Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
7 Августӑн 2019, 14:06

Крымра чăваш юрри-ташши янăрарĕ

Июнь уйăхĕн 16-25-мĕшĕсенче Пушкăртстан Республикинче пурăнакан чăвашсен пĕр ушкăнĕ ПР чăвашĕсен наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Федор Кузьмин ертсе пынипе Крымра пулса курчĕ. Питĕ интереслĕ те тухăçлă çулçÿрев пулчĕ.

Эпир Крымра пурăнакан чăвашсемпе, Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи фольклор ушкăнĕпе паллашрăмăр. Чăваш наци конгресĕн Крым Республикин тата Севастополь хулин элчи, ЧР Министрсен Кабинечĕн представителĕ Андрей Яковлев тата Крым Республикин Туслăх çурчĕ тăрăшнипе, Алушта хула администрацийĕ йĕркеленипе Алушта курортĕнче пысăк концерт иртрĕ. Çав концертра чăвашсем ытти халăх ушкăнĕсемпе пĕрле анлă Хура тинĕс хĕрринче канакансене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Пушкăртстанран килнĕ Федор Кузьминпа Анатолий Ильин пĕршер юрăпа сцена çине тухса куракансене ташлаттарчĕç. Крымри чи вăйлă пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен çурутравĕнче пурăнакан халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Мероприятийĕн чи интереслĕ саманчĕсенчен пĕри – чăваш ташшин мастер-класне ирттерни. Унта уяв концертне пуçтарăннă хисеплĕ хăнасемпе пултарулăх ушкăнĕсем, куракансем хастар хутшăнчĕç.
Çав каçах ПР чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕпе Крым Республикинчи «Халăхсен туслăх çурчĕ» пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси пирки килĕшÿ çирĕплетрĕç. Тепĕр кун, июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Крымри чăвашсен наципе культура пĕрлĕхĕ тата Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕ малашне пĕрле ĕçлемелли пирки тепĕр килĕшÿ турĕç.
Туристсем çулçÿреврен тулли те çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнчĕç. Икĕ талăк çул çинче пулса çур Раççее автобуспа иртнĕ пулин те нихăшĕ те ывăнни çинчен калаçмарĕ.
Акă мĕн каласа пачĕ пире Татьяна Власова çулçÿревçĕ:
- Çулçÿрев çав тери кăмăла кайрĕ. Федор Васильевич пĕр шухăшлă çынсене пĕр ушкăна пуçтарнă. Хавас та тулли кăмăлпа таврăнтăмăр. Малашне ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват пуçтарса килтĕмĕр. Крым пире питĕ кăмăллă кĕтсе илчĕ. Интереслĕ экскурсисенче, тĕрлĕ хуласенче пулса куртăмăр, архитектура сооруженийĕсем пăхрăмăр, çĕнĕ çынсемпе паллашрăмăр. Хамшăн çак çулçÿревре çĕнни нумай пулчĕ. Август уйăхĕнче Хусан, Шупашкар, Питер хулисенче пулса курма ĕмĕтленетĕп.
ПР чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн пресс-служби.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: