Пур хыпар та
22 Кӑрлач 2020, 12:30

Вулавăш ĕçченĕсен ушкăнĕ Мускава çитнĕ

Раççей патшалăх ача-пăча библиотека ĕçченĕсем Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче библиотекарьсен ушкăнне‚ вĕсен шутĕнче Тимеш ялĕнчи В.С.Леонтьева тата Еспуçĕнчи Л.А.Макарова‚ çĕршывăн тĕп хулине‚ Мускава‚ йыхравланă.

Тĕнчери чи пысăк ача-пăча библиотека ĕçтешĕсемпе‚ ача-пăча литература шайĕнчи наукăпа методика центрĕпе‚ Раççейри библиотекăсем валли педагогика‚ психологи тата социологи ача вулавĕпе тĕл пулни хăйне евĕр кăмăла çĕклерĕ. Библиотека питĕ илемлĕ те пуян‚.Унта тĕрлĕрен залсем пулнине палăртса хăвармалла. Кĕнекесемпе сĕтел-пуканĕсене ачасен çулне шута илсе вырнаçтарнă. Интерьера вара майлă та хăтлă‚ питĕ интереслĕ илемлетнĕ. Пĕр сăмахпа каласан‚ кунта лайăх культура ларăвĕ йĕркеленĕ. Уйрăмах вулавăшра çамрăк специалистсем ĕçленине палăртса хăварма кăмăллă. Ĕçтешсем килнĕ хăнасене вулав залĕсем‚ юмах пÿлĕмĕ‚ çемьепе вуламалли зал тата Пушкин пÿлĕмĕ‚ музыка гостинăйĕ‚ психологипе педагогика консультацийĕ памалли кабинет тăрăх экскурси ирттерчĕç.
Хальхи вăхăтра Раççей патшалăх ача-пăча библиотекин фондĕнче 500 пин ытла кĕнеке‚ хаçат-журнал‚ нота кăларăмĕсемпе кинофотофономатериалсем упранаççĕ. Фондра уйрăм кĕнекесем‚ паха кăларăмсемпе репродукци альбомĕсем сумлă вырăн йышăнаççĕ. Унсăр пуçне унта паллă ача-пăча писателĕсем алă пуснă кĕнекесем те чылай.
2012 çултанпа Раççей патшалăх ача-пăча библиотеки Наци электронлă ача-пăча библиотекин операторĕ шутланать. Çакă цифрăна куçарнă кăларăмсемпе тÿлевсĕр усă курма май парать. Электронлă вулав билечĕ Раççей патшалăх ача-пăча библиотеки логотиппа тÿлевсĕр парăнать.
Вулавăш уйрăмлăхĕ - ĕлĕкхи пичет кăларăмĕсем‚ революцичченхи тата совет самани вăхăтĕнчи ача-пăча периодики‚ паха йышши диафильмсем пурринче. Раççей патшалăх ача-пăча библиотеки музей выставки валли сайра хутра тĕл пулакан кĕнекесемпе архив материалĕсене пухассипе те нумай ĕçлет.
Çур ĕмĕр хушшинче тĕнчери чи пысăк библиотека ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем валли культурăпа çут ĕç центрĕ кăна мар‚ Пĕтĕм тĕнчери наукăпа методика тата тĕпчев центрĕ ята тивĕçнине те палăртса хăвармалла. Центр библиографи‚ психологи тата социологи вулавĕсем ирттерессипе çыхăннă ыйтусене татса пама пултарать. Унсăр пуçне ачасемпе çамрăксен вулав культурине аталантарасси çинчен те манмасть. Библиотека Наукăпа методика тата тĕпчев центрĕ пулнă май, вĕрентÿ ĕç-хĕлне пурнăçлама лицензи илме тивĕçнĕ. Çулсерен кунта ачасемпе ĕçлекен çĕршер специалист вĕренме пултарать.
Паян Раççей патшалăх ача-пăча вулавăшĕ 10 пин тăваткал метр лаптăк йышăнать. Вулакансене валли уйăрнă 15 залра çулсерен 50 пин ытла çын пулса курать.
Пире ăшшăн йышăннăшăн тав туса Мияки районĕнчен килнĕ делегаци Мускаври ĕçтешсене пушкăрт баурсакĕпе пыл‚ Мияки районне халалланă кĕнеке тата асăнмалăх парнесем пачĕ.
Пушă вăхăтра Пушкăртстанри библиотекарьсен ушкăнĕ ытти паллă истори объекчĕсене тата Çĕнĕ çул çутисене курса киленчĕ. Эпир Хĕрлĕ площадьре‚ Охот ретĕнче‚ ГУМра‚ Поклонная тата Воробьев тăвĕ çинче‚ ВДНХра‚ Царицынăра‚ Коломенское‚ Триумфальная Аркăра уçăлса çÿрерĕмĕр. Мускаври чи çÿллĕ çуртсене‚ Манеж площадьне тата Зарядье паркне курса савăнтăмăр. Çĕнĕ çул вăхăтĕнче Мускав чăн та илемлĕ! Вăл тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе‚ илемлĕ кĕвĕсемпе тата хавхалануллă кăмăлпа пуян. Çанталăкĕ те çĕршывăн тĕп хулинче уçăлса çÿреме майлă пулчĕ: ăшă, уçă çил тата ура айĕнче пĕр юр пĕрчи те çукчĕ.
Çак çулçÿрев пире малашне тухăçлă ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват парнелерĕ.
Вероника ЛЕОНЬТЕВА, Тимешри вулавăш ĕçченĕ.
Мияки районĕ - Мускав хули.
Читайте нас: