Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
18 Сентябрӗн 2019, 14:44

Çÿп-çап каллех «калаçтарать»

Сентябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Пушкăртстанра Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсен реформине пурнăçа кĕртесси» темăпа çавра сĕтел иртнĕ.

Канашлу ĕçне ПР Прокуратурин экономика сферинчи саккунсене епле пăхăннине тĕрĕслесе тăракан уйрăмăн пуçлăхĕ Динар Фатхутдинов, ПР экологсен Канашĕн председателĕ Александр Веселов, Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Нияз Фазылов тата ыттисем те хутшăннă.
Пушкăртстанра коммуналлă хытă каяшсен реформине пурнăçа кĕртме 800 млн тенкĕ тăкакланă.
- Çулталăк пуçламăшĕнчен районсем контейнерсем туянас, площадкăсем вырнаçтарас тĕллевпе 500 млн укçа-тенкĕ тăкакланă. Каярах тата 200 млн тенкĕлĕх площадкăсемпе контейнерсем лартнă. 100 млн тенки çĕнĕ комплекссемпе каяшсене пухса тирпейлемелли комплекссем хăпартнă çĕре кайнă. Ку - сахал мар инвестици, - палăртнă Нияз Фазылов.
Республикăра эрнесерен 30 пин тонна каяш илсе тухаççĕ. Унăн çурри ытла пайĕ тирпейленĕ çĕре каять. Çак ĕçре 430-450 единица техника ĕçлет. Вĕсем кивелмесĕр тăмаççĕ. Каяшсене вăхăтлă та пахалăхлă турттарас тесен çĕнĕ те пысăк, час ванман техника кирлĕ. Пушкăртстанра коммуналлă хытă каяшсем пухакан 35 полигонран 8-шĕ тулса ларнă ĕнтĕ. Саккун тăрăх, регионти операторсем каяшсене кашни кун илсе тухмалла, хĕлле - виçĕ кунта пĕрре. Çак ĕçе тÿрех пурнăçа кĕртсе пулмасть, мĕншĕн тесен республикăна пĕр харăсах 25-35 пин контейнерпа тивĕçтерме май çук. Çавăнпа та каяшсене турттаракан вырăнсенче (пĕр çын пуçне) 70, турттарманнисенче 35 тенкĕ тÿлеççĕ.
Канăç паман ыйтусенчен тепри Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене уйăрса пуçтарассипе çыхăннă. ПР экологсен Канашĕн председателĕ Александр Веселов сăмахĕсем тăрăх, кирлĕ пек условисем тата каяшсене тирпейлемелли инфраструктура тумасан вĕсене уйăрнин усси те çук.
- Пирĕн республикăра икĕ предприяти автомобиль кустăрмисен шинисене тирпейлессипе ĕçлет. Иккĕшĕ те тăкаклă отрасльсем çеç шутланаççĕ. Икĕ предприятин те чĕр тавар çук. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен тĕрĕслев системи те, транспорт организацийĕсене хавхалантармалли мелсем çук. Шинăсене вара çÿп-çап тăкмалли вырăна пăрахма чарнă, - ăнлантарса панă Александр Веселов. - Коммуналлă хытă каяшсен реформи хĕнпе малалла шунин тепĕр сăлтавĕ – Пушкăртстан регион операторĕсен инвестици программисем валли укçа-тенкĕ çитменни. Вĕсен çăк турттаракансемпе компанисене тÿлесе татмалăх укçа та çук. Инвестор кам пуласси те – уйрăм çынсем-и е предприяти-и, паллă мар. Каяшсене пуçтарса илсе кайнин хакĕ питĕ пĕчĕк. Ун пек тарифсемпе реформа малалла аталанаймасть. Раççейри ытти регионсенче коммуналлă хытă каяшсене турттарнăшăн пĕр çын пуçне 90-150 тенкĕ пуçтараççĕ. Хальхи вăхăтра инвестици программи çинчен калаçма иртерех-ха, реформа пуçланнăранпа пĕр çÿп-çап тăкмалли вырăн та хупăнман.
Çавăн пекех çавра сĕтел вăхăтĕнче çулталăк хушшинче халăхран пĕтĕмĕшле 4 млрд тенкĕ пуçтарнине пĕлтернĕ. Юридици сăпачĕсен (юридические лица) тÿлевне шута илсен, çак хисеп 40% ÿсмелле.
Хĕнпе пулсан та, çÿп-çап реформи малалла аталанать. Ĕпхÿ районĕнче каяшсене тирпейлемелли завод уçăлĕ. Ун проекчĕпе çывăх вăхăтра Республика Правительствинче «Инвестици сехетĕнче» паллаштарĕç. Çаплах çÿп-çап çунтармалли заводсем те уçма пулать. Вĕсем çÿп-çап реформине аталантарма тата полигонсене тĕп тума пулăшĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: