Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
19 Нарӑсӑн 2020, 16:32

Чăвашсем валли йĕркеленĕ мероприятисене мĕншĕн ĕçчен чăваш çÿресшĕн мар ?

Çак ыйту мана чылайранпа канăç памасть. Ăнланатăп-ха, пирĕн чăваш çынни ĕçлеме питĕ хастар. Ăна ĕç пулсан, çăкăр та, культура та кирлĕ мар. Çулла хулара пурăнакан чăвашсем пушă вăхăтра пурте пахчара, дачăра тата ытти килти ĕçре, çавăнпа та культура енĕпе мероприятисем ирттересси харам та усăсăр çеç. Анчах ĕç çынни те канма тивĕçлĕ-çке.

Çак ыйту мана чылайранпа канăç памасть. Ăнланатăп-ха, пирĕн чăваш çынни ĕçлеме питĕ хастар. Ăна ĕç пулсан, çăкăр та, культура та кирлĕ мар. Çулла хулара пурăнакан чăвашсем пушă вăхăтра пурте пахчара, дачăра тата ытти килти ĕçре, çавăнпа та культура енĕпе мероприятисем ирттересси харам та усăсăр çеç. Анчах ĕç çынни те канма тивĕçлĕ-çке.
Ав, пĕр юрăра та: «Ĕçсем вĕçленсен, ывăнса çитсен, чун-чĕре уяв ыйтать» тенĕ сăмахсем пур. Уяв йăла-йĕркине май уйăхĕн 22-мĕшĕнче пуçласа июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Питравра, ăсатса янинчен те питĕ аван курăнать. Чăваш тумлă артистсемсĕр пуçне тата 30-40 çын çеç уява тухаççĕ. Çавăнпа та йăла-йĕркепе çыхăннă культура мероприятийĕсене кĕркунне, хĕлле, çуркунне юр ирĕличчен ирттерме палăртатпăр. «Чÿклеме», «Кĕр сăри», «Чи маттур чăваш пики», «Кăшарни», «Çăварни», чăваш дискотеки, хамăрăн аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев çуралнă кунпа çыхăнтарса «Чăваш чĕлхи кунĕ», хулари юрă-ташă коллективĕсен концерчĕсене çĕр ĕçĕсем пуçланиччен ирттерме тăрăшатпăр.Чăваш Енри чаплă юрăçсен пултарулăхĕпе те хулари чăвашсене паллаштарас килет. Пирĕн пата концертпа килме шухăш тытнă артистсене яланах тивĕçлĕ кĕтсе илсе ăсатса яма тăрăшатпăр.
Акă, иртнĕ уйăх вĕçĕнче пирĕн хулара тахçанах кĕтнĕ, юратнă чăваш эстрада çăлтăрĕсем Фарида, Алексей Московский тата Тольяттире пĕрре те пулман çамрăк юрăç Михаил Ăраскал концертпа килсе кайрĕç. Икĕ сехет хушши пынă концерт питĕ хаваслă иртрĕ. Ăста та пултаруллă юрăçсем хăйсен илемлĕ юррисемпе курма килекенсене калама çук савăнтарчĕç, вĕсен кашни юрри хавхаланса алă çупнипе вĕçленчĕ. Фаридан тарăн шухăшлă юррисене Тольятти чăвашĕсем тимлĕ итлерĕç, Московский юрланă чухне вара çур зал сиксе тăрса ташша яра пачĕ. «Чу-ча-ча» юррипе пирĕн хулари пĕчĕкскер ташă ăсти сцена çине хăпарса юрăçпа çуммăн тăрса ташлама та ăс çитерчĕ. Вĕсене иккĕшне те пухăннă халăх чылайччен тăвăллăн алă çупрĕ. Ăраскал юрланине те килĕштерчĕç.
Залри çынсем питĕ кăмăллă пулни тăвăллăн алă çупнинчен, пирĕн пата пырса тав тунинчен тата чăваш артисчĕсем хăçан килесси пирки кăсăкланнинчен паллă. Концерт вĕçĕнче эпир, йĕркелÿçĕсем - Наталия Панфиленко тата эпĕ, куракансене чун-чĕререн тав турăмăр. Юрăçсене асăнмалăх парнесем патăмăр.
Наталия Панфиленко патĕнче çĕр каçнă артистсене тепĕр кунне Самар хулине тухса кайиччен экскурсие илсе кайрăмăр. Тольятти илемлĕ хула, чаплă вырăнсем те нумай, музейсемпе палăксем çителĕклĕ.
Малтан икĕ машинăпа АвтоВАЗ музейне çул тытрăмăр. Унти ВАЗ автомобильсен ниçта та курман моделĕсене, сериллĕ кăларман макетсене курсан пирĕн артистсем шалтах тĕлĕнчĕç. Уйрăмах Алексей Московский аллинчен смартфонне вĕçертмесĕр ÿкерчĕ. Кунта Владимир Путин 2010 çулта «Чита-Хабаровск» трассипе хăй руль умĕнче ларса 200 çухрăма кайнă сарă тĕслĕ LADA Kalina Sport тăрать. Капочĕ çинче алă пусса хунă, питĕ килĕштернипе: «Пăхсан - чăх чĕппи, вĕçет чĕкеç пек!» - тенĕ вăл АвтоВАЗ машинине мухтаса
Конвейерпа тухнă пĕрремĕш ВАЗ-2101 машина, ытти модельсем, кабриолетсем, Лада Рикша, спорт машинисем, музее парнеленĕ нумай çул çÿренĕ машинăсем... - веçех куç умĕнче.
Атăл хĕррине тухса Василий Никитич Татищев палăкĕ патĕнче пултăмăр. Вăл пирĕн Атăл çинчи Ставрополь хулине (халĕ вăл Тольятти хулипе пĕрлешнĕ) никĕслекенĕ.
Хула тăрăх ирттернĕ экскурси пурне те килĕшрĕ. Тепре те килес-тăвас пулсан пирĕн кăтартмалли пайтах. Мĕне тăраççĕ АвтоВАЗăн Техника музейĕ тата хуларан 40 çухрăмри Атăл хĕрринчи Хрящевка ялĕнче ÿссе ларнă Гарибальди замокĕ. Анчах унта кайса курмашкăн артистсен вăхăт çитмерĕ. Сĕтел хушшинчен тухнă хыççăн хăнасем хыпаланса Самар хулине тухса кайрĕç. Купăспа, юрă-ташăпа ăсатса ятамăр чăн тăван пек çывăхланнă эстрада çăлтăрĕсене.
Каласа хăвармалла, инçетри Чăваш Енрен килекен артистсен концерчĕсене йĕркелесси тулашри чăвашсемшĕн питĕ йывăр та чăкăлтăш ĕç. Çиелтен пăхсан кăна çăмăл пек туйăнать. Хăш-пĕри çапла шухăшлать те. Çак ĕçпе пĕрре те çыхланманни. Юрăçсемпе мĕн калаçса килĕшнĕ кунран агитаци ĕçне пуçарса яратăн та вĕсене хуларан ăсатса ярсан çеç кăштах лăпланатăн. Пĕр уйăх ытла палăртса хунă ĕçсене пурнăçламалла. Чи малтан хулара зал шыраса тупса мероприяти ирттернĕ кун валли ăна 3-4 сехете тара илмелле, Шупашкартан ярса панă афишăсем çине (хăш чухне вĕсене хамăрăнах тума тивет) хăçан, ăçта концерт пулнине, билет хакне кăтартса çырмалла, вĕсене çынсем нумайрах çÿрекен вырăнсенче çыпăçтарса тухмалла, пысăк предприятисенче билечĕсене сутмалла. Артистсене, чи хаклă хăнасем пек, тарават кĕтсе илесси, енчен те тÿрех çул çине тухмалла мар пулсан, çĕр каçма вырнаçтарасси, тулли кăмăлпа ăсатса ярасси пирĕн чăваш халăх йăлинче хăть хăçан та пулнă. Анчах чи йывăрри пирĕншĕн, пысăк хулара пурăнакансемшĕн, чăвашсене концертсене йыхравласси. Пĕртте ялти пек мар, унта пĕр тĕлте сас парсан, пĕтем ял çынни илтет. Хулара пачах урăхла, афиша çакнисĕр пуçне мĕнле кăна йыхравламастăн: килти, кĕсьери телефонсемпе çыхăнса, интернета кĕрсе те. Анчах чăваша çемçе диван çинчен çĕклесе культура çурчĕ еннелле уттарасси - чăн-чăн нуша. Уйрăмах, арçынсене тислĕк сĕрнĕ пăявпа сĕтĕрсен те илсе тухаймастăн.
Акă, Тольятти хулине тата ун таврашĕнче чăмăртаннă ялсемпе поселоксене илер. Кунта пурĕ статистика кăтартăвĕпе 2019 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 720,7 пин çын пурăннă. Вĕсен йышĕ паянхи кун та унтан сахал мар. Вĕсенчен 1,75 проценчĕ (12 пин те 626 çын) чăвашсем шутланаççĕ. Чăваш мероприятийĕсене юлашки çулсенче 200 çын, кăштах нумайрах е сахалтарах кăна çÿреççĕ. Ан тив, утайман ватăсемпе ача-пăчасене шута илмесен те, унта 100-тен 5 проценчĕ çеç пырсан та, 631 çын пулмалла пек. Анчах ăçта вĕсем?! Епле йĕркелекенсем тăрăшса ĕçлесен те чăваш концерчĕсемпе спектаклĕсене чăваш çынни çÿресшĕн мар. Чăваш культури çине алă сулни пулмасть-ши çакă? Чăваш вырăсланнине пĕлтермест-ши? Сăлтавĕ унта мар пуль-ха. Кĕçех эпир, çĕр çинче пурăнакан чăвашсем, пирĕнпе туслă пурăнакан ытти наци халăхĕсем. Чăвашсен автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ юбилейне паллă тăвăпăр. Çак пысăк уяв хăш-пĕр пуçĕпех «вырăсланнă» чăваша шухăша ярасса шанатăп. Мĕншĕн-ха эпĕ атте-аннен чĕлхипе калаçмастăп, чăвашла çырнă хаçат-журналсене, кĕнекесене вуламастăп, чăваш культурине, историне, юрри-ташшине пĕлместĕп, мĕншĕн эпĕ атте-анне пилĕпе пурăнмастăп? Хăй умне лартнă ыйтусем çине тĕрĕс хурав паракан çын чăн чăваш çынни пуласса шанас килет.
Владимир ЛЕВУКОВ çыравçă.
Тольятти хули.
Читайте нас: