Иртнĕ çул та вĕсем Слакпуç ялне килсе кайнăччĕ. Кĕçĕнни‚ Елена Ухсай‚ мĕн пирки Пушкăртстана кĕтмен çĕртен килнине «Урал сасси» хаçатра уçса панăччĕ ĕнтĕ. Хальхинче вара Ольга Ухсай пирки сăмах пулĕ. Ольга Яковлевна ашшĕ-амăшĕн пултарулăх еткерлĕхне сыхлас тата халăх хушшинче сарас ĕçе хастар хутшăнать. Вăл тăрăшнипе Чăваш Енри Куславкка районĕнчи Карачура ялĕнче Яков тата Мария Ухсай ячĕллĕ музей уçнă. Унсăр пуçне чăваш халăх поэчĕн хĕрĕ Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи Яков Ухсай музей-çурчĕн ĕçне те йĕркелесе яраканĕсенчен пĕри шутланать. Хăй вăхăтĕнче канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăм музейсене çыравçăн кабинетĕнче сыхланса юлнă хăй евĕрлĕ экспонатсемпе те пуянлатнă.
Черетлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче эпир вăл мĕн тĕллевпе аякри çула кĕскетнине интереслентĕмĕр. Калаçуран çакă паллă пулчĕ, хальхинче Ольга Яковлевна пĕччен мар, ывăлĕпе килнĕ иккен. Пуçра тÿрех «Мăнукĕ те кукашшĕн тăван тăрăхне манмасть» текен шухăш çуралчĕ.
- Слакпуç çĕрне ĕçпе килтĕмĕр‚ – хумханса калаçăва пуçларĕ поэт хĕрĕ редакцире пулнă май. – Хăй вăхăтĕнче унта Яков Ухсай ячĕллĕ музей уçăлчĕ. Музее экспонатсемпе‚ сăн ÿкерчĕксемпе‚ кĕнекесемпе‚ наука ĕçĕсемпе‚ поэтăн япалисемпе те хамах тивĕçтертĕм. Вĕсене Çтерлĕ-Шупашкар маршрутпа çÿрекен автобус водителĕсемпе калаçса татăлса вырăна çитертĕм. Музей ĕçĕ-хĕлне йĕркелес ĕçре чылай вăй тата укçа-тенкĕ тăкма тÿр килчĕ. Ку нимех те мар. Мана урăх япала – аттене халалланă музей ятне улăштарни - хурлантарать. Çÿлте ларакансем‚ манпа канашламасăр‚ музее Я.Г.Ухсай ячĕ панă. Ман шутпа çакă пачах та тĕрĕс те вырăнлă мар. Эпĕ‚ эсир Я.Г.Ухсай тенине ăнланатпăр. Ытти наци халăхĕн çынни вара «Я.Г.» тени мĕне пĕлтернине ăçтан пĕлтĕр? Пĕлес те çук. Мĕншĕн тесен улшăну хут çинче те‚ музей çурчĕн хăми çинче те пулса иртнĕ. Çакăн йышши улшăну ман кăмăла пăсрĕ. Пĕр вăхăтра Шупашкарта та Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕн ятне улăштарчĕç. Кĕскетрĕç. Чăваш Енĕн тĕп хулине килнĕ хăнасем культура керменĕн тулли ятне пĕлмесĕр‚ хăйне майлă «Ухсаята»‚ «Ухсаякка» тесе калама пуçларĕç. Çакăн пек калани хăлхана кăна мар‚ чĕрене пырса тиветчĕ. Пуçра манăн аттене‚ Чăваш халăх поэтне‚ хисеплемеççĕ текен шухăшсем те çуралатчĕç. Эпĕ улшăнупа килĕшесшĕн пулмарăм. Çавăнпа чылай инстаци тăрăх чупма тиврĕ. Çапах та «Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕ» ята тавăртăм. 2020 çул Раççейре Асăнупа мухтав çулталăкĕ. Яков Гаврилович Ухсай - фронтовик‚ хăй ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă. Атте халăх поэчĕ‚ фронтовик пулнине шута илсе Пушкăртстан Республикин влаçĕсене музейăн малтанхи ятне тавăрма ыйтатăп‚ – тесе сăмахне вĕçлерĕ Ольга Яковлевна.
Юлашкинчен çакна каласа хăварасшăн‚ пурнăç малалла пырать. Тĕнче‚ республика‚ район тата ял шайĕнче тĕрлĕ йышши улшăнусем пулса иртеççĕ. Вĕсем кирлĕ. Вĕсемсĕр пурнăç та кичем пулĕ. Анчах культура объекчĕсен ячĕсене улшăнусем кĕртни вырăнлă-ши? Кирлĕ-ши вĕсем? Çакна вара татса калама йывăр.