Унăн урокĕсенче малти вырăна физика предмечĕ мар‚ физика предметне тата уйрăм çын аталанăвне ăса хывакан тухса тăрать. Вырăнти шкулта Татьяна Николаевна 19 çул тăрăшать. Вăл - педагог ĕçне чунтан парăннă çын. Асăннă предметсен программине питĕ лайăх пĕлнине 2017 çулта аслă квалификациллĕ категорине тивĕçни те çирĕплетет.
Учитель шухăшĕпе‚ физика вĕрентĕвĕн тĕллевĕ – ачасенче логикăллă шухăшлава аталантарасси‚ вĕсенче хăйсем тĕллĕн пĕлÿ илме тата унпа усă курса физика пулăмĕсене сăнама вĕрентесси.
Татьяна Николаевна кашни урока тĕплĕн хатĕрленсе‚ методика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркелесе ирттерет. Çавăн пекех вĕренекенсен аталанăвĕпе ÿсĕмĕн шайне шута илсе ĕçлет. Сăмахран, пултаруллисене чи йывăр задачăсем‚ вăтамраххисене йăлана кĕнĕ хăнăхтарусем‚ начартараххисене вĕсен пултарулăхне кура ĕçсем парать. Унсăр пуçне вĕрентекен хальхи вăхăтри информаци технологийĕсене те алла илнĕ. Çавăнпа пултаруллă педагог тĕрлĕ темăсем тăрăх презентацисем хатĕрлет‚ физикăпа математика урокĕсенче тĕпчев мелне пысăк тимлĕх уйăрать. Кашни урока кăтарту пособийĕсемпе‚ приборсемпе тата ытти хатĕрсемпе тивĕçтерет.
Унăн урокĕсенче пултарулăх элеменчĕсем пурри те палăрать. Сăмахран‚ ачасем механизм проектне йĕркелеççĕ‚ задачăсем хатĕрлеççе‚ çăмăл физика приборĕсем ăсталаççĕ‚ рефератсем хÿтĕлеççĕ тата ыт.те.
Çулсерен шкул пĕтерекенсем экзамен тытма физика тата информатика предмечĕсене суйласа илеççĕ. 2015 çулта 37%‚ 2016 çулта физика предмечĕпе 40%‚ 2017 çулта информатикăпа 80 %‚ 2018 çулта çак предметпах 75% ача экзамен панă.
Татьяна Николаевна вĕренекенсем экзаменсене хатĕрленнĕ чух хăйсем тĕллĕн хушма литературăпа усă курнине пысăк тимлĕх уйăрать: справочниксем‚ альтернативлă кĕнекесем‚ журналсем‚ интернет сечĕ. Çитĕнекен ăрура интерес çуратма класс тулашĕнчи ĕçсемпе экскурсисем йĕркелет‚ предмет эрнисем ирттерет. Хăйĕн ĕçĕнче Т.Н.Яковлева цифрăллă вĕрентÿ çăлкуçĕсемпе‚ пĕлĕве тĕрĕслеме компьютер тесчĕсемпе тата ыттисемпе усă курать.
Çак вĕрентекене çирĕплĕх‚ пысăк ĕçченлĕх‚ кашни урока тĕплĕн хатĕрленни‚ ĕçре уйрăм карточкăсемпе усă курни уйăрса тăрать. Унăн кăмăл-сипет тĕнчи те пуян. Çавăнпа пĕр урок теприне ăшаман.
Татьяна Николаевна хăйĕн опычĕпе паллаштарма шкул тата район методика пĕрлешĕвĕсене хастар хутшăнать. Унсăр пуçне тĕрлĕ шайри учительсен конкурсĕсемпе олимпиадисенче те тупăшма кăмăл тăвать.
Пултаруллă вĕрентекен - общество хастарĕ. Вăл - педагогсен ушкăнĕнчи профсоюз председателĕ. Çак çынра этемлĕхĕн чи лайăх енĕсем – ырă кăмăл‚ тимлĕх‚ кулăш туйăмĕ‚ тĕрĕслĕх‚ чыслăх – упранаççĕ. Çавăнпа коллективра хĕрарăм вĕрентекене сума сăваççĕ.
Унăн вĕренекенĕсем район олимпиадисене‚ республика тата Раççей шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕсемпе призерсен ячĕсене тивĕçеççĕ. Тĕслĕхрен‚ «Мой край – родной Башкортостан» видеопрезентацисен конкурсĕсенче‚ «Ломоносовские чтения» тата «Совенок» наукăпа практика конференцисенче Анна тата Татьяна Наумовасем интереслĕ тĕпчев проекчĕсене тивĕçлĕ хÿтĕленĕ. Иьяспа Диана Ямиловсем Пĕтĕм Раççейри физика олимпиадин муниципаллă этапĕн‚ Диана тата Настя Максимовасем Пĕтĕм Раççейри математика олимпиадин çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Василий Петров математика предмечĕпе районти наукăпа практика конференцийĕнче призер ята тивĕçнĕ.
Татьяна Николаевна 18 çул хушши класс ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлать. Класс ĕçĕн йĕркелÿçи пулнă май‚ вăл ачасене пĕлÿ‚ ĕç тата эстетика ĕçĕ-хĕлĕсене хăйсем тĕллĕн йĕркелеме пулăшу парать. Унсăр пуçне вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăну тытать.
Ĕçри хастарлăхшăн Татьяна Николаевна Яковлева районти вĕрентÿ уйрăмĕн‚ ПР Ачасен пултарулăхне аталантаракан центрăн‚ РФ вĕрентÿ тата наука ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри организацийĕн‚ ПР Вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.
Татьяна Николаевна учитель профессине ахальтен суйласа илмен. Вăл амăшĕн, Галина Степановна Ларионован, ĕçне малалла тăсаканĕ. Çемьере Татьяна Николаевна - шанчăклă мăшăр‚ юратнă анне. Вĕсем Николай мăшăрĕпе икĕ ывăл - Никита тата Петр - çитĕнтереççĕ. Арçын ачасем ялти шкулта ăс пухаççĕ. Яковлевсем Хурамалта пысăк та хăтлă çурт хăпартнă. Унта упăшкин ашшĕ-амăшĕ валли те хăтлă вырăн çителĕклĕ. Пушă вăхăтра хĕрарăм тĕрлĕ япаласем çыхать‚ вăрманта уçăлса çÿреме юратать.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.