Пур хыпар та
9 Октябрӗн 2019, 12:40

Кăнтăрла кăшăл пек, каçхине çĕлен пек

Авалхи çынсен ĕненĕвĕ тăрăх, пиçиххи этемĕн çи-пуçне икке пайлать çеç мар, çÿлти тата аялти тĕнчесем çине те уйăрать.

Пиçиххисĕр пĕр чăваш та çÿремен. Пĕчĕк ачасем ашшĕ-амăшне кăшт пулăшакан пулсанах вĕсен пилĕкне пиçиххипе туртса çыхнă. Урамра пиçиххисĕр кĕпине саркалантарса пыракана курсан унран кулнă, тăрăхланă, çавăнпа чăвашсем пиçиххи тĕртме те, тĕрлеме те ÿркенмен. Пиçиххи тумăн чи кирлĕ пайĕсенчен пĕри шутланнă.
Арçынсем тĕттĕмрех тĕслĕ çипсенчен тĕртнĕ сарлакарах пиçиххисене кăмăлланă. Пилĕке çыхсан вĕсене ытларах сылтăм енчен усăнтарса çÿренĕ. Хĕрарăмсен пиçиххийĕ çутăрах тĕслĕ пулнă. Вĕçĕсене тÿмесемпе, çăм çиппинчен тунă çаврака чăмаккасемпе, шăрçа янă çÿçесемпе илемлетнĕ. Пиçиххирен хĕрарăмсем тĕрлĕрен енчĕксем, турасем çакса янă. Арçынсем табак хутаççисем, саламатсем хĕстернĕ. Вăрмана ĕçлеме кайсан çĕçĕ таврашĕ те чикнĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: