Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
4 Сентябрӗн 2019, 13:10

Иртнипе паянхи кун çыхăнăвĕ татăлман

Август уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшкепе Шурă Эмекеç (Павловка) ялĕсене ППУн Çтерлĕри филиалĕн преподавателĕсем Л.В.Коротаевапа Л.А.Афанасьева‚ Н.С.Карпова ăсчахсем экспедицие килсе çитрĕç. Маларах вĕсем Федоровкăпа Мияки, Пишпÿлекпе Ермеккей тăрăхĕсенче пулнă. Экспедицин тĕп тĕллевĕ - туй йăли-йĕркипе сăмахлăхне пухасси.

Пĕрремĕш кун хăнасемпе пĕрле вырăнти культура çуртĕнче пухăнтăмăр. Мероприятие ялти сумлă ватăсем‚ туй йăли-йĕркисене лайăх пĕлекенсем - Василиса Петровна Петровапа Елизавета Алексеевна Егорова – сума суса килчĕç. Вĕсем экспедици членĕсене вырăнти фольклорпа паллаштарчĕç‚ туй йăли-йĕркисене тĕплĕнрех каласа пама тăрăшрĕç. Шел‚ ĕлĕкхи хĕр йĕррисемпе каччă енчен юрлакан юрăсене халь пачах та юрламаççĕ. Василиса Петровна çулĕсене пăхмасăр хăнасене чылай чăваш юрри-ташшисене юрласа-ташласа кăтартрĕ. Кинемей хăйĕн ăс-тăнĕпе те çамрăксене тĕлĕнтерчĕ. Эпир ăна малашне те тулли пурнăçпа пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр. Экспедици членĕсене туй мешехипе паллаштарас тĕлĕшпе «Çеçпĕл» халăх фольклор ансамблĕ те пулăшрĕ.
Тепĕр кунхине эпир ăсчахсен ушкăнĕпе Шурă Эмекеç ялне çул тытрăмăр. Ялти ватăсем пире вырăнти шкулта ăшшăн кĕтсе илчĕç. Шурă Эмекеç ялĕнчи туй йăлисемпе юррисем Кривле-Илюшкерисенчен уйрăлса тăнипе тĕлĕнтерчĕç. Юрăсен кĕввисем пачах урăхла‚ илемлĕ тата чуна тыткăна илмелле илтĕнеççĕ. Ĕлĕкхи йăласемпе паллашнă май‚ эпĕ хам качча тухнă вăхăтра хăш-пĕр йăласем пурнăçра паянхи кун та упранса юлнине асăрхарăм. Сăмахран‚ хĕр килĕшнипе кăмака ватнине‚ чÿрече каррисене çакнине‚ тепĕр кунне хĕре пытарнине эпĕ лайăх астăватăп. Шурă Эмекеçре те ĕлĕкхи туй йĕркисене пĕлекенсемпе астăвакансем çук мар. Экспедици членĕсене вырăнти фольклор пуянлăхĕпе Тамара Ефремовна Николаева‚ Анна Александровна Федорова‚ Сильва Елизаровна Ворошилова тата Кристина Михайловна Иванова паллаштарчĕç. Вĕсем каласа-юрласа панинчен эпир нумай интереслине пĕлтĕмĕр. Юрăсене çырса пухнă хыççăн‚ Кривле-Илюшкере те‚ Шурă Эмекеçре те хăнасене тутлă чейпе‚ кукăльсемпе‚ сурăх ашĕнчен пĕçернĕ шÿрпепе хăналарĕç. Эпĕ шутланă тăрăх‚ тĕпчевçĕсем Куюргазă районĕнчи ĕлĕкхи вăхăтри чăвашсем çинчен нумай интереслине пĕлчĕç. Кинемейсем те вĕсене тимлĕх уйăрнăшăн питĕ хĕпĕртерĕç. Çтерлĕ хулинчен килнĕ хăнасене çакăн евĕр мероприятисем ирттернĕшĕн пысăк тав.
Надежда ВОРОШИЛОВА‚
чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.
Куюргазă районĕ‚
Кривле-Илюшке ялĕ.
Читайте нас: