Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
30 Октябрӗн 2019, 16:51

Асамлă чĕрçитти

Чĕрçитти хальхи вăхăтра ĕç тумĕн пĕр пайĕ шутланать. Ăна ытларах тивĕçтерекен (обслуживающий) сферăра ĕçлекенсемпе кил хуçи хĕрарăмĕсем çыхаççĕ. Анчах унăн историйĕ Адампа Ева вăхăтнех кайса тухать. Чĕрçитти евĕр инжир çулçисем Адампа Евăшăн çара ÿчĕсене хупламалли тум вырăнне пулнă.

Пĕрремĕш чĕрçиттисене патшалăх службинче тăракан Авалхи Египет арçыннисем тата фараонсем (хăйсен статусне палăртма) çыхса çÿренĕ. Ăна тир пиçиххи çумне, илемлетмелли япала евĕр, çыпăçтарнă. Каярах чĕрçиттисене ÿт-пÿ йĕри-тавра çавăрма та, малтан çаклатса хума та çиттĕр тесе тата та сарлакарах çĕлеме пуçланă. Суя юбкăн мал енĕ виçкĕтес, трапеци, веер евĕр пулнă.
Чĕрçиттине авалхи грексем те çыхса çÿренĕ. Вĕсене шалпар кĕпен аял енне çĕлесе хунă. Авалхи Римра чĕрçиттине çар çыннисем, гладиаторсем тата мăчавăрсем (жрец) çыхса çÿренĕ. Авалхи ĕмĕрте чĕрçитти Европăра та сарăлма пуçланă. Вăл тимĕрçĕсен, атăçăсен, цехсенчи ăçтаçăсен, поварсемпе ытти йышши ремесленниксен ĕç тумĕн пĕр пайĕ шутланнă.
Вăхăт иртнĕçемĕн унпа хĕрарăмсем те усă курма пуçланă. Вĕсене тĕрлĕ уявсене кайнă чух çыхма пуçланă. Чĕрçиттисем тĕрлĕ тĕслĕ те, иккĕллĕ те пулнă. Вĕсене шăтăкласемпе, тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Мода хушнă пек вăл Европăра пурăнакан кашни хĕрарăмăн пулмалла пулнă. Чĕрçиттине хыçалтан, çиелти юбка евĕр, çыхнă. Хăш чухне ăна капăрлатмалли япала евĕр плащ çумне те лектернĕ. Каярахпа чĕрçиттине ахаль çынсем те çыхма пуçланă. Хресчен хĕрĕсем ăна ытларах аялти тумĕсене варалатас мар тесе усă курнă. Саппунсене ахаль йышши çăмăл материалсенчен çĕленĕ.
Раççейре чĕрçитти историйĕ XVII ĕмĕртен пуçланнă. Вырăс чĕрçиттийĕсене ытларах шакмакласа тĕртнĕ пуставран çĕленĕ, хĕррисене чĕнтĕрпе илемлетнĕ. Чĕрçитти тум çеç мар, хăйне евĕр капăрлатмалли хатĕр, пуянлăхпа пулăхлăх (плодородие) палли шутланнă. Ырă пурнăç сунса вĕсемпе ачасене чĕркенĕ, тыр-пул ăнса пултăр тесе тулă тултарнă, тин мăшăрланнă çамрăксене утса кĕме алăк умне сарса хунă. Чĕрçитти халăх тумĕн пайĕ шутланать. Ăна тĕрлĕ йышши (çитса, йĕтĕн, çăм) пусмаран çĕленĕ. Уява лентăсемпе илемлетнĕ, тĕрĕллĕ çăмăл чĕрçитти çыхнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн пуян хĕрарăмсем ăна капăрлату хатĕрĕ евĕр усă курма пăрахнă. Ытларах килте ĕçленĕ чух тăхăнма тытăннă. Çапла вăл ĕç тумĕн пĕр пайĕ пулса тăнă. Каярах саппун çĕлеме пуçланă. Саппун тесе мăйран çакса ямалла тăвакан, кăкăр çинех çитекен чĕрçиттие калаççĕ. Саппунсене вĕрентÿ учрежденийĕсене çÿрекен хĕр ачасем çыхса çÿренĕ. Вĕсем икĕ тĕрлĕ, хура тата шурă, пулнă. Хĕр ачасем саппунсемпе гимназине çеç мар, театрсене, чиркĕве çÿренĕ. Революци хыççăн шкула хресчен ачисем те çÿреме пуçланă. Шкул форми манăçа тухнă. 1948 çулта тин саппун хĕр ачасен хулпуççийĕсем çине таврăннă. 1992 çулта шкул формине пăрахăçланă. Халĕ саппуна шкул пĕтерекен хĕрсем çыхма кăмăллаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: