Республика Правительстви хушнипе пирĕн тăрăхра пурăнакан халăхсен тумĕсем пирки документлă фильм ӳкерме палăртнă. Çак ĕçе Р.Р.Кильмаматов режиссер-документалист пуçăннă. Радик Рамилевич 1995 çултан пуçласа «Башкортостан» киностудинче тăрăшать. Вăл - Мустай Каримăн «Долгое-долгое детство» повеçĕ тăрăх лартнă илемлĕ фильмăн оператор-постановщикĕ тата нумай документлă фильмсен кинооператорĕ.
Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче пĕлтерĕшлĕ те яваплă ĕçе пурнăçлама режиссер Çтерлĕ тăрăхĕнчи Косяковка ялĕнчи вирьял чăвашĕсен тумне «хаклама» килсе çитрĕ. Тĕлĕнмелли нумай пулчĕ хăнашăн: юр çинчи пилеш евĕр ялкăшрĕç тумсем çинчи эрешсем, шăнкăр-шăнкăр шăнкăртатрĕç патша вăхăтĕнчи кĕмĕл тенкĕсем. «Шурă хурăн» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи Г.Н. Шишкова) чăваш юррине шăрантарса ярсан халăх тумне чун кĕчĕ тейĕн, йĕри-тавра тата çутăрах та хаваслăрах пулса кайрĕ. Каччăсемпе хĕрсем сурхури ташшине пуçласан килнĕ хăна пушшех те тĕлĕнчĕ. Çапла, 1886 çулта çак тăрăха куçса килнĕ чăвашсем йăла-йĕркене паянхи кун та тытса пыраççĕ.
Мăн асатте-асаннесемпе килнĕ чăваш тумĕ кашни çемьерех пур. Ялта çак тумтире çĕлесе эрешсемпе илемлетекен ылтăн алăллă хĕрарăмсем те çителĕклех. Ял халăхĕ Г.Н. Славченковапа М.Н. Яковлевана чун-чĕререн тав тăвать. Чăваш костюмĕ малалла та таврана илем кӳрессе, ват асатте-асаннесене ас илтерсе тăрасса шанать.