Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
13 Ноябрӗн 2019, 18:28

«Андрей пулсан, ĕç пулать»

Мана сайра-хутра пĕр юлташ юптарни аса килет. «Эпĕ хама та пилĕкрен аяларах шанмастăп, тепĕр çынна шанасси пирки калаçу та пулма пултараймасть», - тет вăл шÿтлесе. Мĕншĕн çапла калать вăл – çакна татса хурав параймастăп, анчах та шанăç тени кирек камра та пулмалла пек. Паллах, тĕрĕслесси çинчен те манмалла мар.

Çакăн евĕр шухăшлав патне пĕрре мар килсе тухнă. Хальхинче вара Пишпÿлек районĕнчи «Урожай» ОООра пулни хистерĕ. Хуçалăх ертÿçипе Юрий Ивановпа кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пыни çинчен сăмах хускатнă май, тăрăшуллă та шанчăклă ĕçченсем пирки калаçу тапранчĕ. Умра ун чухне шăпах Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕччĕ. «Коллективра тивĕçлисем, уйрăмах палăртмалли çынсем пур-и?» - тесе ыйтсан хуравĕ кĕске пулчĕ: «Пур. Вĕсем хирте. Кăмăлăр пулсан çитсе килме пултаратпăр».
Ситек ялĕнчен инçе те мар вырнаçнă сĕлĕ ани пулнă хирте виçĕ трактор çĕртме тăваççĕ: икĕ хăватлă К-700 тата пĕр ДТ-75. Пуçлăх машини юлашки умĕнче чарăнчĕ. Пире курса хурçă ут та пирĕнпе танлашса чарăну турĕ.
- Акă вăл - пирĕн паттăр. Кун пек çынна шанма пулать. Вырмара комбайнпа, çуркунне-кĕркунне трактор çинче тăрăшать. Хĕл кунĕсенче те ĕçсĕр лармасть, унăн пулăшăвĕ фермăра кашни кунах кирлĕ, - паллаштарать мана çĕр ĕçченĕпе Юрий Иванович.
Ку вăл хуçалăхра 30 çула яхăн вăй хуракан Андрей Григорьев механизатор пулчĕ. Хĕрĕх çиччĕри ача ашшĕ хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн нимĕн чухлĕ те пăшăрханмасть. Кăçалхи вырмара вăл «Нива-эффект» комбайнпа 14200 центнер тĕш тырă çапса илнĕ. Андрей Валентинович техникăна лайăх пĕлет, вăл е ку ĕçе тунă чухне унăн тавçăрулăх тени те «ухсахламасть». Шанса панă ĕçе яланах тĕплĕ те вĕçне çитерме тăрăшать. Çавăнпах ăна ĕçтешĕсем те, пуçлăхсем те хисеплеççĕ, хаклаççĕ.
- Андрей пулсан, ĕç пулать, - тет «Урожай» ОООн тĕп инженерĕ Юрий Никитин унăн тăрăшулăхĕпе ÿркенменлĕхне палăртса.
Паянхи кун ял хуçалăх предприятийĕсенче профессионалсем çитменни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Апла пулсан Андрей Григорьев пек ĕçченсем ылтăн вырăннех, вĕсем хуçалăхăн пурлăхĕ. Çавăнпа та ĕçне кура вĕсене сумлаççĕ. Çак кунсенче вара районта иртнĕ Ял хуçалăх кунне халалланă уявра Андрей Валентиновича «Район чемпионĕ» ята парса чысланă. Маттур, пултаруллă çĕр ĕçченне эпир те саламлатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: