Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
31 Июлӗн 2019, 16:57

Тыр-пул çапса илме районта пĕрремĕш тухнă

Çу кунĕсем çĕр ĕçченне хăйĕн пĕрремĕш тухăçĕпе савăнтара пуçларĕç. Мияки районĕнчи «Нива» СПК çĕр ĕçченĕсем районта яланхи пекех пĕрремĕшсем пулса валем пухса тыр-пул çапма тытăннă.

Хуçалăхри Валерий Леонтьев, Юрий Филипов тата Павел Матвеев комбайнерсем кĕрхи ыраша пухса илме хире тухнă. Кăçалхи çĕнĕ тухăçăн чи пирвайхи центнерĕсем хуçалăхăн тырă кĕлечĕсене çите пуçланă. Комбайнсем çапнă тыр-пула Александр Капитоновпа Михаил Яковлев водительсем КамАЗ автомобильсемпе турттарса тăраççĕ.
- Чи малтан ана çине икĕ комбайн Acros тата СК-5 «Нива» тухрĕ. Кăнтăрла хыççăн тата икĕ «Нива» комбайнпа Александр Михайловпа Руслан Семенов валем пухса çапма тытăнчĕç. Вĕсем хыççăн çапнă валемсене Виктор Максимов МТЗ-82 пресс-подборщикпа пуçтарма пикенĕ, - тет хуçалăхăн агрономĕ Анваржон Султонбеков.
Татьяна СЕМЕНОВА. Мияки районĕ.
Читайте нас: