«Урал сасси» Пушкăртстанри чăвашсен ĕç-хĕлне, историне, çĕнелÿ проблемисене, тăван чĕлхене, культурăна сыхлассипе тата аталантарассипе çыхăннă ыйтусене çутатса парать, чăваш чĕлхине пропагандăлать. Хаçат пултаруллă чăваш çыннисемпе паллаштарать. Çавăн пекех вăл «Шуратăл» литпĕрлешÿ произведенийĕсене пичетлет.
Юрий Николаевич хаçатăн çитĕнĕвĕсемпе тата йывăрлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Паянхи куна кăларăм умĕнче тăракан чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – хаçат çырăнакансен шучĕ чакни. Çавăн пекех вăл республикăра наципе культура автономийĕсĕр пуçне темиçе культура пĕрлĕхĕ ăнăçлă ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Шкулсенче чăваш чĕлхи вĕренеççĕ, Пелепей хулинче чăваш гимнази пур. Чăвашсем пурăнакан районсемпе хуласенче пултарулăх ушкăнĕсем ĕçлеççĕ, вĕсенчен вăтăрăшĕ халăх ятне илнĕ.
«Ниме» - Атăлăн сулахай енче, Çĕнĕ хулара (Новый город), чăвашсем йышлă пурăнакан тăрăхра вырнаçнă чăваш культура центрĕ. Ăна икĕ çул каялла йĕркеленĕ, Герман Мадюков ертсе пырать. Унăн пĕрремĕш пулăшаканĕсем – Дмитрий Кузьмин тата Владимир Ярухин. Паянхи кун «Ниме» Ульяновск хулинче çеç мар, пĕтĕм облаçри чи хастар та пултаруллă ĕçлекен чăвашсен пĕрлĕхĕ. Унăн пайташĕсем облаçпа хулара иртекен пур уявсемпе конкурссене те хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть Елена Уресметова Шупашкар хулинче иртнĕ халăх ăстисен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Татьяна Серебрякова Чăваш Енĕн тĕп хулинче «Ниме» пайташĕсем хастар пулăшнипе «Хĕрарăм умĕнче пуç таяр» фестиваль-конкурсра çĕнтерчĕ.
Тĕлпулăва хутшăннисем çак паллашу малашне пĕр-пĕринпе культура çыхăнăвĕсем тытма усăллă пулнине палăртрĕç. «Ниме» культура центрĕ çумĕнчи «Сăрнай» ансамбль хăнана хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Çак ушкăна Пушкăртстанри Пишпÿлек тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, чăвашла лайăх пĕлекен Виктор Коваленко украинец ертсе пырать. Çавăн пекех сăрнайçăсен шутĕнчи Владимир Дмитриев юрăçа палăртмалла. Унăн тымарĕсем - Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнчен.
Юлашкинчен тĕп редактор пире пурне те Пелепей хулине, «Урал сасси» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 30 çул çитнине уявлама йыхравларĕ. Сăмах май, Юрий Николаевич Чĕмпĕре кунти чăвашсен «Канаш» хаçачĕ тата «Эткер» телекăларăм 30 çул тултарнине паллă тума килнĕ. Вăхăт тупса пирĕнпе те тĕл пулчĕ.