Июль уйǎхӗн 7-мӗшӗнче Çтерлӗпуç районӗнчи пӗртен-пӗр Тетӗрпуç чǎваш ялӗнче пысǎк уяв иртрӗ. Вǎл Чǎваш халǎхӗн культури кунӗ пулса «Халǎхсен вǎййисем» ятлǎ фестивале ял-йыша кǎна мар, чӗннӗ хǎнасене те пуçтарчӗ. Ачи-пǎчи, ватти- вӗтти чǎваш тумӗ тăхăнса пӗр çемье пек уява васканине курсан чунǎм хӗпӗртерĕ. Паянхи кун питӗ кǎмǎллǎ иртессине шантǎм. Эпӗ, ахалех, çынсем уява сахал пухăнĕç тесе пǎшǎрханнǎ иккен, утǎ вǎхǎчӗ-çке.
Кунӗ вара малтан çумǎр çăвас пек салху тǎчӗ, анчах кăшт вăхăт иртсен тÿпе уçǎлса кайрӗ, çумǎр пӗлӗчӗсене аяккалла сирсе, хӗвел çиçсе, куна савса пǎхрӗ.
- Уява килнӗ хǎнасен кǎмǎлӗсем уçǎ та ирӗк пулнǎран, кун ункайланса кайрӗ пуль, - терӗç ялти ватǎсем пǎшǎлтатса.
Чăваш культура уявне пуçласа район пуçлǎхӗ Фанур Туктаров сǎмах илчӗ. Вǎл Тетӗрпуçӗнче пурǎнакан ӗçчен чǎваш халǎхне епле хыттǎн юратса кǎмǎлланине пĕлтерчӗ, уяв ячӗпе саламларӗ. Çавăн пекех Çтерлӗпуç шкулӗнче ӗçлекен учительсене Вячеслав Евгеньевич Макаровпа Галина Николаевна Ефремована шкулта вǎрах вăхăт ырми-канми ӗçленӗшӗн, хамǎр тǎван ялшǎн, районшǎн тǎрǎшнǎшǎн Тав çырăвĕсемпе чысларӗ. Фанур Зуфаровичшăн чăваш юрри-кĕвви ют мар. Çакна уяв вăхăтĕнчи пĕр самант та çирĕплетрĕ.
- Питĕ вăйлă юрă ку. Хальччен кун пеккине илтмен эпĕ, - терĕ вăл Альбина Иванова «Тăванăм ту айккинче ут çулать» юрра итлесен.
Çтерлĕпуç ял Канаш администраци пуçлǎхӗ Эдуард Денисов паянхи кун ял-йыш мӗнле сывлǎшпа сывлани, вырăнти лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ. Хайӗн сăмахӗсенче вǎл уйрǎммǎн Тетӗрпуç ялӗнчи хастарсем çинчен каласа пачӗ тата юлашки çулсенче мӗнле ĕçсем туса ирттернине пӗлтерчӗ. Юлашкинчен ялти чи пултаруллǎ сумлă ватăсене - Елена Андреевапа Лидия Иванована, Зинаида Петровапа Надежда Егорована - хǎйсем пӗлекен чǎваш халǎх йǎли-йӗркисене, юрри-ташшине упраса хăварнăшăн, вĕсене çамрǎк ÿсӗмрисене вӗрентме хал тата мехел çитернĕшĕн Хисеп хучӗсемпе асǎнмалǎх пӗчӗк парнесем пачӗ.
ПР чǎваш культура обществин председатӗлӗ Юрий Михайлов та яланхи пекех уява пуш алǎпа килмен. Вǎл ялти пултаруллǎ та хастар çынсене чăвашлăх ĕçĕнче пархатарлă ĕçсем тунăшăн Хисеп хучӗсем парса чысларĕ. «Урожай» ОООри Владимир Петров механизаторăн, ача садӗнче ӗçлекен Алена Петрова воспитателĕн тата «Çеçпӗл» ансамбль солисткин Зимфира Петрован пултарулǎхӗсене палǎртса тав сǎмахӗ каларӗ. Вǎл хǎйӗнпе пӗрле илемлĕ концерт номерĕ те илсе килнӗ.
Çак уява ирттерме ялти учительсемпе шкул ачисем пӗр çемьери пек пулса хастар хутшăнчĕç, тивĕçлĕ пулǎшу пачӗç. Ватǎ çынсенчен чǎваш халǎхӗн ӗлӗк-авалхи вǎййисем çинчен ыйтса пӗлсе, çав вǎйăсене пӗтӗм халǎхпа вǎйǎ картине тăрса çаврǎнтăмǎр. Ачасем кǎна мар, аслă ăрури ватǎсем те кǎмǎлтан кулса, савǎнса вǎйǎсене хутшǎнчӗç. Вǎйǎсем хушшинче юрǎ-кĕвĕ янрарĕ, сǎвǎсем вуларĕç, çăмăл ташă тыткăна илчĕ.
Ачасен «Асамат кĕперĕ» ятлǎ фольклор ансамблӗпе учительсем пĕрле юрланǎ чǎваш юррине итлесе пӗтӗм халǎх хумханчӗ, ура çине тǎрса ташлама тытǎнчӗ. Ялти клуб ертӳçи Альбина Иванова шǎрантарнǎ юрăсем пурин чӗрине кайса тиврӗç. Вǎл çав тери çепӗççӗн те кǎмǎллǎн юрласа пӗтӗм яла кĕвĕ айне турӗ. Михаил Тимофеев сăмах ăсти хǎйӗн çӗнӗ шӳтлӗ сǎввине вуласа халǎха култарчӗ. Унăн аннепе атте çинчен юрланǎ юрри пурин кǎмǎлне те кайрӗ, хǎш-пӗрин куçӗсенче куççуль те шǎрçаланса пуçтарǎнчӗ.
Уявра Валентина Петрова вулавăш ĕçченĕ тǎрǎшнипе выставка та йӗркеленĕчӗ. Вǎл яланах ӗçе тытǎнсан тӗплӗн тǎвать, паян та хǎйӗн ăсталăхĕпе пултарулǎхне кǎтартрӗ. Мероприятие халалласа ял-йыш хушшинче «Чи тутлǎ апат-çимĕç» конкурс ирттертӗмӗр. Унта та кашниех хайӗн пултарулǎхне кǎтартма тǎрǎшрӗ, тӗрлӗрен сăй илсе килчĕ. Вӗсене вырнаçтарса лартса, апат хатӗрлесе чей ӗçтерме Вера Иванова пулǎшрӗ. Районти культура пайĕн ертÿçи Райфа Галеева конкурса хутшăнакансене ǎшǎ сǎмах каласа тутлǎ шоколадпа чей парнелерӗ.
Пĕтĕмлетсе çакна каламалла, хамǎр ялшǎн кǎна мар, Çтерлӗпуç районӗнче пурǎнакан чǎвашсемшĕн те пысǎк уяв иртрӗ. Вăл пухăннă халǎхǎн асӗнче çутǎ та тарăн йӗр хǎварчӗ.Тавтапуç пирӗн пуçлǎхсене укçа-тенкӗ енчен пулǎшма пултарнишӗн. Пӗрлешсе тусан пур ӗç те ǎнса пулать. Ялан çапла пӗрле пулар!
Çтерлӗпуç районӗнчи чǎваш культура