Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
12 Нарӑсӑн 2020, 13:15

Музейра - иртнĕ пурнăç страницисем

Раççей Правительстви январь уйăхĕн 27-мĕшĕ Раççейри çар мухтавĕн кунĕ тесе çирĕплетнĕ. Çак кунхине 1944 çулта Ленинград хули (халĕ Санкт-Петербург) тăшман ункинчен хăтăлнă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче совет салтакĕсен паттăрлăхĕпе ачасене тарăнрах та тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе‚ асăннă кун эпир 2-мĕш класс вĕренекенĕсемпе районти музея çитрĕмĕр.

Музейра çутă, таса, ăшă кăмăллăх хуçаланать. Пире музей ертÿçи Зульхиза Асадуллина ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илчĕ. Малтанах музей ĕçченĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçине халалласа йĕркеленĕ кĕтесе иртме сĕнчĕ. Вăл хăйĕн калаçăвĕнче хăрушă та тискер вăрçă çулĕсем иртнĕренпе кăçал 75 çул çитнине палăртса хăварчĕ. Анчах темĕн чухлĕ вăхăт иртсен те пирĕн çĕршывăн историйĕнчи тата этемлĕхри чи хăрушă вăрçă нихăçан та манăçа тухмĕ. Зульхиза Закиевна каласа панинчен ачасем çакна пĕлчĕç. 1944 çулхи январь уйăхĕнче Ленинград хулин блокадине татнă. Çынсем 872 кунпа çĕр тăшман ункинче пулнă‚ çапах та хăйсене чăн-чăн патриотсем пек кăтартнă. Пысăк çухатусем пулнине пăхмасăр‚ вĕсем Çĕнтерÿ кунĕ çитессе пĕрре те иккĕленмен. 29 уйăх хушшинче выçлăхпа сивве тата бомба тăкнине пула 600 пине яхăн çын пуç хунă. Сывă юлнисем вара хăйне евĕрлĕ наградăна - «Ленинград хулине хÿтĕленĕшĕн» медале илме тивĕçнĕ. Тĕлĕнмелле‚ çак медальпе чысланисен шутĕнче 15 249 ача. Тăван çĕршывшăн хастар çапăçнăшăн, тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн, паттăрлăхшăн Ленинграда «Паттăр-хула» хисеплĕ ятпа‚ Ленин орденĕпе чысланă.
Вăхăт шăвать. Вăрçă çулĕсем хыçа юлнă. Анчах кашниех пирĕн çĕршыва хÿтĕлекенсен‚ совет салтакĕсен паттăрлăхне манмалла мар. Çав вăхăтрах мирлĕ пурнăç хуçалантăр тесе те тăрăшмалла. Калаçăва Зульхиза Закиевна мăн асатте-асаннесен историне манмалла мар‚ унсăрăн пуласлăх çук тесе пĕтĕмлетрĕ.
Музейра Çтерлĕпуç районне тата унăн паллă çыннисене халалланă кĕтес те пур. Эпир ачасемпе çак кĕтесри экспонатсемпе те паллашрăмăр. Кунта ачасемшĕн тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Сăмахран‚ З.З. Асадуллина пире кивĕ патефон çинче юрă итлеме сĕнчĕ. Эпир музей шăплăхне пăсса темиçе юрă итлерĕмĕр. Çапла экскурси вĕçленнине те сисмерĕмĕр.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет‚ музейра ĕçлекенсем ырми-канми тăрăшни курăнать. Кунта пур экспонатсемпе стендсем хăйсен вырăнĕнче‚ экскурсине те питĕ лайăх йĕркелеççĕ. Эпир Зульхиза Закиевнăна пире‚ иккĕмĕш класс ачисене‚ ăнланмалла та çывăх чĕлхепе музей кĕтесĕсемпе паллаштарнăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр. З.З. Асадуллина интереслĕ историсем каласа панисĕр пуçне‚ экспонатсене алла тытса пăхма ирĕк пачĕ‚ интереслĕ лару-тăрусене сÿтсе явассине те йĕркелерĕ. Вĕсене ачасем хастар хутшăнчĕç‚ хăйсен шухăш-кăмăлĕсене пĕлтерчĕç.
Ачасем чылай вăхăт музейра курни çинчен тĕлĕнсе калаçрĕç. Эпир çак мероприяти çĕршывăн тивĕçлĕ ачисене ÿстерес ĕçре пысăк витĕм кÿрессе шанатпăр.
Ирина ПЕТРОВА‚ кĕçĕн классен вĕрентекенĕ.
А.КОЖЕВНИКОВА‚
практикант-студент Çтерлĕпуç ялĕ.
Читайте нас: