Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
18 Декабрӗн 2019, 13:51

Ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ

Кăçал‚ 2019 çул‚ Пушкăртстан Республики йĕркеленсе кайнăранпа 100 çул пулчĕ. Хăçан-тăр‚ çĕршер çул каялла‚ пирĕн мăн асаттесем лайăх çĕрсем шыраса пушкăрт тăрăхне çул тытнă. Эпир‚ чăвашсем‚ туслă‚ тулăх та пуян çĕр çинче пурăнма тытăннăранпа чылай шыв юхса иртнĕ. Анчах эпир хамăрăн тымара‚ тăван çĕршыва манмастпăр. Инçе те чуна çывăх‚ тăван çĕре хавхалануллă кăмăлпа пырса кĕретпĕр. Мăн асаттесен çĕрĕнче чĕре те хумханса тапма тытăнать.

Декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Пушкăртстанра Чăваш Республикин Культура кунĕсем иртрĕç. Ăна Пушкăрт оперăпа балет театрĕнче йĕркелерĕç.
Декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Культура кунĕсене уçнă чаплă уява халалласа ПР культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ранис Алтынбаев тата ЧР культура‚ наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев пресс-конференци ирттерчĕç. Вĕсем ПР чăваш культура пĕрлĕхĕсен представителĕсемпе тĕл пулчĕç. Ранис Алтынбаев пухăннисене хапăл турĕ‚ хăнасене паллă датăпа саламларĕ. Вăл икĕ республика малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, тухăçлă ĕçлессе палăртрĕ. Унтан пухăннисен умĕнче Константин Яковлев сăмах каларĕ. Вăл Пушкăртстанра пурăнакансене хăйсене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ. Çитес çул Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленсе кайнăранпа 100 çул çитнине уявлама йыхравларĕ. Унсăр пуçне Константин Геннадьевич Чăваш Республики юбилее епле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. ПР чăваш культура организацисен представителĕсем вара хăйсене интереслентерекен ыйтусене çĕклерĕç‚ малашнехи ĕçсен планĕсемпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех пресс-конференцине пухăннисем чăваш чĕлхине вĕрентессипе, илемлĕ литературăпа тата культура мероприятийĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Пресс-конференци хыççăн Ĕпхÿри Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрĕн пысăк залĕнче Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленсе кайнăранпа 100 çул çитнине халалласа Пушкăртстанра Чăваш Республикин культура кунĕсене уçрĕç. Константин Геннадьевич Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ятĕнчен Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн пайташне, педагогика ĕçĕн ветеранне Владимир Гордеева чăваш наци культурине аталантарас ĕçре тÿпе хывнăшăн тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Çавăн пекех ЧР культура‚ наци тата архив ĕçĕсен министрĕн аллинчен ПР чăваш культура пĕрлĕхĕсен хастарĕсем чăваш наци культурине аталантарас тата сыхласа хăварас ĕçре вăрах вăхăт ырми-канми ĕçленĕшĕн Тав çырăвĕсем илме тивĕçрĕç. Вĕсен шутĕнче - Людмила Маркинапа Ольга Маркелова (Çтерлĕ хули), Юлия Федорова (Толбазă ялĕ)‚ Владимир Яковлевпа Луиза Федорова (Пелепей хули).
Савăнăçлă церемони хыççăн залра пухăннисене Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн артисчĕсем‚ Чăваш патшалăх филармонин тата Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн ушкăнĕсемпе солисчĕсем нумай савăнăç кÿчĕç. Залра ларакансем кашни номере тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. «Браво!»‚ «Маттурсем!» тесе кăшкăрни çине-çинех илтĕнчĕ. Кăмăл хавхалануллă пулнипе‚ зал артистсемпе пĕрле юратнă юрăсене шăрантарчĕ. Чăн та‚ çак каçхине чун хăйĕн виçине пĕлмесĕр юрларĕ те, ташларĕ те.
ЧР Культура кунĕсен иккĕмĕш кунĕнче‚ декабрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче‚ Ĕпхÿре К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕ чăваш литература классикĕн Федор Павловăн пьеси тăрăх «Ялта» спектакль кăтартрĕ. Вăл – чăваш халăхĕн пурнăçне тĕрлĕ енлĕ уçса паракан наци пьеси. Унта вăйăсемпе вăйă картисене‚ капăрлăхсемпе илемлетнĕ туйне‚ тĕрлĕ ташăсене тата ытти сценăсене курма пулчĕ. Унсăр пуçне куракансем пьесăри ĕç-пуçсенче кăтартса паракан рекрутсен юррисемпе тата кĕввисемпе паллашрĕç.
Илемлĕ те пуян концерт программи‚ наци спектаклĕ Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсене пысăк савăнăç парнелерĕ. Икĕ кун хушши Ĕпхÿри тĕп театрсенчен пĕри туслăх шавĕпе кĕрлерĕ. ЧР культура кунĕсене курма республикăн тĕп хулине унăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен чылай çын килсе çитнĕ. Мероприятисем паянхилле каласан «аншлагпа» иртрĕç. Çакă эпир, чăвашсем, тивлетлĕ пушкăрт çĕрĕ çинче пурăнатпăр пулсан та‚ хамăрăн йăхташсене кĕтетпĕр‚ вĕсемшĕн тунсăхлатпăр‚ мăн асаттесен çĕршывĕнчен килнĕ хăнасене хапăл туса кĕтсе илетпĕр тенине пĕлтерет. Юлашки çулсенче Ю.П.Михайловпа Ф.В.Кузьмин ертсе пынипе Шупашкар хулине экскурсисем йĕркелеççĕ. Нумайăшĕ унта пулса курчĕç ĕнтĕ‚ чылайăшĕ пулма ĕмĕтленеççĕ. Ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ‚ юлташсем!
Людмила МАРКИНА.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: