Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
30 Октябрӗн 2019, 17:45

Фестиваль чĕрере шанăç çуратрĕ

Октябрь уйăхĕн варринче çанталăк пăсăла пуçларĕ. Хĕвел хутран-ситрен курăнкаларĕ, вĕттĕн-вĕттĕн сапакан çумăр çурĕ, сивĕ çил те вĕрчĕ... Çулталăкри чи илемлĕ те салхуллă вăхăт - хура кĕркунне - вăй илсе пычĕ. Çапах та кĕрĕн иккĕмĕш уйăхĕн 26-мĕш кунĕнче Турă кăмăлĕ çаврăнчĕ пулас. Çанталăк кĕтмен çĕртен уяртса ячĕ. Сарă хĕвел Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн лапамĕнче чăваш ачисемпе çамрăкĕсен «Силпи асамачĕ» VIII регионсен хушшинчи фестиваль-конкурса хутшăнакансемшĕн хăйĕн ăшшине хĕрхенмерĕ.

Ефимовсен çемье ушкăнĕ.
Ефимовсен çемье ушкăнĕ.
Фестиваль çулсерен Пелепейри чăваш наципе культура автономийĕ йĕркеленипе иртет. Çак ĕçре вĕсене Пелепей район администрацийĕ‚ «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕ пулăшса пыраççĕ. «Силпи асамачĕн» тĕп тĕллевĕ – ачасемпе çамрăксене тăван чĕлхене‚ чăваш халăх культурине юратма‚ хисеплеме вĕрентесси‚ мăн асаттесемпе асаннесен пуянлăхĕпе паллаштарасси‚ ăна ăруран ăрăва упраса хăварасси‚ пултаруллисене тупса палăртасси.
Кăçал «Силпи асаматне» хутшăнма 60 заявка килнĕ. Пурĕ конкурсра хăйсен пултарулăхне 220 ытла çамрăкпа ача кăтартрĕç. Мероприятие ытти çулсенчи пекех Пелепейпе Пишпÿлек‚ Миякипе Ермеккей‚ Куюргазăпа Авăркас районĕнчи‚ унсăр пуçне Çтерлĕ хулинчи‚ Приютово поселокĕнчи чăваш ачисемпе çамрăксем‚ пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Çавна май фестиваль-конкурс пысăк та илемлĕ уява çаврăнчĕ. Вĕсене пурне те вĕри апат çитерессине йĕркеленине те палăртса хăвармалла.
Кăçалхи фестиваль-конкурса Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнине тата Пушкăртстан халăх поэчĕ Мустай Карим çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ. Ачасем пилĕк номицире ăмăртрĕç: «илемлĕ вулав»‚ «фольклор юрри тата йăла-йĕрке»‚ «хореографи»‚ «эстрада юрри», «кĕвĕ инструменчĕпе вылясси». Вĕсен ăсталăхĕпе пултарулăхне ЧР халăх артистки‚ Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн балетмейстерĕ Лидия Попова ертсе пыракан сумлă жюри хак пачĕ.
Мероприятие Пелепейĕнчи ЧНКА председателĕ Владимир Яковлев уçрĕ:
- Паян чăваш уявĕ. Çак уява ирттерме «Таврос» Пушкăртстанри аш-какай компани‚ «Урал-Батыр» ĕçченĕсем тата Пелепей район администраци пулăшрĕç. Вĕсене пысăк тав! Фестивале хутшăнакансене вара çакна каласшăн‚ сцена çинче хăвăрăн ăсталăхăра кăтартăр‚ ан именĕр. Хисеплĕ жюри членĕсем сире тивĕçлĕ хак парĕç. Пиртен мĕн кирлине эпир тума тăрăшрăмăр. Çавăнпа пурте киле савăнăçлă‚ куççуль кăлармасăр‚ парнесемпе таврăнасса шанатăп, - терĕ вăл.
Сцена çине пĕрин хыççăн тепри пултарулăх ушкăнĕсем‚ çамрăк артистсем уйрăмшарăн тухрĕç. «Силпи асаматĕнче» тĕрлĕ юрă-кĕвĕ‚ сăвă янăрарĕ‚ чăваш ташшисене ташларĕç‚ авалхи йăла-йĕркене кăтартрĕç. Тематика енчен илсен‚ Мустай Каримăн тата Пушкăртстанăн 100 çулхи юбилейĕсене‚ асамат кĕперне‚ аннене‚ ачалăхпа тăван кĕтесе халалланă номерсем нумай пулчĕç. Çапла виçĕ сехет çурă пĕр сисĕнми иртсе кайрĕ.
Кăçалхи «Силпи асамачĕ» номинаци енчен кĕтмен çĕртен çĕнĕлĕхпе пуянланнине палăртма кăмăллă. Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнчен килнĕ Елизавета Ворошилова залра пухăннисемпе жюри членĕсене скрипка каласа тĕлĕнтерчĕ. Кĕвĕ инструменчĕ калама кăмăл тăвакансем пулсан‚ тен, çитес çул çак номинацие çирĕплетĕç те. Мăн асаттесемпе асаннесен еткерлĕхне фольклор тата йăла-йĕрке номерĕсенче курма пулчĕ. Кунта сăмах Мияки районĕнчи Хурамал ялĕнчи «Родничок» ачасен ушкăнĕн çимĕк каçне вылянă вăййисем‚ Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи «Çăлкуç» çамрăксен ушкăнĕ ача-пăча вăййисене кăтартса пани‚ Миякинчи «Мерчен» ачасен ушкăнĕн «Вăйă картинче» йăли-йĕрки пирки сăмах пырать. Унсăр пуçне залра ĕлĕкхи инструментсен сассисем те янăрарĕç: шăпăр‚ параппан‚ кашăксем‚ пăчкă тата ыт.те.
Саккăрмĕш çул иртекен «Силпи асаматне» шкул çулне çитмен ача ушкăнĕсем те хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсен шутĕнче - Пелепей хулинчи 1№ «Айгуль» тата 36№ «Аленький цветочек» ача сачĕсенчи «Пелепей хĕлхемĕсемпе» «Хĕвел çути» ансамбльсем. Фестиваль-конкурсра уйрăммăн тухса ташлакан Владлена Петрована та палăртса хăвармалла. Çак пĕчĕк хĕр ача чăваш кĕвви тăрăх лартнă гимнастика номерĕпе хавхалантарчĕ. Хăйне евĕрлĕ номере хатĕрленĕ чух‚ мĕн чуль тар тăкнă пулĕ хĕр пĕрчи!
Чăваш халăхĕн илемлĕ тумĕ пирки те каласа хăварас пулать. Сцена çине тухнă ачасен ытларах пайĕ чăваш тумне тăхăннăччĕ‚ вĕсен ытарайми капăр çи-пуçĕ куçа илĕртсе тăчĕ. Кунта ĕлĕкхи тĕслĕхсенчен пуçласа паянхи кунпа килĕшÿллĕн çĕленĕ тумсене‚ тухъясене‚ сурпансене курма пулчĕ. Вĕсене тĕрĕсемпе‚ шăрçасемпе илемлетнĕ.
«Силпи асамачĕ» VIII регионсен хушшинчи фестиваль-конкурсăн пĕрремĕш пайĕ фойери ÿнер выставкипе тата вăйă программипе вĕçленчĕ.
Каçхине «Силпи асамачĕ» фестиваль çĕнтерÿçисен Гала-концерчĕ тата çĕнтерÿçĕсене чысласси иртрĕ. Мероприятийĕн тĕп уявне жюри членĕсем чи илемлĕ номерсене суйласа илнĕ. Конкурсăн суйлав турĕ витĕр ăнăçлă иртнĕ Пелепейĕнчи чăваш гимназинче вĕренекен Алла Пачина (ертÿçи – В. Алексеева), Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке шкулĕн вĕренекенĕ Ева Никитина (С. Игнатьева), Авăркас тăрăхĕнчи Ефимовсен çемье ушкăнĕ (О. Ефимова) тата ыт. те хăйсен пултарулăхĕпе Гала-концертра паллаштарма тивĕçрĕç.
Фестивалĕн чи çамрăк конкурсанчĕсене, «ташă» номинацире II степень дипломне тивĕçнĕ Пелепей хулинчи «Хĕвел çути» (С. Егорова) 36№ тата çав номинацирех I степень дипломне çĕнсе илнĕ «Пелепей хĕлхемĕсем» (Л. Судеева) 1№ ача сачĕсен воспитанникĕсене, Пелепейĕнчи ЧНКА председателĕ В. Яковлев хăй саламларĕ, асăнмалăх парнесем парса чысларĕ, пĕчĕк шăпарлансем тăван чĕлхене юратса ÿсеççĕ пулсассăн чăвашлăхăн малашлăхĕ пур иккенне палăртрĕ.
Çаплах куракансем Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнчен килсе çитнĕ Сергей Степановпа Артем Павловăн «Ача-пăча ташшине», «Çăлкуç», «Виç тÿпе çăлтăрĕсем» ушкăнсен ташшисене, çак ялти Анастасия Мишинан тата Полина Шуркован (Мияки районĕ, Кекен ялĕ) юррисене хапăл туса йышĕнчĕç. Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчен килсе çитнĕ тепĕр пултаруллă ача, кăлтăр! кăлтăр! тесе юрлакан Кирилл Исаев, конкурса пĕр çул çеç хутшăнмасть. Уçă саслă, хăйне сцена çинче тытма пĕлекенскер куракансене çеç мар, жюри членĕсене те тыткăнланă, ав! Пишпÿлек хĕрĕ Диана Илларионова шăрантарнă «Малтанах сана курсан» юрра та залра ларакансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Епле пултаруллă пирĕн чăваш ачисемпе çамрăкĕсем! Вĕсен ăсталăхне аталантарма, чăваш юрри-ташшине, чĕлхине тата та ытларах юратма вĕрентекен фестиваль пурри мĕне тăрать. Епле мăнаçланаççĕ вĕсем хăйсем чăваш пулнишĕн, чăвашла калаçма пĕлнишĕн.
Акă чи пултаруллă ташă-юрă ăстисене саламлама вăхăт çитрĕ. Чи малтан Марина Денисова уяв ертÿçи фестивале хутшăннисене дипломсем парса чысларĕ. Тĕрлĕ номинацисенче виççĕмĕш вырăна тухнисене Рудольф Павлов çыравçă, иккĕмĕш вырăн çĕнтерÿçисене «Илем» чăваш халăх ансамблĕн хастарĕ Луиза Федорова, пĕрремĕш степень дипломĕсене тивĕçнисене «Илем» ушкăн ертÿçи Нина Никитина саламларĕç.
«Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурсăн тĕп парнине, Гран-прие, Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуç ялĕнчи Ефимовсен çемье ушкăнĕ (трио) çĕнсе илчĕ. Вĕсене «Таврос» аш-какай компани представителĕсем саламларĕç.
- Пирĕн компани çакăн пек мероприятисенче час-часах пулать. Çамрăксем те, ачасем те уява хутшăнни питĕ кăмăллă. Пур енчен те кирлĕ уяв. Малашне те ачасене çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр, - терĕç вĕсем Анастасийăпа Арина, Алексей Ефимовсене саламланă май.
Эпир, Ефимовсен çемйине пĕр кун çеç мар пĕлнĕ май, çак ачасем Гран-прие тивĕçлипе çĕнсе илчĕç тесе шутлатпăр. Вĕсем çут тĕнчене киличченех чăваш чĕлхине, юрри-ташшине илтсе ÿснĕ пулĕ. Ачасен амăшĕ те, ашшĕ те чăваш чĕлхине юратаççĕ, юратаççĕ çеç мар, юррисене епле шăрантараççĕ, сăввисене епле илемлĕ калаççĕ. Ачасен асламăшĕ, Людмила Исааковна, ĕмĕрĕ тăршшĕпех ачасене тăван чĕлхене вĕрентнĕ. Аслашшĕ, Иван Васильевич, чăваш чĕлхине упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшать. Фестивальте те вĕсем пĕр хутчен çеç мар.
ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Л.И. Мурманская, хăй те Хушăлка ялĕнчен пулнă май, «Хореографи» номинацире II степень дипломне çĕнсе илнĕ Хушăлка шкул хĕрĕсене Канаш ятĕнчен кĕмĕл кулонсем парнелерĕ.
Мероприятие ачасемпе çамрăксем йышлă хутшăнни чĕрере шанăç çуратрĕ. Çак уяври чăвашлăх сĕмĕ ачасенче ĕмĕр тăршшĕпе упранса юлсан чăвашлăх нихçан та пĕтмĕ.
Ирида НОВИКОВА,
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.
Редакцирен: Фестивалĕн номинаци çĕнтерÿçисемпе тĕплĕнрех çитес номерте паллаштарăпăр.
Читайте нас: