Урал сасси
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
5 Нарӑсӑн 2020, 12:53

Халăх кун-çулĕ сăнланнă пурлăха упраса хăварасчĕ

Приютовăри Ветерансен канашĕн (ертÿçи - Л.Пашина) членĕсем - тивĕçлĕ канури пуçаруллă çынсем. Ĕмĕрĕ тăршшĕпе тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнăскерсем паян та аллисене усса лармаççĕ, сахал мар ырă ĕç тăваççĕ. Пĕрлĕхĕн тĕп тĕллевĕ – поселокри ветерансене, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене пулăшасси. Çавăн пекех вĕсем тĕрлĕ акцисене, экологи субботникĕсене хутшăнаççĕ, обществăлла ĕçрен те пăрăнса юлмаççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ - ветерансен хорĕн пайташĕ.

Приютовăри Ветерансен канашĕн (ертÿçи - Л.Пашина) членĕсем - тивĕçлĕ канури пуçаруллă çынсем. Ĕмĕрĕ тăршшĕпе тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнăскерсем паян та аллисене усса лармаççĕ, сахал мар ырă ĕç тăваççĕ. Пĕрлĕхĕн тĕп тĕллевĕ – поселокри ветерансене, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене пулăшасси. Çавăн пекех вĕсем тĕрлĕ акцисене, экологи субботникĕсене хутшăнаççĕ, обществăлла ĕçрен те пăрăнса юлмаççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ - ветерансен хорĕн пайташĕ.
Ветерансен хорĕ - Тĕп культура çуртĕнчи сумлă ушкăнсенчен пĕри. Унта аслă ÿсĕмри тĕрлĕ халăх çыннисем – вырăссем, пушкăртсемпе тутарсем, чăвашсем – çÿреççĕ. Ветерансен хорĕн никĕсĕ çинче çак халăхсен хăйсен уйрăм пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленсе ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Чăвашсен «Пилеш» юрă ушкăнĕн кун-çулĕ тăватă çул каялла, Ермеккей тăрăхĕнче концерт кăтартса килнĕ хыççăн пуçланнă. Пĕррехинче ветерансен хорĕ çÿлерех асăннă районти чăваш ялне концертпа кайнă. Залра ларакансем вырăс юррисене самаях итлесе киленнĕ хыççăн чăвашла юрăсем юрлама ыйтнă. Вĕсем ыйтнине Любовь Лазаревапа Светлана Петрова, Роза Марковапа Нина Павлова чăваш хĕрарăмĕсем тивĕçтернĕ. Сакина Яковлева, Светлана Денисова, Зоя Смолькина (шел пулин те, çулталăк çурă каялла вăл пурнăçран уйрăлса кайнă, - авт.) сăвăсем каласа савăнтарнă. Халăх тăвăллăн алă çупнă. Çакна курнипе хавхаланса кайнă хор ертÿçи Светлана Мордвинова чăвашсене хăйсене уйрăм ушкăн йĕркелеме сĕннĕ. Çапла майпа кăшт вăхăт иртсен çĕнĕ «Пилеш» ушкăн çуралнă. Мария Гавриловапа Алевтина Васильева, Нина Павловапа Роза Маркова, Мария Акимова ансамбле пĕрремĕш кунтанах çÿреççĕ. Нумаях пулмасть унăн йышне тепĕр юрăçă, Галина Лазарева, хутшăннă. Ансамбль пайташĕсенчен чи çамрăкки 60 çулта пулсан, чи асли – Алевтина Васильева – çитмĕл тăххăрта . Çак пултаруллă хĕрарăмсен кашнин хăйĕн кун-çулĕ, шăпи, кăмăлĕ, анчах вĕсене пурне те тăван чĕлхене, культурăна, хамăр халăх юрри-ташшине кăмăллани тата, паллах, пурнăçа усăллă ирттерме хăнăхни, юрăсăр пĕр кун та пурăнайманни пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем кунта пĕр-пĕринпе чунĕсене уçса калаçаççĕ, юратнă юррисене юрлаççĕ, хăйсен пултарулăх тĕнчине аталантараççĕ. Ватлăх кунĕсенче пĕччен тăрса юлнисене çын çине тухса çÿрени уйрăмах усăллă. Пĕрле чухне хуйхи-суйхине чăтса ирттерме те çăмăлрах.
- А.В. Васильева – манăн упăшкан аппăшĕ. Тăватă çул каялла вăл юратнă мăшăрне çухатрĕ. Йывăр хуйха путнăскере «Ветерансен канашĕ» клуба илсе килтĕм, вăхăт иртнĕçемĕн вăл «Пилеш» ушкăна та çÿре пуçларĕ. Халĕ Алевтина Викторовна хăй пурнăçне «Пилешпе» тачă çыхăнтарнă, унсăрăн пурăнаймасть, - тет ансамбль ĕçне йĕркелесе пыракан М.С. Гаврилова педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
«Пилеш» ансамбль Ветерансен канашĕн планĕпе йĕркеленекен пур мероприятисене те хастар хутшăнать. Хăш чухне унăн репертуарĕнчи юрăсене муниципаллă шайра иртекен мероприятисене те кĕртеççĕ.
- Çулсерен тенĕ пек Слакпуç ялĕнчи чăваш поэзи классикĕн К.В. Ивановăн çуралнă кунне халалланă мероприятисене хутшăнатпăр. Вулавăш ĕçченĕ Л.А. Кириллова чĕннипе Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ăхпуç ялĕнче иртекен Çĕнтерÿ, Чăваш чĕлхи кунĕсене, ял уявне халалланă мероприятисене çитме васкатпăр. Кунта пире яланах хавас.
Сăмах май каласан, Мария Сергеевна хăй те çак ялта çуралса ÿснĕ. Çемйипе Приютово поселокĕнче пурăнсан та Ăхпуç шкулĕнчех ĕçленĕ, 38 çул хушши ачасене вырăс чĕлхипе литература урокĕсене вĕрентнĕ.
«Пилеш» ансамблĕн репертуарне чăваш халăх юррисем, чăваш композиторĕсен юррисем кĕнĕ. Тематики енчен илес пулсан, тăван тавралăх, тăван чĕлхе, юратупа туслăх, тăванлăх çинчен калаканнисем пур. Мария Сергеевна пĕлтернĕ тăрăх, юрăсене вĕсем ытларах тĕнче уçлăхĕнчен, интернетран, шыраса тупса вĕренеççĕ. Çапла тума юлашки çулсенче ансамблĕн хăйĕн уйрăм аккомпаниаторĕ çукки хистет.
- Малтанхи вăхăтра пире Сария Биккина, ун хыççăн культура çуртĕнче ĕçлекен Фагим Гатауллин ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ юрлама вĕрентрĕç. Аванах юрлаттăмăр. Анчах Фагим Муллахметович темиçе ĕçре тăрăшнине пула юлашки çулсенче кĕвĕ ертÿçисĕрех юрлама тивет, - тет Мария Гаврилова.
Аккомпаниатор çукки ушкăн репертуарĕпе те тачă çыхăннă. Нумаях пулмасть ансамбль ĕç-хĕлĕпе «Белебеевские известия» хаçатра вăй хуракан Гульнара Мурзина интересленнĕ. Юрăсене ытларах интернетран илнине пĕлсен вăл репертуара ялти ватă çынсенчен çырса илнĕ юрăсене кĕртме сĕннĕ. Фольклор кăçалхи çулшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Июль-август уйăхĕсенче Пушкăртстанра Пĕтĕм тĕнчери фольклориада иртет. Çитменнине юрă ăстисем - Елена Гришина, Зинаида Панфилова - М.Гаврилова çуралса ÿснĕ Ăхпуç ялĕнчех пур-çке. Каланă-тунă.
Калаçса татăлса çак фольклор экспедицине тăваттăн, Мария Сергеевна хăй, Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн специалисчĕ Валентина Яковлева, Гульнара Мурзина тата эпĕ, «Урал сасси» хаçат корреспонденчĕ, тухса кайрăмăр. Асар-писер тăман вĕçтеретчĕ пулин те çитес çĕре аванах çитрĕмĕр. Пире кĕтсе маларах шкул пулнă, халĕ библиотека вырнаçнă çуртра халăх самаях пуçтарăннăччĕ. Вулавăш ĕçченĕ Лия Кириллова (пирĕн хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, - авт.), ял старости Валерий Максимов, чиркÿ старости Алексей Семенов тараватлăн малалла иртме сĕнчĕç. Юрă ăсти Е.И. Гришина та кунтах.
Сакăр вунă çулхи Елена Ильинична ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Мăшăрĕпе ултă ача çуратса ÿстернĕ. Пурнăçĕнче хурине те, шуррине те самаях курнă пулин те нихăçан та юрлама пăрахман. Çак ăсталăх ăруран ăрăва куçса пырать иккен. Хăй вăхăтĕнче унăн куккăшĕ Федол Алексеевич Семенов питĕ ăста юрланă. Амăшĕ, Валентина Алексеевна пултаруллă юмахçă пулнă. Юмахсене вăл ирчченех калама пултарнă. Елена Ильиничнăран вунă ытла юрă çырса илтĕмĕр. Çав шутра вăрçă çинчен калакан «Виçĕ паттăр тухнă Германи вăрçинчен», «Сăсар тирĕ пасарта çук, сирĕн пек тăвансем ялта çук» тăванлăх, «Ăхпуç тупăçинчен хĕвел тухать» ял çинчен, «Шăнкăр-шăнкăр çăлкуç, кăмăла эс ан хуç» юрату тата ыт.те юрăсем пулчĕç. Валентина Владимировна çак юрăсене нотăсем çине хывма, ăна «Пилеш» ансамбле парнелеме шантарчĕ. Апла пулсан, ку юрăсем çухалса манăçа тухмĕç. Малашне вĕсене çитĕнекен ăру та шăрантарĕ. Ушкăнăн тĕп тĕллевĕ – хамăр халăх культурине упрасси – пурнăçа кĕрĕ. Чăваш халăхĕн кун-çулне сăнласа паракан пурлăха пирĕн упраса хăвармаллах.
Çак кун Лариса Еремеева, Алексей Семенов ял хастарĕсем паянхи кун халăх хушшинче анлă сарăлнă эстрада юррисене аванах шăрантарчĕç.Тен, вĕсен репертуарĕнче малашне Елена Ильинична юрлакан юрăсем те пулĕç. Вулавăш ертÿçи Лия Александровна Кириллова çинчен уйрăм сăмах калас килет. Вăл библиотекарь ĕçне çеç пурнăçламасать, ялти клуба хупнă хыççăн чунĕ хушнипе, кашни уяв тĕлне тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерет. Ял пурнăçне хастар хутшăнать. Çак кăмăллă çынсемпе сывпуллашса Пелепей еннелле çул тытрăмăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: