Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
10 Кӑрлач 2020, 12:49

Алă ăсти

Кăмăла каякан ĕç çын пурнăçне тулли тăвать‚ савăнăç кÿрет‚ ыттисен кăмăлне те çĕклет.

Олеся ачалăхри асаилÿсемпе хавхаланса‚ сурăхсене çаратнине‚ çăм арланине тата кăçатă пуснине курса ÿснĕскер‚ выльăхсен çăмĕнчен тумтир йăвалать. Çак пултарулăха вăл темиçе çул аталантарнă: кĕççен нумай енлĕхне тĕпчесе çăмран хулăн та тĕртсе туман материалсем тума вĕреннĕ. Ют çĕршывран интернет урлă çăм туянса, тĕрлĕ технологисемпе усă курса тĕлĕнмелле фактурăллă тата тĕрлĕ тĕслĕ япаласем тăвать. Пурнăçа сăнарлăн курни‚ фотографипе кăсăкланни‚ тĕрлĕ тĕспе экспериментсем туни чăн та илемлĕ произведени тума май парать. Малтанхи утăмра ахаль чечексемпе шăрçасем‚ косынка пулнă пулсан‚ халĕ вара кĕпесемпе жакетсем‚ юбкăсемпе пальто‚ шлепкесемпе палантинсем‚ перчеткесемпе алсишсем‚ тапочкăсемпе çăматăсем тăвать. Ытти пултарулăхри пекех‚ çак ĕçре çĕнĕ шухăшсем çĕнĕ çынсемпе тупăнаççĕ. Кĕççе ăсталăхне пĕртăван хĕрне Розăна‚ М.Акмулла ячĕллĕ ПППУ выпускницине‚ вĕрентнĕ чух хăйне евĕрлĕ тумсен йышĕ чылай ÿснĕ. Заказчиксем «Хăш станок çинче кĕççе йăвалатăн?» тесе ыйтсан‚ ал ăсти «Кĕççе ĕçĕ вăл – алă ĕçĕ» тесе хурав парать. Ĕç хăвăртлăхне ÿстерес тĕлĕшпе çывăх вăхăтра Олеся ролл-машина туянма палăртать. Ассортимент ÿсни тата ăсталăх аталанни пирки çăмран тунă япаласен географийĕ анлăланни те çирĕплетет. Ăшă нускисем‚ экологи тĕлĕшĕнчен таса та хăйне евĕрлĕ япаласем Ижевскпа Стрежевой‚ Краснодарпа Нефтеюганск‚ Сургутпа Пыть-ях‚ Нижневартовскпа Иркутск‚ Волгоградпа Екатеринбург хулисенче тата пирĕн регионта пурăнакан клиентсене савăнтараççĕ. Нумай пулмасть Олеся Андреева Ĕпхÿ хулинче иртнĕ халăх тумĕн республика фестивальне хутшăнчĕ. Çак пулăм кĕççерен тунă япаласем паха‚ малашне республика шайĕнче çеç мар‚ пирĕн çĕршыври тата чикĕ леш енчи выставкăсене тăратма пултарнă шухăша çирĕплетрĕ. Пирĕн регионта кĕççе йăваламалли ÿнере аталантарас тесе Олеся тата Роза ăстаçăсем кăмăл тăвакансем валли мастер-классем йĕркелеççĕ. Вĕсенче кашни çын çинçе çăм пĕрчисенчен тăвăнакан япаласен процесĕпе паллашма пултарать.
Юлашки вăхăтра кĕççерен тунă ĕçсене выставкăра кăна мар‚ çын çинче те курма пулать. Пишпÿлек тăрăхĕнчи Çирĕкле ялĕнче пурăнакан Олеся Андреева çак пултарулăха тĕрлĕ те чылай мастер-классенче туптанă пулсан‚ хальхи вăхăтра хăй те уроксем пама пултарать. Йыхрав пулсан выставкăсене те хутшăнать‚ заказсем те йышăнать. Ыйтусем пулсан телефонĕ «Урал сасси» редакцинче.
Ирина ИГНАТЬЕВА.
Пишпÿлек районĕ‚
Пăслăк ялĕ.
Читайте нас: