Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
12 Нарӑсӑн 2020, 13:18

Юлашки курнăçу

Пиччемçĕм çинчен çырма пуçличчен хам пирки те кăштах каласа хăварам. Эпĕ, Иосиф Захарович Федотов, 1938 çулта ноябрь уйăхĕн 13-мĕш кунĕнче Пишпÿлек районĕнчи Хастар ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Мана пĕччен пурăнакан Муки Захарĕн 6-мĕш ачи пулса 1903 çулта çуралнă сĕм суккăр хĕрарăм пурнăç «парнеленĕ». Çавăнпа та эпĕ мĕн утма пуçланăранпах аннене çавăтса çÿресе ÿснĕ.

Аннен виççĕмĕш аппăшĕ, Наçтук аппа, Ситек ялĕнче сăрт çамкин чалăш çĕрне лартнă пĕчĕк çуртра икĕ хĕрĕпе пурăнатчĕ. Унăн Элекçей упăшки вăрçă пуçламăшĕнчех пуçне хунă. 1944 çулхи май уйăхĕнче Наçтук аппа патĕнче пулнă хыççăн кăнтăрла иртсен аннепе киле таврăнма тухрăмăр. Аппа пире пĕр çухрăма яхăн пуль ăсатса та ячĕ. Утатпăр хуллен суккăр аннепелен хура такăр çулпа, урасене çăпатасем сырнă, анчах манăн сулахай урари çăпатан «сухалĕ» тухнă, çавă кăштах пире пăшăрхантарчĕ те, киле çитиччен пырĕ-ха, терĕмĕр вара. Акă сăрт çинчен анаталла анатпăр, пире хирĕç Покровка ялĕ патĕнчи пысăках мар варпа пĕр хĕрарăм анать. Пăртак утсан пĕр-пĕринпе тĕл пултăмăр. Хĕрарăм пирĕн тĕле çитсен кăшкăрсах калаçма тытăнчĕ:
- Ара-а, эсир пĕлместĕр вĕт, сирĕн Николай вăрçăран таврăннă. Халĕ ĕнтĕ тÿп-тÿрĕ çавăнта кайăр. Ял çыннисем пурте ăна курма пынă, - терĕ.
- Мерттес, мерттес ырă сăмахшăн. Вара шăпах, пĕтĕмпех килнĕ-ши? - тесе ыйтрĕ анне.
- Пĕтĕмпех мар ĕнтĕ, курма çеç килнĕ, - терĕ те лешĕ кайма пуçларĕ.
Анне , хĕн пулсан та çак хыпара Наçтук аппана кĕрсе калама ыйтрĕ.
- Калăп, калăп. Каламаç пулать-им,- тесе тĕл пулнă хĕрарăм Ситек еннелле утрĕ. Эпир те аннепе малалла васкарăмăр. Акă, Покровка ял урамне пырса кĕтĕмĕр.
Çак ял Ситек çырмин сулахай енĕпе пыракан лапамра вырнаçнă. Вăл, 70-80 килĕрен тăраканскер, пĕр çухрăма тăсăлать, урам урлă виç-тăват вар çырма хĕрне анать, хăш-пĕр варĕпе пĕчĕк çырма та юхать. Пĕр пысăкрах вар хĕрринче чултан купаласа хăпартнă тимĕрçĕ лаççи пурччĕ. Унта ял ĕçченĕсен тимĕр хатĕрĕсене юсатчĕç. Ялăн йыттисем питĕ усалччĕ, çавăнпа та аннепе Ситек ялне каймашкăн ятарласа хатĕрленĕ самай пысăк туясемпе тухаттăмăр. Халĕ Покровка çĕр çинче çук ĕнтĕ, çуртсен вырăнĕсем çеç кăштах палăраççĕ. Вăхăтĕнче асăннă ял ĕçченĕсем Совет Союзне сахал мар аталанма пулăшнă. Ялтан паллă та мухтава тивĕçлĕ çынсем тухнă. Вĕсенчен пĕри - 1911 çулта çуралнă Василий Федорович Титов. Ăна вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн 1943 çулта Совет Союзĕн Геройĕ ятне парса чысланă. Титов аслă сержант взвод командирĕн пулăшаканĕ пулса мĕн вăрçă пĕтичченех харсăр çапăçнă, ытти наградăсене те тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн Украинăра пурăннă, унтах 2000 çулта çĕре кĕнĕ.
Утакан çын малаллах шăвать тенĕ пек эпир те аннепе ялăн вăрăм урамне утса тухрăмăр. Анчах мана пуçри тарăн хуйхă канăç памасть: «сухалĕ» тухнă çĕтĕк çăпатапа мĕнле вăрçăран килнĕ Николай пиччене курма кĕмелле. Аннене ÿкĕтлесе калатăп, Ситекпуçне кĕмесĕр тÿрех Хастара çитер, киле кĕрсе çĕнĕ çăпатасем сырса Ситекпуçне килĕпĕр тетĕп, анчах аннен çак сăмахсене илтесси те килмест, тÿрех Ситекпуçне йыснасен пÿртне кĕретпĕр, тет. Паллах, камăн çăпата ылмаштарса сырассишĕн 10-12 çухрăм ытлашши утасси килтĕр. Покровкăран килекен çулăн сылтăм енĕпе Ситекпуçне çитиччен икĕ çурт ларатчĕ. Икĕ çемье пурăннă унта. Çав çемьесен йыттисем питĕ усалччĕ, яланах пире çул тăршшĕпе вĕре-вĕре ăсатса яратчĕç. Çав çуртсенчен иртсе ялăн тăвĕсем патне çитрĕмĕр. Хастара каяс тесен ту çине çулпа хăпармалла та хир çулĕпе утмалла. Эпир çырма урлă каçса, ял тăваллине иртсе, сылтăм енчи урампа утса йыснасен тĕлне çитрĕмĕр. Чăнах та, ял çыннисем нумайăн пуçтарăннă, урамра та, кил картинче те халăх хĕвĕшет. Эпĕ аннене пÿрт ум патĕнчи чул пусмасем патне илсе пытăм. Анне пусма çине хăпарса пÿрт ум алăкне хыпашласа тупса пÿрте кĕрсе кайрĕ. Пÿрт çумĕнчи никĕс чулĕсем тăршшĕпе ача-пăчасем ларса тухнă. Эпĕ те çавсен хушшине хĕсĕнсе лартăм та «сухалĕ» тухнă çăпатана хыçала хурса сылтăм урапа хупларăм. Пĕр тапхăр ларсан Наçтук аппа та килсе çитрĕ. Вăл тÿрех пÿрте кĕрсе кайрĕ. Ватă çынсем те килнĕ. Хĕрарăмсем чылай: пĕрисем пÿрте кĕреççĕ, теприсем тухаççĕ. Кил картинче те, урамра та ушкăнĕ-ушкăнĕпе калаçса тăраççĕ. Сахал мар вăхăт лартăмăр пулас. Эпĕ урасене хускатмастăп, сулахай урари çĕтĕк çăпата мана канăç памасть, вăрçăран килнĕ пичче ан куртăрччĕ тетĕп. Акă Николай пичче тухрĕ. Ачасем еннелле пăхрĕ те: «Аван-и, ачасем», - терĕ. Унтан ватăрах çынсемпе калаçма пуçларĕ. Кун каç енне сулăнчĕ. Наçтук аппапа анне те тухрĕç, вĕсемпе пĕрле Антани инке. «Киле кайма та вăхăт», - теççĕ. Кăштах тăрсан эпир аннепе хир çулĕпе Хастар еннелле утрăмăр. Наçтук аппа тепĕр çулпа Ситек ялне çырма хĕррипе кайрĕ.
Тепĕр икĕ кунтан Николай пичче салтака пĕрле ăсаннă юлташĕпе, Караçка Иванĕпе, икĕ велосипедпа пирĕн пата килсе çитрĕç. Вĕсем салтак тумне тăхăннă хыççăн Пелепей хулинчи кĕçĕн командирсен курсĕнче вĕреннĕ, ăна пĕтерсен çулĕсем уйрăлнă: Иван пичче - Тухăçа, Николай пичче Анăçа ăсаннă. Çичĕ çул хушши вĕсем пĕр-пĕрне курман. Халĕ акă хăйсен ялĕнче тĕл пулнă, иккĕшĕ те лейтенант званине илнĕ. Иван пичче вăрçă хирĕнче йывăр аманса пульницăра вăрах выртнă, унтан ăна суранĕсене сиплеме, кăштах канма тесе пĕр уйăха килне янă. Паллах, вĕсен калаçмалли çителĕклех пулнă, çавăнпа военкомата та пĕрле кайнă. Пишпÿлекрен таврăннă май Николай пичче Хастара кĕрсе суккăр аппăшне курас тенĕ. Аннепе чылай калаçса ларчĕç, çав хушăра эпĕ пиччен карттусне тăхăнса, урама тухса, чÿречерен пÿртелле пăхса çÿрерĕм. Унтан килнĕ хăнасем велосипечĕсем çине ларса Ситекпуç еннелле çул тытрĕç. Çакă маншăн пиччепе юлашки курнăçу пулчĕ. Тепĕр вунă кунтан Николай пичче фронта тухса кайнă. Эпир аннепе ăсатма каяймарăмăр, тен, пĕлмен те пуль.
Николай пичче аннен Анна ятлă иккĕмĕш аппăшĕн аслă ывăлĕ. Анна аппа - Пишпÿлекре пурăнакан Муки Захарĕн виççĕмĕш ачи. Вăл 1894 çулхи декабрь уйăхĕнче çуралнă. Яштака та маттур хĕр пулса ÿснĕ. 1915 çул Кистенлĕпуç ялĕнчи кĕрнеклĕ те çÿлĕ кĕлеткеллĕ Алтаким Çтаппанне качча тухнă. Анчах 7-8 уйăх пĕрле савăнса пурăннă хыççăн Степан Евдокимович Тимофеевăн салтака кайма ячĕ тухнă. Анна аппа упăшки салтакран таврăнассине кĕтнĕ вăхăтра 1916 çулта ывăл çуратнă. Унăн ятне Николай тесе çыртарнă. Ывăлĕ çуралсан та вăл Кистенлĕпуç ялĕнче чылай пурăннă, салтака кĕтнĕ, анчах упăшки Германи вăрçинче пуçне хунине пĕлтерекен çыру килнĕ. Çавăн хыççăн Анна аппа пĕчĕк ывăлĕпе Пишпÿлеке ашшĕпе амăшĕн тăван килне таврăннă. Ĕлĕкхи чăваш çыннисем каланă пек, аçу-аннÿ пур чухне пыр та тутă, çи-пуç та питĕ. Çапла вăл хăй çуралса ÿснĕ пÿрт-çуртра савăнса пурăнма тытăннă. Анчах мĕнле лайăх пурăнсан та арçынсăр пурнăç туратсăр йывăç пекех. Çавăнпа та Йăлпăлак ялĕнче пурăнакан Сергей ятлă урçа (вдовец) малтан хăтана ярса, унтан çураçма килсен, ăна качча тухса пĕрле пурăнма пуçланă. Çапла Анна аппа пĕчĕк ывăлĕпе тата хăйне юратакан арçынпа Йăлпăлак ялĕнче тулăх та ирĕк, савăнăçлă пурнăçпа пурăннă. Анчах кĕтмен çĕртен инкек килсе çитсен хапха уçассине кĕтсе тăмасть. Çапла 6 çул пĕрле савăнса пурăннă хыççăн Сергей йыснан пурнăçĕ сасартăках татăлнă. Анна аппа çичĕ çулхи Николай ывăлĕпе мăшăрĕн çуртĕнче тăрса юлнă. Яштака пÿ-силлĕ вăтăр çула çывхаракан хитре сăнлă çамрăк хĕрарăм Йăлпăлак ялĕнче ĕçлесе, ывăл ача ÿстерсе пурăннă. Урçасем ун çине пăхкалани пирки тĕлĕнмелли те çук. Акă, ун патне Ситекпуç ялĕнче аялти урамра пурăнакан 36 çулхи Пракуç ятлă арçын çураçма килнĕ. Унăн çамрăк арăмĕ пÿкле вилĕмпе вилнĕ, икĕ вуннăри тата вун иккĕри хĕр ачисем юлнă. Анна аппана Пракуç кăмăлне кайман, çавăнпа ăна: «Урăх çĕре пурăнма каймастăп, çак çуртра çеç пĕчĕк ывăлпа пурăнатăп», - тесе çураçма килнĕ урçана ăсатса янă. Каярах кÿршĕ хĕрарăмĕсене «хăй мăнтăркка, урисем кĕске» тенĕ.
Пурнăç урапи пĕр вырăнта тăман, малалла шунă. Нумай-и, сахал-и пурăнсан Анна аппа патне тепĕр арçын çураçма килнĕ. Вăл яштака та патвар, калаçма та пултаруллă, аппапа пĕр çулхисем пулнă. Хăй Ситекпуç ялĕн Çирĕклĕх ятлă пучинккинче пурăнать иккен. Арăмĕ Ситекпуç ялĕнчен пулнă, анчах вĕсем уйрăлнă. Унăн пурăнакан çурчĕ те çирĕп, выльăх-чĕрлĕхĕсем те йышлă пулнă. Вăл çамрăк хĕрарăма пĕрле пурăнма ыйтнă. Килнĕ арçын аппан кăмăлне кайнă. Çавăнпах пулĕ кÿршĕ-аршăсене пуçтарса сĕтел хушшине ларса апат çинĕ, чей ĕçнĕ. Тен, йÿççине те сыпнă пуль. Çапла апатлансан килнĕ арçынпа аппана пĕчĕк ывăлĕпе тăрантас çине лартсах ăсатса янă. Акă вĕсем тăватă çухрăмра вырнаçнă Ситекпуç ялĕ витĕр тухса Çирĕклĕх пучинккине пырса çитнĕ. Арçын лашине хăйĕн пÿрчĕ умне тăратнă та пÿртĕнчен арăмĕ тухнă. Арçын арăмĕнчен уйрăлман пулнă иккен. Темшĕн-тĕр хирĕçсе, харкашса кайнă та упăшкине çилленсе Ситекпуçне ашшĕ-амăшĕ патне пăрахса кайнă. Кайран, шалта вĕрени лăплансан, çилленнисем иртсен каялла килне таврăннă. Аптранă арçын лашине тепĕр май çавăрнă та Ситекпуç еннелле уттарнă. Çак ăнсăртран сиксе тухнă пулăм аппана тарăн шухăша янă. Халĕ Йăлпăлака мĕнле пырса кĕмелле? Кÿршĕ-аршăсем ăна ăсатсах янă-çке. Аппан нимле сăлтавĕ те тÿрре кăларас çук, яла таврăнасси çинчен манмалла пулнă. Телее, Минккеç ятлă иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ Ситекпуçне Степан Гордеева качча килнĕ. Çавсем патне кĕрсе лăпланиччен кăштах пурăнăпăр тесе уйланă. Арçын вара каланă çĕре лашине хапха патнех пырса тăратнă. Çак кунтан аппапа ывăлĕ йăмăкĕ патĕнче «хăнара» пурăннă. Анчах «хăнара» икĕ кунтан ытла пурăнайман. Юнашар урамри Пракуçа такам систернĕ пулас,
эсĕ çураçма кайнă Йăлпăлак хĕрарăмĕ кÿршĕ урамрах пурăнать-вĕт, çывăрса ан юл тенĕ. Çавăнтан Пракуç Анна аппана тата унăн Николай ывăлне хăйĕн кил-çуртне илсе килнĕ. Анчах урçан çурчĕ пĕчĕккĕ пулнă. Урайĕсем те хăма сарман çĕр урай çеç. Çырмари çăла кайса шыв илсе килме те пĕр витре çеç пулнă. Ĕлĕк вара çăла шыв илме мăшăр витрепе çÿренĕ. Кăштах пурăнсан аппан япалисене Йăлпăлака кайса куçарса килнĕ. Вăл вăхăтра Николай ывăлĕ пуçламăш шкула çÿреме пуçланă.
Çапла вара Пракуç йыснапа Анна аппа пурнăç çулĕпе пĕрле утма тытăннă. Пĕр çул пĕрле пурăннă хыççăн çырăнас тенĕ. Пишпÿлеке кайса хут пустарнă тата тепĕр çултан Пракуç йысна Николая усрава илес (усыновление) тенĕ, ăна та ЗАГСа илсе кайса килнĕ. Çавăнтан Николайăн хушаматне - Степанов, ашшĕ ятне - Прокофьевич тесе çырма тытăннă. Пракуç йысна усрава илнĕ ывăлне юратнă. Шкулта вăл питĕ лайăх вĕреннĕ, ăна вĕренмелли хатĕрĕсене вăхăтлă та çителĕклĕ туянса тăнă. Унсăр пуçне Николай юрăсем юрлама юратнине асăрханă, çавăнпа ăна хут купăс илсе панă. Анчах пурнăç тĕнчи пĕр вырăнта тăмасть-çав, пĕр чарăнми малалла шăвать. Акă йыснан икĕ тăван хĕрĕсем ÿссе çитĕннĕ. Аслă хĕрĕ, Алтаче аппа, Йăлпăлак ялĕнчи Кунак Иванĕ тесе чĕнекен çамрăк та патвар йĕкĕте качча тухнă та нумай ачаллă анне пулса тăнă. Вĕсем аслă ывăлне Георгий ят панă. Вăл нумай çулччен Казахстанри Джезказган хулинче сварщик пулса ĕçленĕ, пенсине тухса вăрах пурăннă, çавăнтах çĕре кĕнĕ. Иккĕмĕш хĕрĕ, Хветура аппа, тăван ялĕнчех çемье çавăрса, ачасем ÿстерсе, ăрăскаллă пурнăç çулне утса тухнă. Николай та хăйĕн шăпине малалла тăснă. Ялти шкула вĕренсе пĕтерсен Пишпÿлекри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Çавăн пекех вăл кăмăллă юрăсене хут купăспа каласа юрлама вĕренсе çитнĕ, ялăн пĕчĕк клубĕнче пуçаруллă çынсемпе пĕрле концертсем кăтартнă, пултарулăх ушкăнĕпе спектакльсенче вылянă. Çамрăклах халăх умне тухса пĕчĕк докладсем тума хăнăхнă. 1930 çул йыснапа аппан çемйинче хĕр ача çуралнă, унăн ятне хут çине Мальвина тесе çыртарнă. Хăйсен хушшинче Маня тесе чĕннĕ. Эпĕ те мĕн астăвасса “Маня аппа” тесе калаттăм. Пурăна киле çемье йышĕ ÿснĕ. Тепĕр икĕ çултан Анна аппа хăйĕн виççĕмĕш ачине, иккĕмĕш ывăлне, çуратнă. Ăна Виктор ят хунă. Мĕн тăвăн, тĕнче мехелĕ çапла, пĕри кайсан, тепри килет. Килĕштерсе пурăнни чул хÿмерен те çирĕпрех тесе тĕрĕсне каланă пуль мăн асаттесем. Çавăнпа та Пракуç йыснапа Анна аппан çемйи çирĕп ура çине тăрса вăйлăланса пынă. Акă Николай та ÿссе çитĕннĕ. Вăл колхозăн пур пек машини-тракторĕсемпе ĕçлеме тăрăшнă. Трактор сĕтĕрсе ĕçлеттерекен комбайн çинче комбайнерăн пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. Ĕç хыççăнхи каçсенче хут купăсĕпе çамрăксене выляттарнă, ташлаттарнă, юрăсем юрланă, пултаруллă çынсене çамрăксемпе хутшăнтарса спектакльсемпе пьесăсем хатĕрлесе ял клубĕнче лартнă. Ял çыннисем, колхоз ĕçченĕсем савăнса пăхнă, пархатарлă халăх тав сăмахĕсем каланă. Пракуç йысна ял пурнăçне йÿнеçтерме тăрăшса, çынсем патĕнче платник ĕçĕсене ĕçлесе, кăштах укçа-тенкĕ пуçтарса çĕнĕ велосипед туяннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çак пулăм ял çыннишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Çапла пурăнан ĕмĕт каялла мар, малалла шунă. Акă, Николая салтака кайма та вăхăт çитнĕ. 1936 çулхи кĕрхи кун ирхине Ситекпуç ялĕн аслă урамĕнче салтака ăсатма чылай çын пуçтарăннă. 1916 çул çуралнă Николай пиччепе Караçка Иванне çара ăсатнă. Пуçтарăннă халăх умне тухса Николай пичче сăмах каланă: «Пирĕн тăван юратнă çĕршыва капитализм çĕршывĕсем хупăрласа тăраççĕ. Вĕсем кирек хăш вăхăтра та пирĕн çине тапăнма пултараççĕ, çавăнпа эпир çĕршыва тăшмансенчен сыхлама, тапăннă хушăра ăна хÿтĕлеме каятпăр. Эсир вара, çакăнта пурăнаканнисем хамăрăн колхозра ывăнмасăр тăрăшса ĕçлĕр, патшалăх панă е хушнă парăмсене вăхăтлă тÿлесе татса тăрăр. Ун чухне пирĕн Совет Союзĕ тата вăйлăрах пулĕ». Ун хыççăн колхоз правлени председателĕ сăмах илнĕ: «Эсир халĕ - пирĕн çĕршывăн хÿтĕлевçисем. Ăна лайăх сыхлăр, йывăрлăхсене пăхмасăр вĕсене çĕнтерсе пырса, хăюллă салтаксем пулăр, аллăрсенчи пăшалăрсене çирĕп тытăр. Эпĕ сире çул çине кашнине 20-шер тенкĕ колхозăн укçине паратăп». Çапла каласа пулас салтаксене укçа тыттарнă. Вара вĕсене тăрантас çине лартса, пуçтарăннă çынсем аллисене сула-сула Пишпÿлеке ăсатнă.
Иосиф МУКИ. Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: