Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
11 Декабрӗн 2019, 14:15

Ăслăрах пулас тесен

Унчченрех вырăсла калаçма пĕлекен чăвашсем вырăсла калаçма пĕлмен чăвашсен умĕнче хăйсене лешсенчен ăслăрах, вырăсла каласан, „крутойрах“ çын вырăнне хунине астăватпăр-ха.

Чăвашла каласан „чăнкăрах“ ĕнтĕ. Анчах юлашки саманара ун пек пулма пăрахрĕ: çын вырăсла калаçма пĕлни вăл ыттисенчен ăслăрах е „крутойрах“, „чăнкăрах“ пулнине кăтартмасть. Мĕншĕн тесен паянхи кун кашни чăваш çынниех, пĕчĕк ачаран пуçласа чи ватă ÿсĕмри мучиччен е карчăкченех, нумай чухне вырăссенчен те ирттерсе, вырăсла шатăртаттарса лайăх калаçать. Çавна пула хальхи вăхăтра, ху вырăсла калаçма пĕлнипе никама та тĕлĕнтереймĕн те, мухтанаймăн та, „чăнкă“ та пулаймăн. Урăхла каласан паянхи чăваш вырăсла калаçма пĕлни - нимле „крутой“ япала та мар, урăхла пулма та пултараймасть. Сăлтавне каларăм.
Çакна пăхмасăрах, паян нумай чăваш ашшĕ-амăшĕ, ачисем ыттисенчен „чăнкăрах‘ пулччăр тесе пулас, пурпĕрех, вĕсене тăван чăваш чĕлхине вĕрентмесĕрех, инерципе вырăсла çеç вĕрентме тăрăшать-ха. Урăхла каласан, вырăсла çеç калаçакан ача чăвашла калаçакан ачаран „ăслăрах“ пек туйăнать пуль çав вĕсене. Кунсăр пуçне, нумайăшĕ ачисене вырăс чĕлхинчен те „чăнкăрах“ акăлчан чĕлхине те вĕрентме талпăнаççĕ. Шкул та çаплах тăвать: „çÿлтисем“ хушнипе, ЕГЭ-пе экзамен тыттарсах, ачасене пурне те ятарласа акăлчан чĕлхине вĕрентме тытăнчĕç, ав.
Хальхи саманара тата çакна та асăрхама пулать: нумай вырăс çынни хăйсен тăван чĕлхине тиркесе, ачисене акăлчан чĕлхине вĕрентме тăрăшаççĕ. Çавна пула акăлчан чĕлхине тарăннăн вĕрентекен „престижлăрах“ шкулсене вĕрентме параççĕ. Малашне те çакăн пек пулсан, пĕр 10-15 çултан Раççейри шкул пĕтерекен ачасем пурте тенĕ пекех акăлчанла калаçма пĕлесси куçкĕретех. Халĕ те акăлчанла калаçма пĕлекен çамрăксем питĕ нумай. Çавăнпа ку чухне çын акăлчанла калаçма пĕлни те „тĕлĕнтермĕш“, „чăнкă“, „крутой“ япала пулма пăрахрĕ.
Анчах, çакна пăхмасăрах, пурин те ыттисенчен „чăнкăрах“ е „ăслăрах“ пулас е курăнас килет-çке-ха! Мĕнле майпа пулмалла-ха çапла? Ăçта-ха çакăн тупсăмĕ? Вырăсла е акăлчанла калаçнипе халĕ никама та тĕлĕнтерейместĕн пулсан, епле чĕлхепе калаçмалла-ха обществăлла вырăсеннче е урамра? Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, хамăрăн чăваш чĕлхи мар-и-ха çакă? Каламасăрах паллă, çавă килсе тухать. Мĕншĕн тесен, пирĕн чăваш чĕлхине тутар-пушкăртсем кăшт тĕшмĕртеççĕ пулсан та, вырăссем пĕлмеççĕ. Çакна пула вырăссен умĕнче вĕсем пĕлмен чĕлхепе калаçса çÿрекен çын питĕ „крутой“ е „чăнкă“ пек курăнасси куçкĕретех. Этем ыттисем пĕлмен ытарлă чăваш чĕлхипе калаçни вăл вĕсенчен ăслăраххине кăтартасси те паллă.
Апла пулсан, ку чухне нумай хула шкулĕсемпе ача сачĕсенче тата чылай ял шкулĕсенче тăван чĕлхене вĕрентесси пирки тăрăшмаççĕ пулсан та, эпир пурпĕрех ачасемпе килте е урăх çĕрсенче чăвашла калаçмалла. Çакă вĕсене чăвашла калаçма вĕренме пулăшĕ. Ĕлĕк эпир шкула кайичченех чăвашла калаçма пĕлнĕ-çке, мĕншĕн тесен пирĕнпе пирĕн ăслă атте-аннесем, асатте-асаннесем чăвашла çеç калаçнă. Паянхи кун ашшĕ-амăшĕсем пек вырăсла мар. Çакна пăхмасăрах, эпир - чăвашсем пурте пурпĕрех чăваш чĕлхипе пĕрле вырăсла та лайăх калаçатпăр. Урăхла каласан, пире атте-аннесем чăвашла калаçма вĕрентни ним енчен те вырăс чĕлхине пĕлме чăрмантарман. Ун пек пулма та пултараймасть.
Чăвашла пĕлни, чăвашла ăçта та калаçни ачасене усă çеç парĕ, вĕсене çынсем умĕнче „чăнкăрах“, „крутойрах“, ăслăрах пулма пулăшĕ. Чикĕ леш енчи çĕршывсенче пулса курнă çынсем те, унта Раççейрен килнĕ çынсем хăйсен тăван чĕлхипе калаçнине питĕ хисеплеççĕ, теççĕ. „Урал сасси“ вулаканĕсене çакăн пирки ытти çынсене те ăнлантарса пама ыйтатăп.
Аркадий Русаков, çыравçă,
Федоровка тăрăхĕ.
Читайте нас: