Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
15 Кӑрлач 2020, 13:51

«Чăваш чĕлхи – манăн чи çывăх, хаклă чĕлхе!»

Январь уйăхĕн 9-10-мĕш кунĕсенче Ĕпхÿре К.А. Давлеткильдеев ячĕллĕ ÿнер гимнази-интернатĕнче 8-11-мĕш классенче вĕренекен тутар, мари, чăваш, удмурт ачисем валли тăван чĕлхепе олимпиада иртрĕ.

Асăннă мероприятие шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çирĕм саккăрмĕш хут иртекен ăмăртăва республикăри 22 шкултан 41 чăваш ачи хутшăнчĕ. Заявка тăрăх олимпиадăна 72 ача хутшăнмаллаччĕ.
Ертÿçĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие вырăсла уçрĕç пулин те, жюри председателĕсем тăватă чĕлхепе – тутарла, чăвашла, марилле, удмуртла – олимпиада уçăлнă ятпа саламларĕç.
Олимпиада виçĕ турпа иртрĕ: викторина, сочинени çырасси, калаçу пуплевĕн конкурсĕ (диалог).
Жюри членĕсем – ПР Вĕрентÿ министерствин наци вĕрентĕвĕн тата регионсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп специалисчĕ Р.Р. Сафиуллина, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн преподавателĕсем: Л.В. Коротаевапа Н.С. Карпова доцентсем, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.Н. Павлова.
Пĕрремĕш турта викторина иртрĕ. Пурĕ 10 ыйту пулчĕ. Жюри çителĕклĕ балл пухнисене палăртрĕ: Светлана Кириллова (8 класс, 36 балл), Елизавета Герасимова (8 кл., 34 балл), Арина Борисова (8 кл., 32 балл), Арина Иванова (8 кл., 28 балл), Илья Набиуллин (8 кл., 29 балл), Михаил Щепин (8 кл., 28 балл), Александра Сергеева (9 кл., 39 балл), Татьяна Федорова (9 кл., 34 балл), Ольга Федорова (9 кл., 30 балл), Ольга Никитина (9 кл., 28 балл), Дарья Алексеева (9 кл., 25 балл), Иония Сергеева (9 кл., 26 балл), Карина Павлова (9 кл., 25 балл), Анна Данилова (10 кл., 28 балл), Екатерина Зарянова (10 кл., 25 балл), Ульяна Иванова (11 кл., 30 балл), Анжела Ефимова (11 кл., 27 балл), Диана Ефимова (11 кл., 25 балл). Вĕренекенсем чĕлхе тата литература терминĕсене пĕлнине кăтартрĕç, текстри чĕлхе пулăмĕсене суйласа илме, тишкерме, классификацилеме тата чĕлхе пулăмĕсемпе фактсене шухăш енчен вырăнлă, кирлĕлĕхне кура палăртма пултарчĕç. Унсăр пуçне вĕсем вĕреннĕ хайлавсен ятне, авторне, жанрне тата хăш тапхăрта çырнине тĕрĕс кăтарма пултарчĕç, панă сăмахсемпе синквейн çырчĕç. Йăнăшсенчен çаксене палăртма пулать: сăмахсен морфема тишкерĕвне начар пĕлни, хула ячĕсене пĕлменни (тĕслĕхрен, Ĕпхӳ – Уфа; Сĕве хули – Свияжск; Теччĕ – Тетюши; Чулхула – Нижний Новгород; Хусан – Казань), сăмах çаврăнăшĕсемпе (йĕпрен пĕрене ту – делать из мухи слона), ваттисен сăмахĕсене начартарах пĕлни (тĕслĕхрен, Уй куçлă – вăрман хăлхаллă; Вăрман пек пуянни çук – уй пек асли çук; Пĕри вăрмана – тепри армана; Пысăк юман та пĕчĕк йĕкелтен ÿсет; Вăрмана вутă турттармаççĕ, çăла шыв ямаççĕ). «Нарспи» поэмăн авторне тĕрĕс палăртайман хуравсем те пулчĕç.
Вĕренекенсем сочинени çырассипе хĕрÿ тупăшрĕç. Çирĕм тăватă темăран хăйсене çывăххине суйласа илчĕç, ăна çутатса пама тăрăшрĕç. Саккăрмĕш класра вĕренекенсем «Атте-анне – кил-йыш ăшши» темăна суйласа илсе сочинени çырчĕç. «Чи лайăх сочинени» номинацире 90 балл пухнă Светлана Кириллова (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ), Арина Иванова (Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ), 80 балл пухнă Елизавета Герасимова (Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ), Арина Борисова (Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке шкулĕ), Карина Кузьмина (Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма шкулĕ) вĕренекенсен ĕçĕсене палăртмалла.
Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем «Кулăш – пурнăçра пулăш», «Çут çанталăк – этемлĕх сăпки» темăсенчен пĕрне суйласа илсе сочинени çырчĕç. «Чи лайăх сочинени» номинацире Александра Сергеева (Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ), Татьяна Федорова (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ), Ольга Никитина (Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ) – 90 балл, Карина Павлова (Пелепей районĕ, Слакпуç шкулĕ), Иония Сергеева (Пелепей хули, Чăваш гимназийĕ), Александр Семенов (Пишпÿлек районĕ, Ситекпуç шкулĕ), Анастасия Николаева (Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç шкулĕ), Ольга Федорова (Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ), Дарья Алексеева (Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ) 80 балл пухса палăрчĕç.
Вуннăмĕш класра вĕренекенсем «Çын чунĕ чĕлхинче палăрать» темăна кăмăлларĕç. Суйласа илнĕ темăна Мария Семенова (90 балл, Федоровка районĕ, Урал шкулĕ), Ангелина Никифорова (80 балл, Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ), Анастасия Маркова (80 балл, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ) тарăн та анлă уçса пачĕç.
Вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем «Ан пултăр вăрçă нихăçан» темăна килĕштерсе ĕçлерĕç. Жюри членĕсем Ульяна Иванован (Давлекан районĕ, Канчăлав шкулĕ) ĕçне 100 балл лартса хакларĕç. 90 балл пухнă Анжела Ефимова (Çтерлĕ хули), 80 балл Инна Алексеева (Пишпÿлек районĕ, Пăслăк шкулĕ), Диана Ефимова (Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ), Диана Михайлова (Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ) вĕренекенсен ĕçĕсене палăртмалла. Вĕсен сочиненийĕсенче темипе тĕп шухăшĕ, композици çыхăнулăхĕпе тĕрĕслĕхĕ, сăмах пуянлăхĕпе сăнарлăхĕ пурри палăрса тăрать. Ачасем шухăша тĕрĕс те ăнланмалла уçса памашкăн йышлă лексикăпа усă курма тăрăшнă. Çавăн пекех анлă шухăшлани, шкул материалне лайăх пĕлни савăнтарчĕ.
Лайăх паллăсен шутĕнче курăнман вĕренекенсен сочиненийĕсем, паллах, орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем пуррипе палăрса тăраççĕ. Ĕçсенче ытларах вырăс чĕлхи витĕмĕпе пулакан йăнăшсене палăртса хăвармалла: мусор выртать, бомбить тăвать, поколени, обряд, уважительным пулать тата ытти те. Пуплев йăнăшĕсенчен сăмахсемпе морфемăсен норма тулашĕнчи фонетика варианчĕсем ытларах тĕл пулаççĕ: ăнăн (унăн), кенфит, лăх (улăх), аннĕшĕ (амăшĕ), аттĕшĕ (ашшĕ), çынсен (çынсем), уна (ăна), çин (çын), калаçмаç (калаçмасть), пулмаç (пулмасть). Анлă сарăлнă орфографи йăнăшĕсенчен çаксем: илеть (илет), киль (кил), пĕлместь (пĕлмест), тăрăшуллăх (тăрăшулăх), лармаппăр (лармастпăр), пĕлеп (пĕлетĕп), патăрлăх (паттăрлăх). Вырăнти калаçу сăмахĕпе литература сăмахĕсене уйăрса илменни те сисĕнет: алама (начар), хасăр (халех, часах), уйлатăп (шухăшлатăп). Сочиненин калăпăшĕ VIII класра – 2,0-3,0 страница, IX класра – 3,0-4,0 страница, X-XI классенче – 5-6 страница пулмалла. Шел пулин те, çур страницăран ытлашши çырайман ĕçсем те тĕл пулчĕç.
Малалли 3№
Читайте нас: