Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
6 Ноябрӗн 2019, 13:13

Тăван кĕтесе мухтаса - тĕрлĕ чĕлхепе

Хамăр çуралса ÿснĕ вырăнтан пахи тата хакли нимĕн те пулас çук. Кашни çыннăн хăйĕн юратнă кĕтесĕ пур, кашниех ăна хăйне майлă юратать, çывăха хурса хаклать.

Пирĕн тăван кĕтес - Пушкăртстан. Ҫак кунсенче Салават Юлаев çĕршывĕнче питĕ чаплă та пысăк уяв иртрĕ. Вăл республика 100 çул тултарнипе çыхăннă. Аслă юбилея халалласа Пишпÿлек районĕнчи Ситекпуç ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта та «Манăн тăван тăрăх – пысăк çĕршывăн пĕчĕк пайĕ» ятлă мероприяти иртрĕ. Илемлĕ те хăтлă залра шкул ачисемпе вĕрентекенсем, сумлă хăнасем пуçтарăнчĕç. Тăван Пушкăртстан илемĕпе хăвачĕ, пуянлăхĕпе тарават çыннисем çинчен калакан сăвăсене 5-8 классенче вĕренекенсем, Светлана Васильева, Мария Ерастова, Диана Абрамова, Влас Михайлов (8кл.), Валентина Федорова, Иван Семенов, Валентина Осипова, Ангелина Исаева (7кл.), Софья Ерастова, Роксана Никитина, Юлия Яковлева, Матвей Осипов, Алан Халиуллин, Дмитрий Семенов, Олег Михайлов (6кл.), Яна Кошкина, Юлия Ерастова (5 кл.), пушкăртла, чăвашла, вырăсла янăратрĕç, саламласа илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Ачасем тăван республикăн малашлăхĕшĕн яланах тăрăшма хатĕррине шантарчĕç. Вĕсем Пушкăртстанри халăхсен хушшинче туслăхпа ăнлану хуçаланасса та ĕненеççĕ.
Роза РУЗАКОВА,
Ситекпуçĕнчи шкул вĕрентекенĕ.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: