннĕ. Çапах та килĕнчисем аттене пĕлÿ пама тăрăшнă. Ялти шкула пĕтерсен вăл Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ.

- Выçăллă-тутăллă, тăхăнмалли тумтир начар, урара çăпата. Киле ялан çуран çÿреттĕмĕр. Виталий Никифоров юлташпа училищĕри занятисем хыççăн çĕр каçма пытанса юлни те пĕрре мар пулнă. Вăрттăн акт залĕн сцени айне кĕрсе выртаттăмăр та ирхинеччен çавăнта çывăраттăмăр. Студентсем киле пуçласан вара шăвăнса тухаттăмăр, - çамрăклăхĕ çинчен каласа паратчĕ атте.
1941 çулхи июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче вĕсен педагогика училищине пĕтернĕ ятпа кăларăм каçĕ (выпускной вечер) пулнă. Тепĕр кунхине вара хаяр вăрçă пуçланнă. Леонидпа Дмитрий (Мичча) пиччĕшĕсем вăрçа ăсаннă. Каярах, вăрçă вĕçленсен Мичча сывах таврăннă, Леонид хыпарсăр çухалнă. Манăн аттене направлени тăрăх Чекмагуш районне учитель пулса ĕçлеме янă. Хавшак сывлăхлăскер урок пынă вăхăтрах тăнне çухатнă.
- Пуç çаврăнса, хĕссе ыратнипе тăнă çĕртех урайне тĕшĕрĕлсе антăм. Тăна кĕрсен класра ачасем çук, тул енчен, чÿречерен ман çине пăхса тăраççĕ. Тухтăр патне лашапа илсе кайнине тĕлĕкри пек астăватăп, - хăй пурнăçĕнчи йывăр самант пирки аса илетчĕ атте.
Ĕпхÿ больницинче чылай сипленме тÿр килнĕ унăн, япăхса 43 килограмм тăрса юлнă. Анчах та пурăнас кун-çулĕ пулнă çав, атте чире çĕнсе ура çине тăнă. Апла пулсан та ăна больницăран «Вăрçа кайма юрăхсăр» тенĕ хут параççĕ. Куншăн атте хурланса калаçатчĕ.
Яла таврăнсан ăна, хута вĕреннĕскере, налук инспекторĕ пулма шанаççĕ. Халăхшăн йывăр, çынсен капла та çимелли пулман вăхăтра унăн ялсем тăрăх çÿресе налук пуçтарма тивнĕ. Çапла икшер эрне ялсем тăрăх çуренĕ вăхăтра Илкел ялĕнче аннепе паллашнă та. Çамрăксене йăва çавăрма çăмăл пулман, паллах. Малтанлăха çĕр пÿрт чавса хĕл каçнă, каярах çурт хăпартнă. Налук инспекторĕнче ĕçлекенскере укçа тÿлеме тытăннă. Каярах кладовщик ĕçне шанса панă. Çамрăк çемьен пурнăçĕ лайăхланма тытăннă. Анчах та пурнăçра çамрăк арçынна тĕрĕс çул çинчен пăракансем те тупăннă, атте хаяр шĕвек патне туртăна пуçланă. Пĕррехинче аттене ÿсĕрĕличчен эрех ĕçтернĕ çынсем (вĕсем Пилешкассинче пурăннă) унăн уççипе усă курса çĕрле кĕлетрен тырă вăрланă. Телее, вăрăсен хутаççи шăтăк пулнипе тăкăннă тырă пĕрчисем тăрăх вăрă-хурахсене тупнă. Кладовщикра ĕçлекене те пуçран шăлман, 4 çула тĕрмене лартнă. Анне икĕ ачапа тăрса юлнă. Икĕ çул иртсен атте тĕрмерен таврăннă. Малалла вăл тĕрлĕ çĕрте, ытларах фермăра ертÿçĕ, учетчик, ĕнесене хайлавлă (искусственный) майпа пĕтĕлентернĕ çĕрте вăй хунă. Пур çĕрте те чунтан парăнса, тăрăшса ĕçленĕ. Ĕçне кура хисепĕ тенĕ пек ăна «Социализмла ĕç ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи», «Пилĕкçуллăх ударникĕ» паллăсемпе, «Хастар ĕçшĕн» тата «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Фермăра икĕ пысăк ăратлă вăкăр пурччĕ, атте çавсене пăхатчĕ. Мăйракаллă выльăхсем ытти çынна хайсем патне яхăна та ямастчĕç. Начар çанталăка пăхмасăр унăн Пелепей хулине час-часах çÿреме тÿр килетчĕ. Ялан пире валли кучченеç илсе килме тăрăшатчĕ. Каçхине пирĕнпе шашка-шахмат, домино выляма та вăхăт тупатчĕ. Аттепе анне 5 ача çуратса ÿстернĕ. Пире пĕчĕкрен ĕçлеме, йĕркеллĕ пулма, çынна кÿрентермессе вĕрентнĕ.
Атте ÿпке чирĕпе чирлесе вилчĕ. Унтанпа нумай çул иртрĕ ĕнтĕ. Эпĕ çырнă статья аттешĕн çутнă асăну çурти вырăнне пултăр.
Зоя КОЛЕСНИКОВА.
Ермеккей районĕ,
Кăратмас ялĕ.
Читайте нас: