Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
23 Октябрӗн 2019, 16:58

Академик ялĕ финалта мала тухнисен шутĕнче

«Пушкăртстан Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕ» тата БСТ телеканал йĕркеленипе иртнĕ «Пушкăртстан Республикинчи чи илемлĕ ял-2019» конкурс вĕçленнĕ. Октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче ĕçлĕ комисси пĕтĕмлетÿсем тунă.

Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунисенчен заявкăсене август уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче йышăннă. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пурĕ 48 заявка килнĕ. Иккĕмĕш тапхăра 10 ял çеç тухнă. Сентябрь уйăхĕн 1-20-мĕшĕсенче БСТ каналпа видеопрезентацисем кăтартнă. Ун хыççăн куракансен сасăлавĕ иртнĕ. Конкурсăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш тапхăрĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене шута илсе пилĕк яла палăртнă. Виççĕмĕш тапхăра чи нумай балсем пухнă ялсем тухнă. Октябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче вара конкурс комиссийĕ финалистсенчен мала тухнисене палăртнă.
БСТ телеканал пĕлтернĕ тăрăх‚ I вырăна Учалă районĕнчи Науразово ялĕ тивĕçнĕ‚ II тата III вырăнсене Ишимбай районĕнчи Макарово ялĕпе Шаран тăрăхĕнчи Тÿртÿллĕ (А.А. Кондратьев академикăн тăван ялĕ) йышăннă. Уйрăмах чăваш ялĕ хăйне тивĕçлĕ шайра кăтартни кăмăла çĕклет.
Виçĕ çĕнтерÿçĕ конкурс фондĕнчи миллион тенкĕлĕх парнене пайланă. Пĕрремĕш вырăна тухнă яла 500 пин тенкĕлĕх грантпа чысланă‚ иккĕмĕшне - 300 пин‚ виççĕмĕшне 200 пин парса саламланă. Унсăр пуçне комисси çĕнтерÿçĕсемпе пĕрле 12 номинацире мала тухнисене суйласа илнĕ.
Кугарчă районĕнчи Таваканово ялĕ «Авалхи ĕмĕт» («Древней мечты»), Çтерлĕ районĕнчи Талачево «Нумай нациллĕ ял» («Многонациональное село»), Çтерлĕпуç тăрăхĕнчи Янгурча «Пысăк пуласлăхлă ял» («Большое будущее»)‚ Салават районĕнчи Алькино «Социаллă аталаннă ял» («Социально развитое село»)‚ Караидель районĕнчи Явгильдино «Ĕçчен ял» («Трудолюбивая деревня»)‚ Ĕпхÿ районĕнчи Лекаревка «Майлă лару-тăру» («Доступная среда»)‚ Аскин районĕнчи Кшлау-Елга «Эко-ял» («Эко-деревня»)‚ Бурзян районĕнчи Гадельгареево «Илемлĕ ял» («Живописная деревня»)‚ Зианчур районĕнчи Байдавлетово «Туслă ял» («Дружное село»)‚ Чекмагуш районĕнчи Старобаширово «Тараватлă ял» («Гостеприимное село»)‚ Янаул районĕнчи Кисак-Каин «Хăтлă ял» («Комфортное село»)‚ Мишкин районĕнчи Сосновка «Куракансен парни» («Приз зрительских симпатий») номинацисенче çĕнтернĕшĕн мăнаçланма пултараççĕ.
Асăннă 12 яла 20 пин тенкĕлĕх укçан премисемпе тивĕçтернĕ. Ытти 33 яла Дипломсемпе палăртса хăварнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: