Кашни çын ашшĕ-амăш чĕлхине, тăван халăх историне, йăли-йĕркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пĕлме тивĕç. Хамăрăн культурăна пуянлатас, унăн шайне ÿстерес тесен пирĕн те кашнинех тăрăшмалла. Мияки районĕнчи Хурамал ялĕнчи ача-пăча садĕнче чăваш чĕлхине аталантарас, йăла-йĕркесене упраса хăварас енĕпе сахал мар вăй хуратпăр. Ачасемпе чăваш юмахĕсем лартатпăр, юрă-ташăсем вĕренетпĕр. Тупмалли юмахсем, сăвăсем вулатпăр. Уявсене те чăвашла ирттеретпĕр. Унсăрăн хăвăн халăхунтан уйрăлса каясси те часах. Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех: хăрать, типет, кăшт çил вĕрнипех йăванать. Чăваш çĕршывне «Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ» тенĕ. Апла пулсан, çĕр пин юрра, çĕр пин тĕрре ачасем патне çитермелле, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштармалла, çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнма вĕрентмелле. Ку – пирĕн тивĕç. Чăваш чĕлхи уявра кăна мар, пур çĕрте те янăратăр: çемьере, ытти халăхсем хушшинче.