Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Ҫтерлӗ районӗнчи Пысăк Куганак ялӗнчи тӗп шкулта (Косяковкăпа Çĕнĕ Краснояр ялӗсенчи филиалĕсемпе пӗрле) халăх культурисен фестивалĕн класс тулашӗнчи анлӑ мероприятийĕ иртрӗ.
Уявра вӗренекенсем хӑйсен вӗрентекенӗсемпе тата ашшӗ-амӑшӗсемпе, асламӑш-кукамӑшсемпе пĕрле ултă халӑхăн историйӗпе, культурипе, йӑли-йӗркипе, тумӗсемпе, апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарчӗҫ. Апат-ҫимӗҫе курма кӑна мар, тутанса пӑхма та май пулчӗ. Пур халӑхӑн апачӗ те питӗ тутлӑ та сĕтеклĕ.
Фестивале хутшăнакансем курав йĕркелеме, кашни халӑхӑн йӑли-йӗркипе паллаштарма, тӗрлӗ япаласем илсе килнӗ. Тӗрленӗ ӗҫсем, ӗлӗкхи савӑт-сапа, тумтирсем тата ытти те.
Ултӑ халӑхпа паллаштарма наци костюмӗсем тӑхӑнса килнӗ ачасемпе çитĕннисем сӑвӑсем каларӗҫ, юрӑсем шӑратрӗҫ, ташӑсем ташларӗҫ. Куганакпа Косяковка филиалӗнчи ачасем чӑваш халӑхӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Вĕсене вĕрентсе, пулăшса пыраканĕсем А.В. Григорьев, К.Н. Михайлова вĕрентекенсем пулчӗҫ. Ку тӑрӑхри чӑвашсен костюмӗсем шурӑ, ҫавӑнпа та вӗсене шурӑ чӑвашсем теҫҫӗ. Валерия Матвеевапа Виктория Данилова, Артур Ильчигулов вĕренекенсем (сăн ÿкерчĕкре) “Тӑван ял” юрра чĕрене пырса тивмелле шăрантарчӗҫ, куракансем тăвăллăн алă çупнине тивĕçрĕç. Сӑмах май, ку юрӑпа вӗсем ҫак кунсенче район шайӗнче иртнӗ «Курай чечекĕ» (“Цветок курая”) конкурсра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Çамрăк талантсене хатӗрлекенӗ - Т. М. Васильева вырӑс тата чӑваш чӗлхине вӗрентекен, ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕ. Маттурсене чун-чĕререн саламлатпӑр.
Пушкӑрт, вырӑс, тутар, украина, мордва халӑхӗсен йӑли-йӗркипе паллаштарса тӗрлӗ сӑвӑ-юрӑ янрарӗ, ташӑ çаврăмĕсем пулчӗç.
Фестивалĕн пуян программипе килĕшÿллĕн “Радуга” ача-пăча пултарулăх çурчĕн хушма пĕлÿ паракан педагогĕсем модельлĕ библиотека ĕçченĕсемпе пĕрле матрешкăсене ÿкерчĕксемпе илемлетессипе, пушкăрт пуканисем тăвассипе мастер-класс йĕркелерĕç.
Уяв ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Тӗрлӗ халӑх хушшинчи туслӑха пӗрлештерекен, ҫывӑхлатакан, упрама вӗрентекен мероприяти пулса тăчӗ. Фестиваль кашни халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхне, чӗлхе пуянлӑхне упрама вӗрентекен черетлĕ форума çаврăнчĕ. Класс тулашӗнчи ӗҫсем енчен пăхсан вăл кӑмӑллӑ тата пӗлтерӗшлӗ иртрӗ.
Уяв аслӑ класра вӗренекен ачасемшӗн паллӑ Пушкӑрт халӑхӗн ывӑлӗ Мустай Карим 100 ҫул тултарнине халалласа пĕтĕмĕшле диктант ҫырнипе вӗҫленчӗ. Текстне çыравçӑн “Радость нашего дома” повесть сыпӑкĕнчен илнӗ.