Авторăн çĕнĕ кĕнеки вулакансене анат енчи чăваш хĕрарăм кĕписен кăкăр тĕлĕнчи кĕскĕ текен тĕррипе паллаштарать. Альбомра XVIII-XX ĕмĕрсенчи 235 тĕрленĕ япала вырăн тупнă. Вĕсем музей фондне тĕрлĕ çулсенче кĕнĕ. Малтанхи тĕслĕхĕсене музея йĕркелесе янă хыççăнах, XX ĕмĕрĕн 20-30 çç. туяннă, ыттисене - вăрçă хыççăн. Музей сотрудникĕсемсĕр пуçне çак тĕлĕнмелле япаласене пухас ĕçе тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем - колхозниксем, ялти служащисем, наука тата пултарулăх анинчи интеллигенци çыннисем, хăйсен ирĕкĕпе пулăшакансем - хутшăннă. 166 страницăллă кĕнеке икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшне, «Из истории узоров кĕскĕ. Кĕскĕ эрешĕн историйĕнче» пая, XIX-XXI ĕмĕрсенче кĕскĕ эрешне тĕпченин, музей фондĕнче унăн пуххине йĕркеленин историйĕ, «кĕскĕ» эрешĕнче тĕл пулакан тĕссем, ăна епле пурнăçлани çинчен калани кĕнĕ.
Кăларăмăн иккĕмĕш пайĕ «Описания узоров кĕскĕ. Кĕскĕ узорĕсене çырса кăтартни» вулакансене музей фондĕнчи хĕрарăм кĕписен кăкăр тĕлĕнчи тĕрĕпе (кĕскĕпе) паллаштарать. Музей йĕрки ыйтнă пек альбома тĕрлĕ тĕслĕ ÿкерчĕксем вырнаçтарнă. Çаплах альбома ытти сведенисем те кĕнĕ: экспонатăн инвентарь номерĕ, малтан ăçта пулни, музея хăçан илсе килни, пуçтараканăн ячĕпе хушамачĕ, мĕнрен тата епле туни, калăпăшĕ.
Кĕнекене питĕ пуян илемлетнĕ. Автор альбома «кĕскĕн» нумай тĕрлĕ ÿкерчĕкĕсемпе сăн ÿкерчĕкĕсене кĕртме тăрăшнă. Вĕсем вулакана чăваш тĕррипе тĕплĕн паллаштараççĕ. Кĕнекене пысăк ăсталăхпа илемлетнĕ.
Пĕлÿ çăлкуçĕ чăваш халăх культурипе интересленекен нумай çын кăмăлне каймалла. Вăл шкул ачисемпе учительсемшĕн те, таврапĕлÿçĕсемпе художниксемшĕн те, модельерсемпе музейре ĕçлекенсемшĕн те, халăх ăстисемшĕн те интереслĕ пулмалла. Кĕнекене туянас текенсем Чăваш кĕнеке издательствин сайчĕ урлă (http://www.chuvbook.ru) заказ тума е издательствăн кĕнеке лавккисенче туянма пултараççĕ.
истори наукисен кандидачĕ.