Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
13 Ноябрӗн 2019, 17:26

«Яков Ухсай – тăван çĕр поэчĕ» викторина пĕтĕмлетĕвĕ

Пишпÿлекри тĕп библиотека çумĕнчи Пушкăрт Республикинчи чăваш халăхĕпе ĕçлекен сектор тата «ВКонтакте» социаллă сетьри «Пишпÿлек районĕнчи чăвашсем» ушкăн «Яков Ухсай – тăван çĕр поэчĕ» республика шайĕпе иртнĕ викторинăна пĕтĕмлетрĕç.

Йĕркелÿ комитетне пурĕ 109 çыру килчĕ. Викторинăна 11 çултан пуçласа 65 çула çитичченхисем хутшăнчĕç. Вĕсен географийĕ анлă пулчĕ: хуравсем Çтерлĕ районĕпе хулинчен, Пелепей районĕпе хулинчен, Мияки, Пишпÿлек, Федоровка, Куюргазă, Шаран, Ермеккей, Гафури, Давлекан районĕсенчен тата Ĕпхÿ хулинчен килчĕç. Сумлă жюри йышне Пишпÿлекри 2№ вăтам шкулăн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Наталья Геннадьевна Николаева, Пишпÿлекри тĕп библиотека çумĕнчи чăваш халăхĕпе ĕçлекен секторăн ертÿçи Наталья Петровна Тарасова, Пишпÿлек район хаçачĕн тата «ВКонтакте» социаллă сетьри «Пишпÿлек районĕнчи чăвашсем» ушкăнăн ертÿçи Марина Алексеевна Яковлева кĕчĕç. Вĕсем ĕçсене икĕ ÿсĕм категорине уйăрса хакларĕç.

Ачасен ушкăнĕ (10 çултан пуçласа 17 çулхисем) хушшинче:

1 вырăн – Алина Еникеева, Пишпÿлек районĕ, Каныкаево ялĕ;

2 вырăн – Аделина Тихонова, Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ;

2 вырăн – Алексей Алексеев, Куюргазă районĕ, Павловка ялĕ;

3 вырăн – Ева Никитина, Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ;

3 вырăн – Радмир Ягудин, Пелепей районĕ Малиновка ялĕ;

3 вырăн – Татьяна Волкова, Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.

Аслисен хушшинче:

1 вырăн – Виктория Сидорова, Ĕпхÿ хули;

2 вырăн – Мария Кузьмина, Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ;

2 вырăн – Лариса Коротаева, Çтерлĕ хули;

3 вырăн – Наталья Яковлева, Çтерлĕ хули;

3 вырăн – Елена Маркелова, Çтерлĕ районĕ, Ямансас ялĕ;

3 вырăн – Анастасия Федорова, Çтерлĕ хули.

Жюри членĕсене килнĕ ĕçсене пăхса тухма тата хаклама çăмăл пулмарĕ. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе укçан преми, хутшăнакансене сертификатсем, вырăна тивĕçмен, анчах лайăх ĕçсене Елена Ухсай çырнă «Слово об отце» кĕнекесем парса хавхалантарĕç. Пур çĕнтерÿçе те йĕркелÿ комитечĕпе çыхăнма ыйтатпăр.

Наталья ТАРАСОВА,

Пишпÿлекри тĕп библиотекăн

ПР чăваш халăхĕпе

ĕçлекен сектор ертÿçи.
Читайте нас: