Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
29 Кӑрлач 2020, 13:25

Кунта симĕс çĕр тăрăллă çуртсем те пур

Манăн паянхи калас текен сăмахăм асамлă Норвеги çĕршывĕ çинчен пулĕ.

Темиçе пин çул каялла Çурçĕр полюсĕн ирĕлнĕ пăрлăхĕсем (ледники) хуллен тип çĕрсем (суши) çине шуса анма тытăннă. Икĕ-виçĕ çухрăм хулăнăш, акăш-макăш пысăк пăр катăкĕсем хыççăн 1,3 çухрăм тарăнăш варсем тăрса юлнă. Ту айккинчи варсенчен тăварсăр шыв юхма пуçланă. Айлăмри тарăн канавсене океан шывĕ юхса кĕнĕ (урăхла вĕсене фьордсем теççĕ). Çак икĕ тĕрлĕ шыв пĕрлешнипе тĕлĕнмелле илемлĕ, изумруд евĕр çутă симĕс шыв пулса тăнă. Мал ĕмĕтлĕ, инçе курăмлă Норвеги халăхĕ çак çут çанталăк пулăмне пысăк пахалăхлă турист таварне çавăрма шутланă. Çапла туса вĕсем пĕрре те йăнăшман. Паянхи кун фьордсене курас тесе Норвегине туристсем тĕнчен тĕрлĕ-тĕрлĕ кĕтесĕнчен килеççĕ. Фьордсем çĕршыва питĕ пысăк тупăш параççĕ.
Норвеги – тĕлĕнмелле историллĕ çĕршыв. Кĕске вăхăтрах вăл чухăн пурăнакан патшалăхран пуян, паянхи саманапа пĕр тан утакан çĕршыв пулса тăнă. Татăклă улшăну 1968 çулта, нефть пур вырăна шыраса тупнă хыççăн, пулса иртнĕ. Маларах Норвеги çĕршывĕ треска пулă сутнипе çеç пурăннă. Вăл укçапа малалла каяймăн. Çавăнпа та çĕршыв питĕ чухăн пулнă.
Паянхи Норвеги - экономика тĕлĕшĕнчен ура çинче çирĕп тăракан çĕршыв. Халĕ вăл экономика аталанăвĕнче усă курман укçа-тенкине мĕнле те пулсан тупăшлă вырнаçтарас тесе пуç ватать. Çак çĕршывра пурăнакансенчен кашниех çулла тăватă, хĕлле пĕр эрне (Норвегире йĕлтĕрлĕ каникул теççĕ - авт.) канма пултарать.
Кунта тип-тикĕс çулсемпе автобансем. Вĕсем тăрăх TESLA евĕр электромобильсем çÿреççĕ. Çĕр айĕнче темиçе çухрăма тăсăлакан хĕресленекен çулсемпе транспорт çÿретмелли сооруженисем пур. Вĕсене сывлăш уçăлтармалли установкăсемпе, телефон çыхăнăвĕпе, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтернĕ. Кирлĕ пулсан медицина пулăшăвĕ те параççĕ. Çывăх вăхăтра Норвегинче карапсем çÿремелли тоннельсем те тăвĕç. Ун пекки тĕнчере те çук.
Норвеги - асамлă фьордсен, çатма пек тикĕс çулсен, хаклă машинăсен, 25 çухрăма тăсăлакан тоннельсен çĕршывĕ çеç мар, тролльсен, техĕмлĕ çăкăрсен, тутлă пулăсен, таса шывсен (савăтсенчи шывсене туристсене валли çеç сутаççĕ) çĕр планета кĕтесĕ те.
Мана, пысăк хуласенчен инçетре вырнаçнă пĕчĕк ялта çуралса ÿснĕскере, ялсене курса çÿреме интереслĕ пулчĕ. Норвегинче çынсем пĕр-пĕринчен инçетре вырнаçнă вăтам çуртсенче, хуторсенче пурăнаççĕ. Çурчĕсем ытларах пĕр евĕрлĕ. Вĕсем пĕр-пĕринчен нимпе те уйрăлса тăмаççĕ. Кунта Раççейри пек икĕ-виçĕ хутлă керменсене асăрхамарăм. Норвегинче çуртсем вăтам çеç пулни ытларах перекетлĕхпе çыхăннă. Ăшă сыхлантăр тесе çуртсене çÿллĕ тумаççĕ, чÿречисем те пĕчĕк. Чÿречесем пысăкрах курăнччăр тесе вĕсене йĕри-тавра шурă сăрпа сăрлаççĕ. Ку йăла мĕн авалтанах пырать. Ĕлĕк чÿрече рамисене сăрламалли шурă сăрăсем пÿрт стенисене сăрламаллисенчен те хаклăрах пулнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, стенасене хура тĕспе сăрлаççĕ. Хура тĕс ăшша ытларах туртса илет теççĕ. Апла пулсан, ытлашши сивĕ мар чухне пÿрт çут çанталăк мелĕпех ăшăнать. Çавăн пекех хăмăр тĕспе сăрланă пÿртсем те тĕл пулаççĕ. Вăл та йăлана кĕнĕ тĕс шутланать. Перекетлĕрех пултăр тесе ĕлĕк сăрăсене пăхăр шăратнă хыççăн юлакан хутăшсенчен тунă. Паянхи Норвеги çыннисен çурчĕсемпе хуралтисем çумĕнче тĕрлĕ тухăç акса ÿстерекен çĕрсем пур. Вĕсем çинче алă ĕçне пĕтĕмпех улăштарнă техника та курма пулать. Çĕрсем акмасăр-лартмасăр пушă выртмаççĕ. Вĕсемпе май пур таран усă курма тăрăшаççĕ. Çанталăка пăхмасăр шăрăх çĕршывсенче туса илекен культурăсене те çитĕнтереççĕ. Вăрмансем таса. Вĕсене пăхса, тирпейлесе тăни сисĕнет.
Ял хуçалăхĕ кунта вăйлă аталаннă. Патшалăх çак ĕç валли фермерсене сахал мар укçа-тенкĕ парса пулăшать. Машина çулĕсем çинче пĕр хăрамасăр тĕрлĕ выльăх - сурăхсем, качакасем, альпаксем - çÿреççĕ. Вĕсене пурне те чипсем лартнă. Хăйсен выльăхĕсене ту хăяккинче кĕтсе çÿресе çĕршыва туристсемшĕн тата та илĕртÿллĕрех тăвакан фермерсене хушма укçа параççĕ.
Норвегире пысăк технологисем анлă аталаннă. Çĕршывра пур ĕçе те компьютер урлă тăваççĕ. Çавна май çул çинчи йывăç маяксене тата симĕс çĕр тăрăллă пÿртсене курма тата та интереслĕрех пулчĕ. Çавăн йышши тăрăсене тĕрлĕ хуралтăсемпе чарăнусем çинче çеç мар, хула варринчи чаплă çуртсем тăрринче те курма пулать. Норвегинче Симĕс çĕр тăрăсен ассоциацийĕ те пур.
Норвеги – çитĕнекен ăрăва хăйсен çĕршывне юратма вĕрентсе ÿстерекен патшалăх. Эрнере пĕр кун шкул ачисен урокĕсем парта хушшинче мар, çут çанталăкра иртеççĕ. Вĕсем чĕрĕ тата чĕрĕ мар çут çанталăкпа паллашаççĕ, тăван тăрăхне упрама хăнăхаççĕ.
Хăйсен кăмăл-туйăмне йĕркене кĕртес,Турра çывăх пулас текенсемшĕн çул хĕрринче пĕчĕк чиркÿсем туса лартнă.
Надежда ПЕТРОВА.
Санкт-Петербург хули
Читайте нас: