Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
7 Августӑн 2019, 13:28

Мăн асаттесен халалĕсемпе ĕмĕчĕсене чĕре хушнипе пурнăçлакан

Пишпÿлек Ял канашне кĕрекен Алексеевкăпа Барш ялĕсен çыннисем хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Сергей Михайлова лайăх пĕлеççĕ тата ялан ырă сăмахпа асăнаççĕ.

Сергей Квинтильянович 1959 çулхи июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Алексеевка ялĕнче йышлă пысăк çемьере çуралнă. Колхозра тăрăшса вăй хуракан Квинтильян Афанасьевичпа Марфа Осиповнăн ултă ача – виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр - пулнă. Вĕсен аслашшĕ-кукашшĕсем пирĕн яла 1920 çулта никĕсленĕ те. Çитес çул ял хăйĕн 100 çулхи юбилейне уявлĕ. Михайловсен икĕ пиччĕшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçĕсене хунă. Вĕсен пуçарулăхĕпе «Коминтерн» колхозра вăрçă умĕн ял варринче Улмуççи садне хывнă, каярах вăл юхăнса кайнă. Сергей Квинтильянович Пишпÿлек Ял канаш администрацийĕ пулăшнипе Улмуççи садне çĕнĕрен чĕртсе янă. Халĕ вăл ял çыннисемшĕн культурăллă канмалли вырăна çаврăннă.
Сергей Михайлов яш чухнех ĕçчен те хастар пулнăскер шкул хыççăн колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Унтан Тельман ячĕллĕ колхозра механизатор пулса вăй хунă. Вĕренсе тухсан Тюмень облаçĕнче стратегиллĕ ракета çарĕнче хĕсметре тăнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласан колхозра тĕрлĕ должноçра, çав шутра колхоз председателĕн çумĕ пулса та, ĕçленĕ. Уçă кăмăллă, илĕртÿллĕ тата тавçăруллă çамрăка снабженец ĕçне шанса панă. Вăл совет саманинче кирлĕ стройматериалпа запас пайсем тата ытти хатĕр-хĕтĕре шыраса çĕршывăн пур кĕтесĕнче пулса курнă.
Колхозсем саланма тытăнсан, çĕршывра перестройка пуçлансан Сергей вăрах вăхăт Нижневартовск хулинче ĕçлесе пурăннă. Тен, çавăнтах юлĕччĕ, анчах ашшĕпе амăшĕ пĕрин хыççăн тепри чирлесе çĕре кĕнĕ. Йывăр пулăмсем хыççăн чăваш арĕ тăван тăрăхне таврăннă, юхăннă Тельман ячĕллĕ колхоз вырăнĕнче 1994 çулта хресченпе фермер хуçалăхне йĕркелесе янă. Сергей Квинтильянович ытларах ÿсен-тăран ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.
Паянхи кун та вăл хăйĕн тăван тăрăхне чун-чĕререн юратать. Кашни çул Çимĕкре вăл спонсорла пулăшу панипе Ял кунне Çтерлĕри патшалăх филармонийĕн артисчĕсем концертпа савăнтарма килеççĕ. Вунă çул каялла чĕртнĕ Улмуççи садĕнче çĕнĕрен лартнă пан улми, хурăн, çăка, хурама йывăççисем лайăх чĕрĕлсе кайнă. Кунта çуллахи сцена тунă, районпа республика шайĕнчи, регионсем хушшинчи ачасемпе çамрăксен ташăпа юрă курав-конкурсĕсем иртеççĕ. Улма Спасне те ял-йышпа çакăнтах уявлатпăр. Хитре чечек клумбисем куçа савăнтараççĕ. Улмуççи сачĕ ял çыннисен юратнă вырăнĕ шутланать. Çакă пурте Сергей Квинтильянович Михайлов тăрăшнипе пулнă.
«Ĕçне кура - сумĕ» теççĕ халăхра. Ял хуçалăх управленийĕпе район ертÿçисем ĕçри çитĕнÿсемшĕн С.К. Михайлова пĕрре мар район шайĕнчи дипломсемпе, тав çырăвĕсемпе наградăланă. 2005 çулта ПР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе, 2007 çулта «РФ тава тивĕçлĕ фермерĕ» («Заслуженный фермер РФ») ята парса, 2015 çулта «ПР ырми-канми ĕçшĕн» («Знак отличия за самоотверженный труд в РБ») паллăпа тата РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе чысланă.
Тамара МИТЮКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Алексеевка ялĕ.
Владимир СМОЛОВ ĕçĕ.
Редакцирен. Сергей Квинтильянович пирки уçă кăмăллă, хамăр халăхăн малашлăхĕшĕн канăçа çухатнă çын темелле. Вăл Пишпÿлек район Канашĕн депутачĕ, районти чăвашсен Канашĕн ертÿçин çумĕ пулнă май, яланах пуçаруллă пулнине, ĕçе çиччĕ виçсе пĕрре кас принципа пăхăнса тунине палăртмалла. Шел пулин те, паянхи кун ун пек çынсене сайра-хутра тĕл пулатăн. Эпир ăна иртсе кайнă юбилей ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Читайте нас: