- Саша, сан юратăву çинчен «Нарспи» поэмăри сюжетран кая мар роман çырма пулать-тăр. Мăшăрна, Пушкăртстанра çуралнă Алена Силпи чăваш юрăçне, тĕнче шайне çĕклес тесе эсĕ тутар çĕрĕ çинчи тăван ялунти аçу-аннÿ пилленĕ çуртăн алăкне хупса Шупашкара пурăнма куçса килнĕ. Чылай чăваш лайăх пурнăç, пысăк укçа шыраса ют тăрăха, çав шутра Тутарстана та, тухса кайнă вăхăтра эсĕ хăвăн телейне чăваш çĕрĕ çинче шыратăн.
- Эпир çемйипех – чăваш чиканĕсем (кулать). Юрĕ, калаçăва тĕпĕ-йĕрĕпе пуçлам-ха. Тăван килтен 14 çулта Елабугăна культура училищине вĕренме кĕрес тĕллевпе тухса кайрăм. Дипломпа килĕшÿллĕн халăх ансамблĕн ертÿçи шутланатăп. Çара кайиччен пĕр хушă тăван ялтан 3 çухрăмри тутар ялĕнче клуб ертÿçинче вăй хутăм. Екатеринбург облаçĕнчи пĕр чаçре спортротăра салтак тивĕçне пурнăçларăм. Пире тĕнчери хĕрÿ вырăнсене хÿтĕлеме хатĕрлерĕç. Телее, совет çарĕсене Афганистанран кăларма пуçларĕç те пире çĕршыври пĕр вăрттăн чаçе куçарчĕç.
- Эпĕ те чăвашсене чикансемпе танлаштарма именместĕп. Ара, чăваш пурăнман вырăн пур-ши паян çĕр çинче? Мăн асатте-кукаçисем Алтай тăрăхĕнчен тухса Вăтам Азие çитсе, Çурçĕр Кавказ тăвĕсене парăнтарса Атăлçи тăрăхне килсе тĕпленнĕ вĕт. Çул çÿрес туйăм чунра хĕмленни, тен, япăх та мар.
- Пĕр чăнлăх çеç-тĕр: чăваш çынни чăваш патнех туртăнать. Апла-и, капла-и, пĕр чĕлхепе, йăла-йĕркепе, тĕнпе пурăнакан савнипе пĕрле тăван халăх хушшинче хăвна шанчăклăрах туятăн. Эпĕ пĕчĕкренех чăваш хĕрĕпе çеç çемье çавăрма шутланă. Ĕмĕте вара 39 çулта пурнăçа кĕртрĕм. Тăван килтен 270 çухрăм кайса чăваш хĕрне вăрласа арăм турăм.
- Хăвăнтан 17 çул кĕçĕн хĕрĕн пуçне çавăрма пултарнă-ха эсĕ. Пирĕн енче 40 çулсенче авланакан ар пирки «ват супнă» е «ват хусах» теççĕ йĕкĕлтешсе. Епле хăраман-ши Алена ватлăх енне сулăннă арçынпа кун-çулне çыхăнтарма?
- Кăкăрта юрату кăвайчĕ чашкăрса çунма пуçласан çулсене пăхатăн-и унта? 17 çул уйрăмлăх нумай-и вара вăл? Арçын тени шăп та лăп 40 çулалла пиçсе çитет те. Пурнăç тутине ас тивсе, арăма ăнланма, юрату хакне туйса ăна ал çинче йăтса çÿреме, çемьене хаклама вĕренет.
- Аленăпа еплерех паллашнине аса илер-и?
- Ун чух эпĕ Çыр Чаллăри чăваш диаспорин ревизи комиссийĕн ертÿçин çумĕччĕ. Çулсерен Нурлатра иртекен «Уява» мана та чĕнчĕç. «Илемлĕ чăваш пикисем» конкурсра жюри членĕ пулма сĕнчĕç. Владивостокран Ĕпхÿ таранах пухăннăччĕ конкурса чиперккесем. 15 пике хушшинче Алена та пурччĕ. Пĕрре курсах юратрăм ăна. Ун кăмăлне кайнине те сисрĕм. Ыттисем сисиччен йăл-йăл кулчĕ, куç хĕссе илĕртрĕ. Алена конкурсра иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Тем ан шутла, эп жюри членĕсене ăна вырăн пама хистенипе мар, хăй илĕртÿлĕхĕпе малтисенчен пĕри пулайрĕ вăл. Хула кăтартас терĕм хĕре. Аленăран именнипе ушкăн ертÿçинчен ирĕк ыйтса хĕр-тусне те пĕрле йыхравларăм. Виçĕ кун чаплă машинăпа хитре вырăнсем тăрăх ярăнтартăм. Хĕре çухатас мар тесе ашшĕ-амăшĕпе паллашас, пикене çураçас тĕллевпе Пушкăртстана пĕрле тухса кайрăм. Анчах та пулас хуньăмпа хуняма эпĕ миçерине пĕлсен манпа калаçасшăн та пулмарĕç. Килĕнчен хăваласа кăларсах ячĕç. Парнеленĕ чечек çыххине алран тыттарса: «Качакана кайса пар», - терĕç.
- Мĕн эс? Çук, паллах. Хăйсем вара 4 пин тăракан коньяка тĕппипех ĕçсе янă (кулать). Пулас тăвансемпе хирĕçес мар тесе Чаллăна каялла тухса кайрăм.
- Эх, еплерех çунтăн пуль. Пĕр чуна кĕрсен юрату кăвар пек шалтан çунтарать вĕт.
- Алена ун чух Ĕпхÿре Загир Исмагилов ячĕллĕ искусство академийĕнче пĕлÿ пухатчĕ. Савни сассине илтес, курса калаçас, çепĕç ытама илес тесе кашни эрнере Ĕпхĕве Чаллăран машинпа вĕçтереттĕм. Уçăлса çÿренĕ хыççăн хĕре общежитире хăварса хам хăна çуртĕнче шуçăм килессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Çапла çулталăк хыçра юлчĕ. Каллех хуньăмпа хуняман Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнчи килĕн алăкне пырса уçрăм. Темле илĕртсен те мана йышăнасшăн мар хайхискерсем. Аленăпа калаçса татăлса хĕре вăрласа каяс терĕм пĕр кунхине. Ман вăрттăн шухăша таçтан сиснĕ ик çивĕч чун. Амăшĕ Аленăн паспортне пытарса хунă. Хайхискер эп машина умĕнче тăратăп. Алена ман еннеле чупать, ашшĕ хыçран хăвалать. Ман пата чупса çитрĕç. Мана çухаран кап! ярса илчĕ те ашшĕ чышкипе тÿнклеттерме пуçларĕ. Тем те пĕр каласа кÿрентерет. Эп хирĕç çапмастăп, чăтатăп. Ман вĕсемпе пурăнмалла-çке!
- Вăт сана тÿлевсĕр камит сюжечĕ. Ятарласа шутласа та кăлармалла мар. Авланас тесех авланма шут тытнă эсĕ.
- Те Тăхтаман, те Сетнер кунта эпĕ. Хам та пĕлместĕп. Алена машинăна вăшт! ларчĕ те малалла çиçĕм пекех илтертĕм. Хайхискерсем çул-йĕр хуралçисене шăнкăравласа пире тытса чарма йăлăннă. Ара, ман машина питĕ чаплăччĕ те ун чух, пушалей хăвала хыçран.
- Кун пек детективлă истори хыççăн туй вăйлă иртрĕ пуль?
- Туй-тăк, туй кĕрлеттертĕмĕр. Çыр Чаллăра пурăнакан пур чăваша та тенĕ пек йыхравларăмăр. Ураран ÿкиччен ташлаттартăмăр, юрлаттартăмăр. Эх, халь те аса илсен чун ыратса каять. Хуньăмпа хуняма çеç килмерĕç. Юрать амăшĕн аппăшĕпе йăмăкĕ хисеп турĕç.
- Мĕншĕн чăваш этемĕ чăваш çумĕнчех пурăнасшăн-ши? Туя та ав, чăвашсемпех тунă эсир.
- Пĕр тымартан эпир, çавăнпа-ши! Эп ура çинче çирĕп тăраттăм ун чух. Реклама фирми тытаттăм. Кĕсьере укçа чăнкăртататчĕ. Çумри чăвашсене пур енлĕн пулăшаттăм. Тутарсемпе пĕр сĕтел хушшинче апатланаттăм, пĕр çăвартан пурăнаттăм. Ĕçчен пулнишĕн хисеплетчĕç тус-юлташ-ĕçтешсем. Пĕр тутар-тус час-часах ăмсанса: «Сан пек вăйлă чăваш пулас килет ман та! Туслă çыхăну тума пĕлетĕн!» - тетчĕ. Ман вара пуçра пĕр шухăш: Аленăна аслă пĕлÿ памаллах! Эпĕ – Çыр Чаллăра, Алена – Ĕпхÿре. Чун йăшкать. Фирмăна сутрăм та Ĕпхĕве куçса кайрăм. Хваттер тара тытрăмăр. Часах аслă ывăл Савелий çуралчĕ. Эпĕ - ачапа, Алена студент сакки çинче. Маншăн мăшăр дипломĕ хамăн çитĕнÿ пекех туйăнчĕ. Унтан Аленăна тата та лайăхрах юрлама вĕрентес тĕллевпе иксĕмĕр те Ĕпхÿ хулинче пурăнакан паллă халăх юрăçи Гузель Измайлова патне çул тытрăмăр. Вăл Аленăпа килте ĕçлеме килĕшрĕ. Усал шыçăпа чирлекенскер вилес умĕн: «Саша, мăшăрна юрлама ан чар, çулне уçса пыр, пуласлăхĕ пур ун, сасси черчен», - тесе тархасласа ыйтрĕ. Аленăна юрă искусстви çулĕпе çирĕп утма пиллерĕ. Юрăçсене çунатлантарма пĕлетчĕ çав Гузель.
- Пан улми пек тутлă мăнукне курас темерĕç-им кукашшĕпе-кукамăш? Тем тесен те ача çывăх çынсемпе пĕрлештеретех.
- Хуняма чĕри те анне чĕриех çав. Çемçелчĕ. Темле тарăхсан та каçарчĕ хĕрне, мана та йышăнчĕ. Савелий çур çулта чух тăван килне чĕнсе илчĕ. Алена диплом илсен эпир унта куçса кайрăмăр. Пире кĕтсе кил-çуртне юсаса тирпей кÿнĕ хуньăмпа хуняма. Савăннă хуняма умра чĕркуçленсех каçару ыйтрĕ. Парăма парса татрăм. Хĕршĕн хулăн укçи тÿлерĕм. Пĕр ещĕк шурă эрехпе 101 тенкĕ алăран тыттартăм.
- Ак тата. Чăвашăн ку йăли манăçран тухман-и?
- Йĕрке ман çинче татăлмалла мар. Халь Алена пур енчен те ман саккунлă арăм. Ăна ашшĕпе амăшĕ мана укçаллах сутрĕç (кулать).