Ачасемпе пĕрле ялти чи илемлĕ çăлкуç патĕнче экскурсире пултăмăр‚ Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хутăмăр. Унсăр пуçне вулавăш çумĕнче йĕркеленĕ этнографи кĕтесĕнче краеведени урокĕ ирттертĕмĕр. Квест вăйăсем тата тĕрлĕ халăх вăййисем выляни хавхалантарчĕç ачасене. Кĕнекепе çыхăннă конкурссемпе викторинăсене те çамрăк ăру хастар хутшăнчĕ. Кашни хăйĕн ăс-хакăлне кăтартма тăрăшрĕ. Икĕ эрне сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Мероприятисене пуçаруллă хутшăннă ачасене Тав хучĕсемпе пĕчĕк парнесем парса чысларăмăр. Унсăр пуçне те шăпăрлансем кашни кун пылак кучченеçсене тивĕçрĕç. Мероприятисем вĕçленсен те ачасем библиотекăна çÿреме пăрахманни пире‚ вулавăш ĕçченĕсене‚ питĕ савăнтарчĕ.