Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
22 Августӑн 2019, 18:59

Ялав – халăх историне кăтартакан пуянлăх

#ВладимирПутинÇулсерен августăн 22-мĕшĕнче Раççейре Патшалăх ялавĕн кунне паллă тăваççĕ. 1991 çулхи август уйăхĕн 22-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕ горизонтальлĕ шурă‚ кăвак тата йăм хĕрлĕ йăрăмсенчен тăракан парăс пирки постановлени йышăннă.

#ВладимирПутин
Çулсерен августăн 22-мĕшĕнче Раççейре Патшалăх ялавĕн кунне паллă тăваççĕ. 1991 çулхи август уйăхĕн 22-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕ горизонтальлĕ шурă‚ кăвак тата йăм хĕрлĕ йăрăмсенчен тăракан парăс пирки постановлени йышăннă.
Ялав историйĕ кăсăклă та хăйне евĕрлĕ. Унăн тымарĕ 300 çул каялла иртнĕ пурнăçпа çыхăннă. Икĕ пуçлă ăмăрт кайăк çĕлесе çыпăçтарнă шурă-кăвак-хĕрлĕскере пĕрремĕш хут Алексей Михайлович (вăл I Петĕр ашшĕ) патша вăхăтĕнче вырăссен пĕрремĕш “Орел” çар карапĕ çинче çĕкленĕ. Çапах та патшалăх статусне вăл I Петĕр патшара ларнă чухне çеç илнĕ. 1705 çулхи январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăл суту-илÿ карапĕсем пурте шурă-кăвак-хĕрлĕ ялавлă пулмалла тесе хушу кăларнă. Хăех ялав тĕслĕхне ÿкернĕ, унта хăш тĕс хăшĕн хыççăн пулмаллине те кăтартнă. Çĕршыв патшисенчен кашни тенĕ пекех ялава улшăну кĕртме тăрăшнă. Сăмахран, II Александр 1858 çулта Раççей Империйĕн çĕнĕ патшалăх ялавне çирĕплетнĕ - вăл хура-сарă-шурă тĕслĕ пулнă. Анчах общество ку символа йышăнасшăнах пулман, вара 1883 çулта III Александр малтанхи виçĕ тĕсе каялла тавăрнă. 1896 çулта, II Николай патшана ларас умĕн, шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялавăн патшалăх статусне çирĕплетнĕ.
Раççейĕн Патшалăх ялавне 1991 çултанпа малтанхи виçĕ тĕсех илем кÿрет: шурă-кăвак-хĕрлĕ. Ялавăн виçĕ тĕсĕ наци тĕсĕ пулса тăнă. Кашни тĕсĕн - хăйĕн пĕлтерĕшĕ. Шурă тĕс – ирĕклĕх; кăвак – Турă Амăшĕн тĕсĕ, вăл авалтанпах Раççейĕн хÿтĕлевçи шутланать; хĕрлĕ – патшалăх палли. Пĕтĕмĕшле çак тĕссем Шурă‚ Пĕчĕк тата Пысăк Раççей пĕрлĕхĕ тенине пĕлтереççĕ.
1993 çулхи декабрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче РФ Президенчĕн хушăвĕпе Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕ пирки Положени йышăннă. 2000 çулхи декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче вара Владимир Путин “Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕ” федераллă конституци саккунĕ пирки алă пуснă.
2019 çулхи март уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раççейре обществăпа патшалăх символĕсене тата Раççей власть тытăмне кÿрентерекен материалсемпе интернетра усă курма юраманни çинчен калакан саккун вăй илнĕ.
Пирĕн çĕршывра символсемпе усă курмалли тĕп правилăсем те пуррине палăртса хăвармалла. РФ Патшалăх ялавĕ РФ Президенчĕн администраципе Федераци Канашĕн‚ РФ Патшалăх Думипе Правительствин‚ Конституципе Аслă судăн‚ Тĕп прокуратурăпа Следстви комитечĕн‚ Тĕп банкпа Шутлав палатин‚ РФ çынсен прависене шаннă резиденципе Тĕп суйлав комиссийĕн зданийĕсем çинче яланах вĕлкĕшет. Ют çĕршывсен карапĕсем пирĕн çĕршыври шывсенче ишсе çÿренĕ чухне е портсенче тăнă вăхăтра хăйсен ялавĕпе пĕрле пирĕн Патшалăх ялавне те çĕклемелле.Патшалăх ялавне кунсерен РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен уйрăм подразделени тата çар чаçĕсем вырнаçнă вырăнсенче те çĕклемелле. Унсăр пуçне ăна вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен‚ обществăлла пĕрлешÿсен‚ предприятисемпе учрежденисен‚ организацисен зданийĕсем çинче тата патшалăх уявĕсене палăртнă кунсенче пурăнмалли çурт тăррисенче çакма пултараççĕ. Траур кунĕсенче вара РФ патшалăх ялавĕн çÿлти пайĕнче хура лента çирĕплетеççĕ. Унăн тăршшĕ ялавăн сарлакăшĕпе тан килет. Официаллă церемонисенче тата ытти чаплă мероприятисенче Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавне çĕкленине пурте курнă ĕнтĕ.
Çак уява Раççей Президенчĕн 1994 çулхи август уйăхĕн 20-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшÿллĕн паллă тума тытăннă. Йăлана кĕнĕ тăрăх Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ: флешмобсем‚ концертсем‚ спорт фестивалĕсем‚ квест вăйăсем‚ куравсем, акцисем, информаци сехечĕсем, калаçусем, викторинăсем, конкурссем... Вĕсен тĕп тĕллевĕ - çынсене уяв историйĕпе паллаштарасси, Тăван çĕршыва юратма, унăн историне хаклама вĕрентесси. Патшалăх символĕсене хисеплени вара çын хăйĕн Тăван çĕршывне тата унта пурăнакан халăхсене, ашшĕ-амăшне, тăванĕсемпе юлташĕсене тата хăйне хисепленине çирĕплетет.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: