Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
5 Нарӑсӑн 2020, 13:01

Çамрăк ăру çĕршыв историпе паллашать

76 çул каялла‚ 1944 çулхи январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче‚ Совет Çарĕн салтакĕсем 872 кун пынă Ленинград блокадин ункине татнă. Ленинград блокади пирĕн çĕршывăн пурнăçĕнче хурлăхлă‚ çав вăхăтрах паттăрлăх страници шутланать.

76 çул каялла‚ 1944 çулхи январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче‚ Совет Çарĕн салтакĕсем 872 кун пынă Ленинград блокадин ункине татнă. Ленинград блокади пирĕн çĕршывăн пурнăçĕнче хурлăхлă‚ çав вăхăтрах паттăрлăх страници шутланать.
29 уйăх пынă блокада вăхăтĕнче тăшман Ленинград çине 150 пин бомба-снаряд тăкнă. Апат-çимĕç склачĕсемпе пысăк предприятисене сирпĕтнĕ. Çапах та, хула чĕрĕ юлнă, паттăр ятне тивĕçнĕ. Тăшман çавăрса илнĕ вăхăтра хула парăнман кăна мар‚ пурăннă‚ ĕçленĕ тата кĕрешнĕ. Историре эпир урăх çакăн пек тĕслĕх пĕлместпĕр те.
Ленинград хулине фашистсен ункинчен хăтарнă кун умĕн Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи вулавăшра «Блокада çăкăрĕ» Пĕтĕм тĕнчери асăну акцийĕ иртнĕ. Мероприяти вăхăтĕнче культура çурчĕпе библиотека ĕçченĕсем‚ администраци специалисчĕсем шкул ачисем валли асăну урокĕ йĕркеленĕ. Ăна Ленинград блокадин пулăмĕсене халалланă. Аслисем ачасене 872 кун йывăрлăха парăнман‚ фашистсен хĕç-пăшалĕнчен хăраман‚ шартлама сивĕпе выçлăха чăтнă блокада çыннисем çинчен каласа панă. Унсăр пуçне вулавăшра пухăннисем хулана тăшман хупăрласа илни çинчен документлă фильм та пăхнă. Фильмра Ленинград çыннисен паттăрлăхне‚ тăшмана хирĕç вăй пур таран кĕрешнине туллин уçса панă. Асăну акци вăхăтĕнче шкул ачисем блокада тапхăрĕнче паракан çăкăр нормипе те паллашнă. Тăшман бомбăсем тăкнă хыççăн продукци склачĕсем çунса кайнă пирки апат-çимĕçе‚ çав шутра çăкăра та‚ карточкăпа тивĕçтернĕ. Кашни çын 125 гр çăкăр татăкĕ илме пултарнă. Унăн виçи çав тери пĕчĕк пулни каламасăрах паллă. Вăл таса çăнăхран пулман‚ ăна ыраш çăнăхĕ‚ çу каяшĕсем‚ хывăх хутăштарса пĕçернĕ. Çак çăкăр та çынсемшĕн çăлăнăç пулнă. Ачасем блокада çăкăрне мĕнрен пĕçернине илтсен‚ малашне çăкăра упрама сăмах панă. Унтан вĕсем çăкăра халалласа сăвăсем вуланă.
Мероприяти вĕçĕнче выçлăхран вилнисене тата Ленинград çыннисене асăнса çурта çутнă‚ шăплăх минучĕ иртнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.
Читайте нас: