Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
18 Декабрӗн 2019, 14:24

Ача çуралнинчен пысăкрах телей çук

Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Пухăвне янă Çырăвĕнче мĕн çинчен каланă?Декабрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров Ĕпхÿри «Торатау» Конгресс-холра ПР Патшалăх Пухăвне-Курултайне Уçă çырупа тухнă. Вулакансене кĕскен унти тĕп шухăшсемпе паллаштаратпăр.

Чи çивĕч тăракан ыйту – пĕрлĕх çукки
- Пирĕн чи пысăк инкек – çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа, медицинăпа çыхăннă ыйтусем мар, пĕрлĕх çукки! Пире малтан та, халĕ те хамăр вăя, республика малашлăхне шанманни пĕтерет. Ытти хуласем, çĕршывсем пирки пурте хавхаланса калаçатпăр пулсан, хамăр çинчен пачах урăхла.
Бюджетра вăй хуракансен ĕç укçине ÿстерĕç
- Бюджет сферинче вăй хуракансен ĕç укçине ÿстерме палăртатпăр. 2019 çулхипе танлаштарсан, ун валли 1,6 млрд ытла тенкĕ нухрат уйăрĕç. Виçĕ çул хушшинче бюджет сферинче вăй хуракансен ĕç укçи 10 млрд тенкĕ яхăна ÿсĕ. Тÿлевсен уйрăмлăхне кашниех туйса илĕ.
Район пуçлăхĕсене улăштарĕç
Эпир вырăнти администраци пуçлăхĕсен корпусне çĕнетрĕмĕр. Иртнĕ çулах каларăм ĕнтĕ: администраци пуçлăхĕн пуканне икĕ срока хăварассине пăрахăçлас пулать. Çирĕм районпа пилĕк хулара кадр улшăнăвĕсем пулса иртрĕç. Вырăнти лару-тăрăва хак пама пултаракан çĕнĕ ăрури ертÿçĕсем килеççĕ.
Пулни-иртни влаçа халăх енне пăхтарчĕ
- Хам ушкăнри кашни çыннах халăхăн хуйхи-суйхине ăнланма, вĕсене татса парас тесе кирлĕ çул-йĕр тупма, çынсене илтме ыйтатăп. Çак ĕçри тĕп инструмент - эпир çулталăк каялла йышăннă «Инцидент менеджмент» система. Ĕç результатне хамăр куçпа хамăр куратпăр – власть халăх енне çаврăнчĕ.
Бюджетран укçа-тенкĕ вăрлани çинчен
- Аллисене патшалăх кĕсйине чикекенсен ячĕсене уççăн пĕлтеретпĕр. Мĕншĕн тесен çул-йĕр хывмалли, подъездсене юсамалли, картишсене тирпей-илем кĕртмелли укçасене çеç вăрламаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем намăса пачах та çухатнă: вĕсем шкул столовăйĕсенче ачасен апачĕсене те йăкăртаççĕ.
Раççейри транспорт чи лайăххи пулĕ
- Автобус водителĕсене «хÿтĕлекен» вăрă-хурахсем пĕр-пĕрне персе пăрахас вăхăтсем иртнĕ ĕнтĕ. Ĕпхÿри тата республикăри транспорт чи лайăххи пулĕ. Эпир асăннă тытăма аталантарса унпа малашне те мăнаçланăпăр.
Шкул ачисен апатланăвĕ çинчен
- Кам-тăр улшăнусем сисĕнмеççĕ, тет. Анчах ачасене улталаймăн. Шкулта апатланакансен шучĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Хăш-пĕр районсенче – çурри таранах. Çывăх вăхăтра пирĕн ачасене пысăк пахалăхлă вĕри апатпа тивĕçтерессе шанса тăратăп.
Республика кашни ачана хавас
- Эпир сахалрах юратма, сахалрах ача çуратма пуçларăмăр. Чи пысăк, кирлĕ телей çинчен манса кайса (атте-анне пуласси) ытларах пурлăх-ырлăхпа, карьерăпа, укçа-тенкĕ ĕçлесе илессипе интересленме пуçларăмăр. Çĕнĕ автомобиль, хваттере юсасси, канупа çыхăннă çулçÿрев тата ытти те ача-пăча куллинчен те хаклăрах-шим?
Йăлана кĕнĕ çемьери хаклăхсем çухалса пыраççĕ. Анчах эпир «чайлдфри» текен агрессилле субкультура çамрăксене тĕрĕс çул çинчен пăрасса кĕтсе ларма пултараймастпăр. Пирĕн çул – çирĕп, нумай ачаллă çемьесем, ачасене мĕн авалтан пыракан ырă йăла-йĕркесем çине таянса воспитани парасси.
Çамрăк мăшăрсем çакна пĕлсе тăччăр - пирĕн республика кашни ачанах хавас. Патшалăх, общество кашнинех пулăшма хатĕр. Ача çуралнинчен пысăкрах телей çук.
Субботниксем йĕркелессине йăлана кĕртмелле
- Кăçал эпир 400 картиш, 3000 подъезд юсарăмăр. 700 çухрăм ытла тăршшĕ урама электричество çутипе тивĕçтертĕмĕр. Пилĕк çул хушшинче нумай хваттерлĕ виçĕ пин çурт, 15 пин подъезд юсĕç. Кашни çулах 400 ытла подъезда тирпей-илем кĕртĕç. Ĕлĕк çынсем субботник-воскресника тухса пĕрле ял урамĕсене тирпей-илем кĕртнĕ, хÿмесене юсанă, масара çÿп-çапран тасатнă. Çак ырă йăла-йĕркесене çĕнĕрен пуçарса ямалла. Пĕрлехи ĕçшĕн пĕр тĕвве пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе калаçса татăлма, пĕр-пĕрин интересĕсене шута илме вĕренес пулать.
Эпир 2600 çын пурнăçне çăлса хăвартăмăр
- Чи кирли – çулталăк пуçланнăранпа юн тымарĕсен чирĕсене тата усал шыçăсене пула (нумай çул хушшинче пĕрремĕш хут) вилекенсен шучĕ сахалланни. Çул-йĕр çинчи, шыв çинчи инкексене пула, хăйсем çине хăйсем алă хунипе, суррогатпа наркăмăшланса вилекенсен шутне чакарма пултартăмăр. Пĕр сăмахпа каласан, 2600 çын пурнăçне çăлса хăвартăмăр. Кашни çын пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн çакăн пек кĕрешсен эпир тата темиçе пин çын пурнăçне сыхласа хăварма пултаратпăр.
Майăн 9-мĕшĕ çинчен
- Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине уявлама хатĕрленекен ĕçсене çÿллĕ шайра туса ирттермелле. Ветерансене пурне те çурт-йĕрпе тивĕçтермелле, фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсене кирлĕ пулăшу памалла. Çар мемориалĕсемпе стелăсене йĕркене кĕртмелле.
Çĕнĕ çулсемпе кĕперсем
Лайăх çул-йĕр инкекрен сыхлать. Ун валли эпир укçа-тенкĕ шеллесе тăмăпăр. Çулталăк хушшинче эпир 1,5 пин çухрăм çул-йĕр юсарăмăр, 900 çухрăм çула чул сартăмăр, 50 çухрăм автомобиль çулĕ тата 5 кĕпер турăмăр.
Октябрь уйăхĕнче Караидель ялĕ çывăхĕнчи илемлĕ кĕпере хута ятăмăр. Çынсем ăна вуншар çул кĕтнĕ. Ĕлĕк республикăн çурçĕр-хĕвеланăç енчен çурçĕр-хĕвелтухăçне çитес тесен Ĕпхÿ урлă М-5 трасса тăрăх 300 ытла çухрăм çаврăнса каймаллаччĕ. 2024 çул тĕлне мĕнпур начар кĕперсене те йĕркене кĕртĕпĕр. Ун валли укçа-тенкĕ уйăрнă.
Çырăва вуланă вăхăтра
залра ларакансем макăрнă
Çемьери йăлана кĕнĕ хаклăхсем çинчен каланă май Радий Хабиров пушкăрт режиссерĕн Айнур Аскаровăн Азире анлă сарăлнă «Атте мана улталать» корея видеороликне кăтартнă. Виçĕ минут пыракан видеоролик залра ларакан депутатсен, общественниксемпе ĕçре малта пыракансен чунĕсене пырса тивнĕ, вĕсен куçĕсем те шывланнă. Экспертсен шучĕпе çак видеоролик çĕр пин ачана çăлса хăварнă.
Сергей Ширинкин, ПР Обществăлла палата членĕ, Раççейри «Знание» обществăн Пушкăртстанри уйрăмĕн председателĕ:
- Мĕншĕн пирĕн çĕршыври пур чиновник та Радий Хабиров пек ахаль тата ăнланмалла чĕлхепе калаçмасть-ши? Кама кирлĕ наука чĕлхипе çеç усă куракан пуплевсемпе пушă та типĕ цифрăсем? Ахаль сăмах панисем. Радий Хабиров ăнланмалла тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçлама ыйтать. Республика мăнаçлăхĕ шутланакан ахаль çынсене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартать.
Эрнст Мулдашев, тĕнчипе паллă врач-офтальмолог:
- Радий Фаритович уншăн вак-тĕвек япала çуккине кăтартса пачĕ. Тĕслĕхрен, ял-хуласенчи кулленхи пурнăç. Халĕ çынсем пурнăç çине урăхларах пăхма пуçланине асăрхама пулать. Хăв хыççăн çÿп-çап пуçтарасси ахаль япала çеç пек, унччен ăна эпир асăрхаман та. Ĕлĕкрех çырма хĕррисенче мĕн чухлĕ çÿп-çап йăваланса выртатчĕ, халĕ пурте хăйсем хыççăн пуçтарма тăрăшаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: