Çак карттăпа хула тата хуласем хушшинче çÿрекен автобуссем çинче усă курма пулать. Малтанласа çак çĕнĕлĕхе Ĕпхÿ хулинчи пассажирсем хăйсем çинче тĕрĕслесе пăхрĕç.
Август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «Алга» пĕрлĕхлĕ транспорт карттипе Çтерлĕ тата Салават хулисенче усă курма тытăнчĕç. Пушкăртстанри Транспорт енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи кун тĕлне асăннă икĕ хулара уйрăм тата патшалăх пулăшнипе пассажирсем турттаракансемпе килĕшÿ тунă. Асăннă хуласенче çын турттаракан пур автобуссене транспорт терминалĕпе тивĕçтернĕ.
Транспорт карттин хакĕ – 50 тенкĕ. Саккунпа çирĕплетнĕ çăмăллăхсем сыхланса юлнине палăртса хăвармалла. Çавăнпа та граждансен уйрăм ушкăнĕ вĕсемпе малтанхи пек усă курма пултарать.
Пассажирсен пулăшаканĕ – куçăмлă хушăм (приложени) пулĕ. Ăна шутласа кăларнă ĕнтĕ, вăл сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăнĕ.
Хальхи вăхăт тĕлне Пушкăртстанра 25 пине яхăн «Алга» пĕрлĕхлĕ транспорт карттине хута янă. Пĕрлĕхлĕ транспорт картти уйрăм тата патшалăх пулăшнипе пассажирсем турттаракансемпе укçасăр саплашмалли (безналичный расчет) мел шутланать.
«Алга» карттăна ăçта туянма пулать?
Ĕпхÿ хулинче 250 сутмалли вырăн йĕркеленĕ. Ăна «Раççей Почтипе» «Сбербанк» уйрăмĕсенче‚ «Байрам» тата «Ярмарка» суту-илÿ сечĕсенче туянма пулать.
«Алга» карттăна ăçта укçа хума пулать?
Транспорт комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ карта çине «Сбербанк-онлайн» майпа тата Сбербанкăн кирек хăш уйрăмĕнче те укçа хума пулать. Унсăр пуçне «Алга» приложени тата alga-card.ru сайт урлă та счета укçа хума май пур.
Хăçан асăннă системăпа мĕнпур пассажирсене турттаракансем ĕçлеме пуçлĕç?
- Кун пирки пассажирсене турттаракансемпе калаçса татăлнă. Пĕр турттаракан усламçă чăннипех килĕшĕвĕн условийĕсене вăрах тĕпчерĕ. Вăл малашне çак системăпа ĕçлеме килĕшрĕ‚ – тенĕ ПР Транспорт енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Тимур Мухаметьянов.
Халĕ çынсене турттаракансене 2 пин терминал уйăрса панă. Компанисем вĕсене салонра курăнакан вырăнта хăйсемех вырнаçтармалла. Терминалсем чек параççĕ, вĕсем билетпа танлашаççĕ.
Терминалпа тивĕçтернĕ автобуссене ятарлă наклейка çыпăçтарĕç. Çакă чарăну вырăнĕсенче кĕтсе тăракан пассажирсемшĕн меллĕ пулĕ. Асăннă системăпа ĕçлекен пассажирсене турттаркансен списокне alga-card.ru сайтра пăхма пулать.
«Башавтотранс» патшалăх предприятийĕ «Алга» е банк карттисемпе усă куракансемшĕн çул хакĕ 20 тенкĕ‚ укçапа çÿресен – 25 тенкĕ пулнине палăртнă. 40 маршрут вара карттăпа çÿренишĕн 20-30 тенкĕ пулассине пĕлтернĕ.
Кондукторсенчен картта туянма тата вĕсем урлă счета укçа хума пулать-и?
Пушкăртстанри социаллă карттăсен регистрĕн тĕп директорĕ Олег Романов ăнлантарса панă тăрăх‚ çакна хальлĕхе туса пулмасть. Паянхи кун «Башавтотранс» кондукторĕсене «Алга» карттăна 200 тенкĕпе (50 тенки – карттă хакĕ‚ 150 тенки счетра пулĕ) сутас ыйтăва пăхса тухаççĕ.
Мĕншĕн хăш-пĕр уйрăм пассажир турттаракансем «Алга» карттăна йышăнмаççĕ?
- Вĕсен ĕç опычĕ çакна кăтартать‚ хăшĕ-пĕрисем хăйсен укçа-тенкĕ çаврăнăшне кăтартасшăн мар. Çавăнпа терминалпа усă курмаççĕ. Вĕсемпе федераллă закона пăснăшăн уйрăм калаçу пулĕ, – ăнлантарса панă Олег Романов.
«Алга» приложени хăçан ĕçлеме пуçлĕ?
Приложени сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туллин ĕçлеме тытăнĕ.
Асăннă карттăна пĕр-пĕрне пама е пĕр вăхăтра темиçе çыншăн тÿлеме юрать-и?
- «Алга» - уйрăм çын ятне кăтартнă карттă мар. Çавăнпа ăна пĕр-пĕрне пама юрать. Çав вăхăтрах çăмăллăхпа усă куракансемшĕн ятлă карттă кăларассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухаççĕ. Вĕсен карттисемпе çывăх çыннисем усă курма пултараймаççĕ. Пĕр харăс 10 çыншăн тÿлеме пулать. Малашне мĕн пулассине пурнăç кăтартĕ‚ – тенĕ социаллă карттăсен регистрĕн тĕп директорĕ.
БАТ тата МУЭТ карттăсемпе мĕн тумалла?
Çак карттăсен вăхăчĕ тухиччен усă курма пулать. Каярах вара кăмăл пуррисем «Алга» карттă туянса обществăлла транспортпа çÿреме пултараççĕ.
Андроидсенче «Алга» сайчĕпе усă курма пулать-и?
Пĕр вăхăт йывăрлăхсем пулнă. Халĕ вара alga-card.ru пуриншĕн те уçă.
Мĕншĕн тĕрлĕ маршрутсенче хаксем уйрăлса тăраççĕ?
- «Алга» электронлă енчĕк евĕр ĕçлет. Енчен те пассажир çирĕплетмен хаксемлĕ (нерегулируемый) тарифпа турттаракансен маршручĕ çине ларсан‚ карттăран унпа палăртнă укçа хывăнать‚ - пĕлтернĕ пассажирсене турттаракансен организацийĕн центрĕн представителĕ Ирина Львова.
Малашне çăмăллăхпа усă куракан тариф кĕртме палăртаççĕ-и?
- «Алга» - пассажирсен картти. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкул ачисемпе студентсем валли карттă кăларма палăртнă. Вĕсемпе Башавтотранс тата МУЭТ муниципаллă маршрутсем çинче усă курма пулать. Пассажир турттаракан предпринимательсемпе уйрăм калаçмалла. Çавăн пекех пĕрлĕхлĕ социаллă çул билечĕ те вăйра‚ малашне те пулĕ‚ – ăнлантарса панă Ирина Львова.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.