Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
30 Октябрӗн 2019, 13:35

«Эпĕ сирĕнпе-ха‚ чĕресем пĕрле тапаççĕ»

«Тăван сăпкана‚ Пушкăртстана‚ унăн пурлăхĕпе ирĕклĕхне‚ пĕтĕмĕшле çĕршыври‚ Раççейри‚ пысăк авторитетне сыхлăр» тенĕ халăх поэчĕ‚ ăс-хакăлпа пуян Мустай Карим.

Октябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Куюргазă районĕнчи Айсуак ялĕнче Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнине тата Пушкăртстан халăх поэчĕ‚ Социализмла Ĕç Геройĕ, СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Мустай Карим çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Эпĕ сирĕнпе-ха‚ чĕресем пĕрле тапаççĕ» («Еще я с вами‚ бьются вместе сердца») районти сăвă вулакансен конкурсĕ иртнĕ. Пĕтĕмĕшле конкурса 9 аслă çулхи вулавçă‚ 44 ачапа çамрăк хутшăннă.
Куракансем Мустай Каримăн йывăр та пуян пурнăç çулĕпе паллашма хавас пулнă. Конкурса хутшăнакансем вара тĕрлĕ авторсен Пушкăртстана халалланă‚ М.Каримăн тăван кĕтес‚ юрату‚ пурнăç пĕлтерĕшĕ тата вăрçă çинчен çырнă сăввисене илемлĕ вуланă. Жюри членĕсене дипломантсемпе лауреатсене палăртма çăмăл пулман.
Вулавçăсен конкурсне Кривле-Илюшке ялĕнчи «Çеçпĕл» чăваш фольклор ансамблĕн çамрăк пайташĕсем Елизавета Ворошиловапа Дарья Фролова хутшăннă. Хĕр ачасем чăваш ялĕн чысне тивĕçлĕ хÿтĕленине палăртмалла. Дарья III степеньлĕ дипломант ята‚ Лиза вара сăвва чуна пырса тивмелле вуланăшăн тата çÿллĕ шайра хатĕрленнĕшĕн диплом илме тивĕçнĕ.
Конкурса хутшăнакансене пурне те Куюргазă районĕнчи пушкăртсен Курултайĕ ятĕнчен дипломсемпе чысласа саламланă.
Культура çурчĕсенче тăрăшакансем те мероприятие пуçаруллă хутшăннă. Вĕсем фойере «Манăн юратнă сăнарсем»‚ «Тăван çĕршывăм‚ Пушкăртстанăм‚ сыв㻂 «Тăван çĕр пĕчĕк пулсан та илемлĕ»‚ «Хурăн çулçи»‚ «Тĕлĕнмелле çĕр» темăсем тăрăх ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕ.
Мустай Карим тĕнчи вăл - пысăк тĕнче‚ илемлĕ те çутă‚ илĕртекен те чыслă тĕнче. Унта ырăпа чăнлăх‚ юратупа хĕрхенÿ‚ пархатарлă сăмахпа çивĕч ăс хуçаланаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ.
Читайте нас: