Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
25 Декабрӗн 2019, 13:17

«Кăвайта вăхăтра вут пăрахмалла, вĕрсе тăмалла...»

Çак кунсенче Ĕпхÿри П.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Уралçум филиалĕн пухăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 20 ытла ăсчах хутшăнчĕç.

Кун йĕркинче икĕ ыйту пулчĕ. 2018-2019 çулсенче тĕпчев анинче тунă ĕçсене хак парса филиалăн председателĕ Иван Тарасов сăмах илчĕ. Çур сехет хушшинче вăл пĕрлĕхĕн ĕç-хĕлне пур енчен те тарăн та анлă хак пама тăрăшрĕ, çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ, академиксем хăйсен пуçарулăхĕпе тата укçа-тенкипе тăван халăхшăн калама çук пысăк ĕç тунине палăртрĕ, хастаррисене медальсем парса чысларĕ. Ун хыççăн кашни тĕпчевçĕ черетпе хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Кунтах юлашки вăхăра пичетре кун çути курнă кĕнекесемпе те паллашма май пулчĕ. Пухăва ертсе пыракан тухса калаçакансене 5 минут вăхăт пачĕ пулсан та сăмах илекенсем регламента пăхăнни сисĕнмерĕ. Пĕр шутласан çакна ăнланма та пулать – истори çыххине ик-виç сăмахпа çеç сÿтсе пĕтерейместĕн. Калаçма пуçласан чарăнма та йывăр.
Иккĕмĕш ыйту Алексей Кондратьев академик тавра пулчĕ. Çитес çул май уйăхĕн 18-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 90 çул пулать. Çавăнпа та ăна асра тытса Ĕпхÿре «Кондратьев вулавĕсем» конференци иртмелле, çак кун тĕлне ăна аса илекенсен кĕнекине пичетлесе кăлармалла. Пĕлÿ çăлкуçĕн редколлегине те палăртнă, паянхи кун материалсем пухас ĕç вĕçленсе пырать. Шăпах çакăн çинчен пухăннисене академин Уралçум филиалĕн пуçлăхĕн çумĕ Игорь Петров этнограф каласа пачĕ. Çавăн пекех Игорь Георгиевич иртсе пыракан çулта хăй хатĕрлесе калăпланă ăслăлăх ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Ăна электронлă презентаци тесен те йăнăш пулмĕ.
Сăмах тухса калакансен шутĕнче сакăр теçетке çул урлă каçнă Николай Васильевпа Александр Михайлов, Анатолий Привалов шур сухалсем, Аркадий Русаковпа Иван Ефимов, Вячеслав Ерохинпа Леонид Наумов, Вера Никоноровапа Валентина Васильева пулчĕç. Кашниех чăваш наци академикĕн ятне çÿллĕ шайра тытнине çирĕплетрĕç, çулĕсене пăхмасăр тĕпчев лавне туртма малалла та вăй-хăват, мехел çитерме шантарчĕç.
ПР чăвашĕсен Канашĕн ертÿçи Людмила Мурманская пĕр çĕнĕлĕхпе паллаштарчĕ. Республикăри чăвашсен Канашĕ Пелепей районĕнчи Çлакпуç ялĕнчи шкула Константин Иванов тата Пелепей хулинчи чăваш гимназине Ухсай Яккăвĕ ячĕсене парасси пирки сĕнÿ тăратнă имĕш. Çак сĕнĕве академиксен пĕрлĕхĕ те ырласа йышăнасса тата ыйтăва татса панă чухне пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ.
Пуху вĕçленнĕ май Аркадий Русаков тĕпчевçĕ-çыравçă ытарлă пĕлтерĕшлĕ каларăша вĕçертсе хучĕ. «Кăвайт ан сÿнтĕр тесен вăхăтра вутă пăрахмалла, вĕрсе тăмалла. Çавăн чухне вăл чăн та сÿнмест. Пирĕн ĕç те çавнах аса илтерет. Апла пулсан кирек мĕне те вăхăтра тата йышпа тăвар» - терĕ Федоровка районĕнче пурăнакан тус. Унпа килĕшмесĕр май çук. Чăваш наци академикĕсем те çак шухăша тĕпе хурса малалла аталанасшăн, тăван халăхăн çутă пуласлăхĕшĕн тăрăшма хатĕр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: