Сентябрь уйăхĕн варринче‚ каçхине телефон шăнкăртатса кайрĕ. Толбазăра пурăнакан Алевтина Николаевна Германова (Михайлова) иккен. Эпир унпа Авăркас районĕнче Мăйлăпукан (Куезбашево) шкулĕнче пуçламăш классенче вĕреннĕ (Çĕньял шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ).
- Сана хамăрăн пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕрпе, Ольга Васильевна Матвеевапа (Тарасовапа), тĕлпулăва чĕнетпĕр, - терĕ вăл.
Пĕр класра вĕреннисенчен улттăн çеç пуçтарăнтăмăр. Соня Тарасова‚ шкулти пек каласан София Алексеевна, халĕ те пуçламăш классене вĕрентет. Алевтина Николаевна та шкул çулне такăрлатать‚ химипе биологи урокĕсене ертсе пырать. Иккĕшĕ те учитель профессине суйласа илнишĕн пĕрре те ÿкĕнмеççĕ. Люда Матвеева (Петрова) пенси çулĕсенче‚ анчах ĕçлеме пăрахман‚ бухгалтер пулса тăрăшать. Надя Степанова (Галлямова) тренер Çтерлĕре пурăнать. Анна Германова хăй вăхăтĕнче Мускавра ĕçлесе пурăннă. Халĕ вара ялта кун кунлать. Тĕлпулу йĕркелÿçисем ыттисемпе те çыхăну тытнă‚ анчах пĕрисем инçетре пурăннипе‚ теприсем сывлăхĕ начаррипе килеймен.
Ольга Васильевна каланă тăрăх‚ нумай çул иртнĕ пулсан та‚ вĕренекенсем ăна манмаççĕ, нумайăшĕ шăнкăравласах тăраççĕ: çуралнă кунпа‚ ытти уявсемпе саламлаççĕ. Ку уншăн чи пысăк телейпе савăнăç. Хăйне çапла чысланăшăн‚ хакланăшăн‚ манманшăн вăл питĕ хĕпĕртет. Хăйсене те телейпе ырлăх-сывлăх‚ вăрăм ĕмĕр сунса тав тăвать. Кăçал пирĕн асран тухман пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр‚ иккĕмĕш аннемĕр 95 çул тултарчĕ. Вăл 34 çул пуçламăш классенче вĕрентекен пулса ĕçленĕ.
Халĕ те асрах 1-мĕш класра çекĕлсемпе патаксем çырма вĕренни. Вăл вăхăтра хальхи пек шариклă ручкăсем пулман. Йывăç авăрлă перона чернила пуçса çыраттăмăр. Чернила тăкса ярса варланса пĕтнĕ вăхăтсем те пулнă ĕнтĕ. Анчах вĕрентекен пире питĕ асăрхануллă та тирпейлĕ пулма хăнăхтаратчĕ. Тепĕр самант та яланлăлах асра юлнă‚ пирĕн‚ хĕр ачасен‚ питĕ шăнкăрав парас килетчĕ. Ольга Васильевна пирĕн кăмăла хуçса татмастчĕ‚ черетпе шăнкăрав пама ирĕк паратчĕ. Эпир вара питĕ савăнаттăмăр‚ вĕçсе кайманни кăна. Эпĕ пĕрремĕш вĕрентекен хыттăн вăрçнине‚ кÿрентернине пĕрре те астумастăп. Урок вăхăтĕнче ачасем шавлама тытăнсан‚ вăл пĕр вăхăт чĕнмесĕр куçпа пăхса тăратчĕ те хамăрах ăнланса шăпланаттăмăр. О.В.Матвеева пире хăйĕн ачисене юратнă пекех питĕ юрататчĕ. Çакна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пулать. Пирĕн, 3-мĕш класс ачисен‚ пионера кĕмелли вăхăт çитнĕ. Анчах мĕншĕн-тĕр манăн галстук çук. Вĕрентекен мана килне илсе кайрĕ‚ парне туса галстук пачĕ. Çапла вара Ольга Васильевна пулăшнипе эпĕ пионера кĕтĕм.
Пĕрремĕш вĕрентекенĕн пурнăçĕ çинчен çырмалли питĕ нумай. Унăн асаилĕвĕсемпе каласа панисене пухсан‚ пысăк калăпăшлă кĕнеке кăларма пулать. Кăçалхи август уйăхĕнче Ольга Васильевнан аслă хĕрĕн София Егоровна Карпован Шупашкарта «Пархатарлă пурнăç» кĕнеки кун çути курчĕ. Ăна хура-шурă тата тĕслĕ сăн ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Тиражĕ вара 50 экземпляр. Тĕлпулу вăхăтĕнче ăна вăл хăй аллипе çырса парнелерĕ. Ку пирĕншĕн питĕ пысăк та хаклă‚ ĕмĕр асăнмалăх парне.
Çапах та кĕскен пулсан та унăн пурнăç кун-çулĕпе паллаштарасшăн. Ольга Васильевна 1924 çулхи февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Мăйлăпукан ялĕнче çуралнă. 1932 çул пĕрремĕш класа кайнă. Вăл вăхăтра 8 çул тултармасăр шкула илмен. 5-мĕш класа вара кÿршĕ яла‚ Пишкайăна‚ çÿренĕ. 1937 çултан Треппел шкулĕнче ăс пухнă. Унтах 10 класс пĕтернĕ. Çемьере вăл асли пулнă. Хĕр ача 6-мĕш класра вĕреннĕ чухне‚ курайман çынсем улталаса çăхав çырса панипе, ашшĕне тĕрмене тытса кайнă (ашшĕ колхоз пуçарса янă вăхăтра активист пулнă). 1938 çул пуçламăшĕнче ăна персе вĕлернĕ. Çапла ачаранах хуйхă-нуша курса ÿсме тÿр килнĕ ăна. Мĕнле йывăр пулсан та амăшĕ‚ ашшĕне тытса кайнă чухне «ачасене вĕрент» тесе каланине пурнăçлама тăрăшнă. 1942 çулта 10 класс пĕтерсен çамрăк хĕре аттестат илнĕ хыççăн Наумьел ялне вĕрентекен пулса ĕçлеме янă.
- Шкулĕпе пĕр букварь‚ мел вырăнне шур тăм пулнă. Юман çăпанĕнчен чернил тăваттăмăр. Ирхинерен шкулта ĕçленĕ‚ апат хыççăн вара халăхпа пĕрле хирте тăрăшнă‚ каçхине фронт валли алса-чăлха çыхнă. Пухнă япаласене ял Канашне леçеттĕмĕр. Хамăр выçлă-тутлă пулсан та пуррине фронта ăсатнă‚ тăшмана çĕнтерме пулăшнă. Наумьел шкулĕнче эпĕ икĕ çул ытларах ĕçлерĕм (1944 çулхи ноябрь уйăхĕччен). Пĕр шăмат кун яла таврăнсан Матрунь тантăшăм авăн çапнă çĕре пулăшма чĕнчĕ. Вăл бригадир пулса тăрăшатчĕ. Çавăнта вăрçăран аманса таврăннă‚ весовщикре ĕçлекен кăтра çÿçлĕ Якур мана пĕрре курсах килĕштернĕ. Вăл та манăн чĕрере чи çепĕç туйăмсене вăратрĕ. Ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче эпир туй туса пĕрлешрĕмĕр‚ – тесе аса илчĕ йывăр вăхăта лекнĕ çамрăклăхне Ольга Васильевна.
Нина МАТВЕЕВА. Гафури районĕ.
Малалли хаçатăн çитес номерĕнче (46№).