Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
31 Июлӗн 2019, 17:22

Пелепейĕнче çемçе те тутлă йышши сырсем кăларĕç

Июль уйăхĕн вĕçĕнче Пелепейĕнчи сĕтпе çу комбинатĕнче çемçе сырсем туса кăлармалли заводăн пĕрремĕш чулне хывнă. Предприятинче çулталăкне 9 пин тонна продукци туса илме палăртаççĕ.

Асăннă проект инвесторĕ – сыр тата сĕт деликатесĕ туса кăларассипе ĕçлекен Savencia Fromage&Dairy Франци компанийĕ. Компани çак ĕç валли 2 млрд тенкĕ уйăрĕ. Проекта икĕ тапхăрпа пурнăçа кĕртĕç. Пĕрремĕш тапхăрĕнче производство хăвачĕ 3000 тоннăпа, иккĕмĕшĕнче 6000 тоннăпа танлашĕ. Çĕнĕ цехра 200 ĕç вырăнĕ пулĕ. Завода 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче хута яма палăртаççĕ.
Çĕнĕ предприятине хăпартас ĕçе пуçарса ярассипе çыхăннă мероприятие Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров, Францин Раççейри элчи Сильвия Берманн, Savencia Жан-Поль компани ушкăнĕсен тĕп директорĕ Торри тата ыт. те хутшăннă. Хăнасем сĕтпе çу комбиначĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Предприятийĕн тĕп директорĕ Евгений Линкевич комбинатра 750 çын тăрăшни, унта 23 тĕрлĕ сыр туса кăларни çинчен каласа панă. Çулсерен комбинат республика бюджетне 500 млн тенкĕ налог хывать. Хăнасем сыр туса кăларакан, вĕсем пулса çитекен, чĕркесе хатĕрлекен, суту-илÿ точкисене яракан цехсене пăхса çаврăннă.
- Эпир паян çĕнĕ производство уçма хатĕрленетпĕр. Вăл хулапа республикăна çĕршер ĕç вырăнĕпе, налог хывнипе, çĕнĕ технологипе тивĕçтерĕ. Республикăра малашне те çакăн йышши паха та тухăçлă предприятисем уçăласса шанса тăратăп, - тенĕ республика ертÿçи заводăн пĕрремĕш чулне хывнă церемонире.
Францин Раççейри элчи çак ĕç икĕ çул каяллах, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси пирки алă пуснă хыççăн, Францире пуçланнине пĕлтернĕ.
- Франци çĕршывне 300 тĕрлĕ сыр çĕршывĕ теççĕ. Savencia компани ытти çĕршывсене те сырпа усă курмалли культурăпа паллаштарать. Пушкăртстанри Пелепей хулинчи çĕнĕ производство çуралнă мероприятире пулса курма, предприяти ĕçĕпе паллашма питĕ кăмăллă, - пĕлтернĕ Сильвия Берманн.
Savencia Жан-Поль компани ушкăнĕсен тĕп директорĕ Торри каланă тăрăх, Пелепейĕнче çынсене пысăк пахалăхлă продукципе тивĕçтерекен чи пысăк та илемлĕ предприяти пулĕ.
- Эпир Раççейре тахçанах çавăн пек предприяти уçма палăртаттăмăрччĕ. Пелепейĕнче чарăнса тăриччен сирĕн çĕршыва урлă та, тăрăх та çаврăнтăмăр. Кунта хăй ĕçне лайăх пĕлекенсен, юратакансен тĕлĕнмелле команди тăрăшать. Унсăр пуçне пысăк пахалăхлă сырсем туса кăлараççĕ. Эпир чи лайăх завод шыраса тупрăмăр, - тенĕ Торри господин.
Savencia – сĕтрен тĕрлĕ продукци туса кăларассипе тĕнчери чи малта пыракан компанисенчен пĕри. Вăл пур континетра та представительствăсем уçнă. Компани деликатеслă сырсем туса кăларассипе тĕнче лидерĕ, туса кăларакан сырăн калăпăшĕпе Францире иккĕмĕш вырăн йышăнать. Savencia - сĕте ĕçе кĕртес тата сыр туса кăларас тĕлĕшпе пур технологине те лайăх пĕлекен тĕнчери пĕртен-пĕр компани.
Çавăн пекех вăл вырăнти сĕт пахалăхĕ, ытти регионсемпе танлаштарсан, çÿллĕ шайра пулнине палăртнă. Çакă шăпах Пелепейĕнче производство уçмалли тĕп сăлтав пулса тăнă та.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.
Читайте нас: