Урал сасси
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
12 Нарӑсӑн 2020, 17:56

Ăслă та шанчăклă тусăм

Кашни çыннăн пурнăçĕнче ăслă та шанчăклă тус пулмалла. Çавăн пек тус-тантăш пулсан çеç ăна хăвăн савăнăçу‚ хуйху-суйху çинчен каласа парса чуна лăплантарма пулать. Вăл пурăнан пурнăçра сиксе тухакан ыйту çине те хурав пама пултарать. Мана ку енчен телей пÿрнĕ темелле‚ манăн çавăн пек Ольга хĕр юлтăш пур.

Ольга Алексеевна Дмитриева 1930 çулхи февраль уйăхĕн 16-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Ташлăкÿл ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл пиллĕкре чух амăшĕ вилет‚ ашшĕ тепĕр хут авланать. Ама çури амăшĕ хĕр ачана пĕрремĕш кунтанах килĕштермен. Çемье чухăн пурăннă‚ çитменнине Ольăна тăван мар амăшĕ кашни çăкăр татăкĕшĕн сăмахланă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан 4 класс пĕтернĕ хĕр ачан выçă вилес мар тесе пуян çынсем патне тара кĕме тивнĕ. Кил хуçи арăмĕ колхозра ĕçленĕ. Ольăн вара унăн ачине пăхмалла‚ килти ĕçсене тумалла тата вăрмана вут-шанкă патне çÿремелле пулнă.
1944 çулта хĕр ачан ашшĕ вилет‚ тăван мар амăшĕ килĕнчен тухса каять. Аппăшĕсем Ольăна хăйсен çемйине йышăнаççĕ. Çакăн хыççăн вăл шкула малалла вĕренме çÿрет. 1947 çулта çичĕ класс вĕренмелли шкула Мухтав грамотипе пĕтерет. Çав çул тухăçсăр пулнă‚ выçлăхран тарса Оля Настя аппăшĕпе пĕрле Узбекистана тухса каять, район центрĕнчи пекарьнăна ĕçе вырнаçать. Ун чух электричество пулман‚ лампа çутипе усă курнă. Пĕррехинче асăрханулăх çинчен манса кайнă Оля лампăна алли çине ÿкерсе хытă пиçет. Суран вăрах вăхăт сипленмест‚ çавна пула алли хуçланми пулать.
1948 çулта аппăшĕпе йăмăкĕ килне таврăннă. Оля суранне тухтăра кăтартать‚ сиплевçĕ ăна алă ыратнине пăхмасăр хуçлатма‚ массаж тума хушать. Тăрăшни сая кайман‚ алă ĕçлеме пуçланă. Хĕр ача Толбазă ялĕнчи вăтам шкула малалла вĕренме кĕнĕ. Вунă класс хыççăн хăй те учитель пулса ĕçлеме пуçланă‚ 5-7 классенче нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Çав вăхăтрах куçăн мар мелпе педагогика институтĕнчи филологи факультетне вĕренме кĕнĕ‚ алла диплом илнĕ. 1958 çулта качча тухнă‚ мăшăрĕпе пĕрле 4 ачана ура çине тăратнă. Шел пулин те, упăшки 10 çул каялла пурнăçран уйрăлнă. Паянхи куна ачисем те‚ мăнукĕсем те тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ‚ ĕçпе çыхăннă çынсем. Час-часах амăшĕ‚ асламăшĕ-кукамăшĕ патне пулăшма килеççĕ. Ольга Алексеевна вăрах вăхăт шкулта завуч пулса ĕçленĕ‚ унăн вăхăтран вăхăта директор тивĕçĕсене те пурнăçлама тÿр килнĕ. 1985 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă‚ анчах та килĕнче хăйне вырăн тупайманнине пула тата икĕ çул шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса тăрăшнă. Ольга Алексеевна - ырă кăмăллă‚ пĕлĕве çирĕп ыйтакан вĕрентекенччĕ. Вăл ачасене ĕçе хăнăхма‚ аслисене хисеплеме‚ кĕнекепе туслă пулма‚ пурнăçри хĕнлĕхсене çĕнтерме‚ Тăван çĕршыва юратма‚ таса кăмăл-сипетлĕ çын пулма вĕрентнĕ.
Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна «РСФСР халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ» паллăпа‚ В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул тултарнине халалланă юбилейлă тата «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе‚ чылай Хисеп хучĕпе чысланă. Чи пысăк парне уншăн вĕренекенĕсем‚ пĕр ялсем хăйне сума суни шутланать. Вĕсем ăна уявсенче çеç мар‚ ытти кунсенче те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Ольга Алексеевна хăй те алă усса лармасть: нумай вулать‚ телепередачăсем пăхать‚ çыхать. Вăт çакăн пек вăл манăн юратнă та çывăх хĕр юлташăм. Çак кунсенче вăл 90 çул тултарать. Манăн ăна 100 çула çитме сунас килет. Çывăх çыннисен юратăвĕпе тимлĕхне туйса пурăнмалла пултăр.
Антонида ПЕТРОВА.
Кармаскалă районĕ‚ Тинĕскÿл ялĕ.
Читайте нас: