Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
25 Декабрӗн 2019, 13:12

Çамрăк парламентарисен турнирĕ

Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕнче тĕрĕк чĕлхисемпе сÿтсе явни (дебаты) иртрĕ. Ăна «Пушкăртстанри çамрăксен команди» проектпа килĕшÿллĕн ПР Çемье‚ ĕç тата халăха социаллă хÿтĕлев паракан министерство‚ Çтерлĕ хула округĕн администрацийĕ тата ППУ Çтерлĕ филиалĕ йĕркелеме пулăшрĕç.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ. Финалта пушкăрт‚ тутар тата чăваш чĕлхисемпе оратор пултарулăхне кăтартма Пушкăртстанăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ушкăнсем килсе çитрĕç. 24 ушкăн Британи формачĕпе тупăшрĕç: конкурсантсем ăмăрту пуçланиччен 15 минут маларах темăна пĕлчĕç. «Тĕрĕк чĕлхипе дебатсем» конкурсра вăй виçме республикăри вăтам шкулсенче («Сас» (Авăркас районĕ‚ Пишкайăн шкулĕ‚ ертÿçи - Е.В. Савельева); «Тинĕскÿл» (Кармаскалă районĕ‚ Тинĕскÿл ялĕ‚ Л.Н.Павлова); «Хĕлхем» (Авăркас районĕ‚ Шланлă шкулĕ‚ Е.А.Федорова); «Çĕньял» (Авăркас районĕ‚ Çĕньял шкулĕ‚ Н.М.Глухов) тата аслă вĕрентÿ учрежденийĕсенче («Телейлисем»‚ «Пăлхарпи»‚ «Тантăшсем»‚ «Ăрăскал») ăс пухакан 24 вĕренекен кăмăл турĕ.
Командăсене регистраци ирттернĕ чухнех икĕ ушкăна - «Власть» тата «Оппозици» - уйăрчĕç. Пĕрремĕшĕсем хăйсен йышăнăвне хÿтĕлемелле‚ иккĕмĕшĕсем, влаçсем, пурнăçра кирлĕ маррине çирĕплетсе памалла. Конкурсантсем тĕрлĕ çулхисем пулнине (14-25 çулхисем) тата пĕлÿ шайне пăхса (шкул ачисемпе студентсем) жюри членĕсем тупăшакансен пĕлĕвне кăна мар‚ оратор пултарулăхне‚ чĕлхене епле пĕлнине‚ вĕсен кăмăл-сипетне тата ÿкĕте кĕртме пултарнине хак пачĕç.
Сÿтсе явмашкăн актуаллă темăсем суйласа илнĕ. Калаçăва хутшăнма‚ пĕр-пĕр шухăша çирĕплетме пысăк пĕлÿллĕ тата ăнкаруллă пулмалла. Конкурсантсем шкулсенче хĕр ачасемпе арçын ачасене уйрăм вĕрентесси‚ çыннăн пайăр даннăйĕсене рынокра легализацилесси (çыннăн пайăр даннăйĕсене сутма ирĕк парасси‚ пухасси тата сыхласси)‚ суран кÿрекен спорт тĕсĕсене чарасси‚ айăпа кĕнĕшĕн вĕлерессине (смертная казань) каялла тавăрасси‚ шкул выпускникĕсене ытти регионсенчи аслă шкулсенче пĕлÿ илме чарасси‚ аслă классенче вĕренекенсене рабочи профессипе тивĕçтересси‚ çитĕнсе çитнисен çулне 22 çула çитиччен ÿстересси‚ кил-çуртри каяшсене уйăрса пухасси‚ аслă шкулсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн ĕçпе тивĕçтересси тата çамрăксен хăйтытăмлăх полномичине анлăлатасси пирки тупăшрĕç.
Конкурс çĕнтерÿçĕсене чысланипе вĕçленчĕ. «Парламентари» ушкăнĕн çамрăк членĕсем асăнмалăх дипломсем илме тивĕçрĕç. Тÿресем балсене шута илсе виçĕ юхăмăн (мĕнле чĕлхепе калаçнине пăхса) çĕнтерÿçисене те палăртрĕç.
Пушкăрт чĕлхи:
I вырăн – «Енмештер»‚ ППУ ÇФ; II вырăн - Р.Султангареев ячĕллĕ гимнази‚ Куюргазă районĕнчи Çĕнĕ Таймас ялĕ; III вырăн – Çтерлĕри 2№ лицей интернат.
Тутар чĕлхи:
I вырăн – «Мирас»‚ ППУ ÇФ; II вырăн – «Омет»‚ Ф.Карим ячĕллĕ вăтам пĕлÿ паракан шкул‚ Пишпÿлек районĕнчи Аит ялĕ; III вырăн – «Туганлык»‚ Толбазăри 1№ вăтам пĕлÿ паракан шкул.
Чăваш чĕлхи:
I вырăн – «Телейлисем» (Лилия Кудрякова‚ Анна Васильева‚ Анна Салихова)‚ 1 курс‚ ППУ ÇФ‚ (кураторĕ – Л.В.Коротаева доцент); II вырăн – «Çĕньял» (Диана Ефимова‚ Егор Никитин‚ Никита Яковлев)‚ Авăркас районĕнчи Çĕньял ялĕ (Н.М. Глухов шкул директорĕ); III вырăн – «Ăраскал» (Анна Корнилова‚ Анастасия Гаврилова‚ Кирилл Ильин)‚ 4 курс‚ ППУ ÇФ ( Л.А. Афанасьева доцент).
Парнеллĕ вырăнсем йышăннă пултаруллă çамрăксене асăнмалăх парнесемпе тата дипломсемпе чысларĕç. Çитĕнÿсене шута илсе аслă шкула вĕренме кĕрес кăмăллисене ППУăн Çтерлĕри филиалĕ «Тăван чĕлхе (пушкăрт‚ тутар‚ чăваш) тата литература‚ акăлчан чĕлхи» направленипе вĕренме кĕнĕ чух 10 бала çитиччен хушса парĕ.
Экспертсен шутĕнче ПР Адвокат коллегийĕн адвокачĕ Геннадий Дмитриев‚ Çтерлĕ хулинчи ЧНКА председателĕн çумĕ Оксана Федорова‚ Çтерлĕ хулинчи чăваш культура обществин председателĕ Ольга Иванова пулчĕç. Сăмах май‚ Оксана Петровна спонсор пулăшăвĕ те пачĕ. Вăл кашни ушкăна парнесемпе хавхалантарчĕ.
Модератор ĕçне Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн 2 курс студенчĕ Анастасия Петрова пурнăçларĕ.
Тупăшăва хутшăнакансем мероприяти ăнăçлă иртнине палăртрĕç.
Çтерлĕ хулинчи ЧНКА председателĕн çумĕ О.П.Федорова эксперт:
- Дебатсем питĕ интереслĕ иртрĕç. Конкурс пирĕн кăмăла кайрĕ. Ăна йĕркелекенсене чунтан тав сăмахĕ калатпăр. Пирĕн ачасене малтанласа йывăртарах пулчĕ‚ анчах та ытлашши кулянма кирлĕ мар. Ку вăл вăйă çеç. Каярах вара пурте вăтанма пăрахрĕç‚ хăйсене ирĕклĕ те çирĕп тытма пуçларĕç. Çакăн йышши мероприятисем питĕ усăллă. Вĕсене хамăр шкулта та ирттерме пулать. Сире‚ вĕрентекенсене‚ тав сăмахĕ калатпăр. Çирĕп сывлăх‚ ăнăçу сунатпăр. Эпир малашне те мероприятисене хутшăнма тăрăшăпăр.
Лариса КОРОТАЕВА.
Çтерлĕ хули.
Читайте нас: