Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
4 Декабрӗн 2019, 14:18

Çтерлĕри чăваш студенчĕсем те палăрнă

Ноябрь уйăхĕн 20-23-мĕшĕсенче Хусан хулинче «Наци пурлăхĕ» фестиваль иртрĕ.

Ăна Çамрăксен енĕпе ĕçлекен федераллă агентство тата «Раççей çамрăкĕсем» пĕрлĕх пулăшнипе 2019 çулта аслă вĕрентÿ шкулĕсем хушшинче çамрăксен проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсăн проект-çĕнтерÿçи шайĕнче йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – тăван чĕлхене‚ Атăл тăрăхĕнчи халăхсен культурипе йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси тата аталантарасси, пĕтĕм Раççейри халăхсен хушшинчи культура еткерлĕхне май пур таран кăтартса парасси. Паллах, çамрăксем хушшинче халăх вокалне‚ кĕввине‚ ташшине тата эстрада произведенийĕсене халăх майлă йĕркеленисене пропагандăласси тата халăх хушшинче сарасси. Çавăн пекех ĕлĕкхи ал ĕç ăсталăхне чĕрĕлме пулăшасси‚ паянхи япаласене хатĕрленĕ чух маннă технологисемпе тата наци кĕввисемпе усă курасси.
Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн студенчĕсем те «Наци пурлăхĕ - 2019» фестивале хутшăнмасăр тăрса юлмарĕç. Фестиваль йĕркелÿçисем пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вĕсем килнĕ хăнасене Хусан хулинчи «Тутарстан» чи илемлĕ отеле вырнаçтарчĕç. Унта Пушкăртстан студенчĕсем тÿлевсĕрех пурăнчĕç.
Мероприятие «Савни» вокал ансамблĕ те (ертÿçи – О.А.Иванова) хутшăннине палăртса хăвармалла. Унăн пайташĕсем хăйсен ăсталăхне сцена çинче тивĕçлĕ тата çÿллĕ шайра кăтартрĕç. Куракансем те вĕсене ăшшăн йышăнчĕç, тăвăллăн алă çупрĕç.
Жюри членĕсем пирĕн студентсене те кÿрентермерĕç. Пултарулăхне кура парнеллĕ вырăнсемпе чысларĕç. Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх‚ «Хореографи ÿнерĕ» номинацире «Илем» ташă ушкăнĕ 3 степень‚ «Вокалпа хор юрри» номинацире «Савни» вокал ансамблĕ 3 степень лауреачĕсем пулса тăчĕç. «Вокалпа хор юрри» соло номинацире 2 курс студенчĕ Анастасия Петрова 3-мĕш вырăна тухрĕ. «Илемлĕ вулав» номинацире 1 курс студенчĕсем Лилия Кудряковапа Анфиса Салихова 2 тата 3 степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç.
Эпир лауреатсене пурне те чунтан саламлатпăр.
Анастасия ФЕДОРОВА.
ППУн Çтерлĕри филиалĕн студенчĕ.
Читайте нас: