Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
25 Сентябрӗн 2019, 14:53

«Яков Ухсай – Тăван çĕр поэчĕ»

Яков Гаврилович Ухсай - ячĕпе кăна мар, пĕтĕм чунĕпе чăн-чăн халăх поэчĕ. Унăн пултарулăхĕ, тăван çĕртен сĕткен илсе, хăватлăран та хăватлăрах ÿссе пынă. Ухсай тăван çĕре юратнă, пуринчен ытла çĕр ĕçĕпе пурăнакан çынсем çинчен çырнă. Поэт сасси - тăван çĕр сасси. Ухсайăн геройĕсем - ĕçчен, ăслă та хаваслă çынсем.

«Вулава ырласа йышăнасси тата аталантарасси (2019-2022 çç.)» программăпа килĕшÿллĕн Пишпÿлекри Тĕп библиотекăн чăваш халăхĕпе ĕçлекен уйрăмĕпе Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕ чăваш халăх поэчĕн Яков Гаврилович Ухсайăн пултарулăхĕ тăрăх «Ухсай Яккăвĕ – Тăван çĕр поэчĕ» ятлă литература викторини ирттересси çинчен пĕлтерет. Викторина республика шайĕпе йĕркеленет. Хуравĕсене октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Пĕтĕмлетĕвне ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче тăвĕç. Çĕнтерÿçĕсем (I, II, III вырăн йышăннисем) асăнмалăх парнесене, ыттисем викторинăна хутшăннине çирĕплетекен сертификатсене тивĕçĕç. Викторина хуравĕсене электронлă почтăпа [email protected] е почта урлă çак адреспа: с. Бижбуляк, ул. Советская 25. Центральная библиотека йышăнаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (34743) 2-26-03.

«Яков Ухсай – Тăван çĕр поэчĕ» викторина ыйтăвĕсем

1. Я.Г. Ухсай хăçан тата ăçта çуралнă? Унăн чăн-чăн хушамачĕ?

2. Ухсай Яккăвĕн пĕрремĕш сăвви мĕн ятлă пулнă? Ăна хăш çулта тата ăçта пичетлесе кăларнă?

3. Пĕрремĕш кĕнеки хăçан тата ăçта кун çути курнă? Мĕн ятлă?

4. Г. Ефимовăн «Ухсай сăнарĕ» («Лик Ухсая») сăввине вырăслана кам куçарнă?

5. Ухсай Яккăвĕ миçе çулта чухне тăван килĕнчен тухса кайнă?

6. Я. Ухсай хăш çулсенче, мĕнле вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ илнĕ?

7. Студент çулĕсенче хăш хаçатпа туслă пулнă?

8. Çак сăввăн малалли йĕркисене аса илтерĕр:

Карти-карти кикак-кикак хуркайăк

Кĕлленнĕ Белгород çинче, çÿлте,

Йĕре-йĕре вырăн шыранă майăн

Пăхатăп тĕтĕм витнĕ пĕлĕте.

9. Ухсай Яккăвĕ хăй ачалăхне халалланă сăвăсене аса илĕр.

10. «Шăпчăк» произведенийĕн тĕп сăнарĕ.

11. Поэтăн Тăван çĕршывăн аслă вăрçине халалланă произведенисен пуххи мĕн ятлă?

12. «Кĕлпук мучи» поэма хăш çулта уйрăм кĕнекепе тухнă?

13. Яков Ухсай мĕнле тутар тата пушкăрт çыравçисемпе туслă пулнă?

14. Хăш сăввине мăшăрне, Мария Ухсая халалланă?

15. «Слово об отце» кĕнекен авторĕ кам?

16. Я.Г. Ухсай 95 çул тултарнине халалланă статья «Урал сасси» хаçатăн хăш номерĕнче пичетленсе тухнă?

17. Я.Г. Ухсай мĕнле патшалăх наградисене тивĕçнĕ?

18. Я.Г. Ухсайăн «Çырнисен пуххи» кăларăмне кам хатĕрленĕ? Вăл миçе томран тăрать?
Читайте нас: