Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
19 Нарӑсӑн 2020, 13:40

Нихăçан та вăрçă ан пултăр

Кашни çулах библиотека ĕçченĕсем «Афганистан – пирĕн астăвăм тата ырату» акцие хутшăнса тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Февраль уйăхĕнче Ăхпуçĕнчи вулавăшра Н.Ф. Ивановăн «Ылтăнран та ылтăнскер» кĕнекине вуласси тата ăна сÿтсе явасси иртрĕ.

Кашни çулах библиотека ĕçченĕсем «Афганистан – пирĕн астăвăм тата ырату» акцие хутшăнса тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Февраль уйăхĕнче Ăхпуçĕнчи вулавăшра Н.Ф. Ивановăн «Ылтăнран та ылтăнскер» кĕнекине вуласси тата ăна сÿтсе явасси иртрĕ.
Мероприятие хатĕрленсе Л.А. Кириллова вулавăш ĕçченĕ «Асту пире, Раççей» кĕнеке-журнал выставкине хатĕрленĕччĕ. Чи малтан вăл Афганистан тата Чечня вăрçисем çинчен каласа пачĕ. Унти хирĕç-тăрусене пирĕн ял ачисем те хутшăннă. Афган вăрçинче пулнă виçĕ салтакран – Евгений Семенов, Анатолий Лугин, Константин Яковлев – пĕри çеç сывă тăрса юлнă. Вăл - юнашар поселокра пурăнакан К.В. Яковлев. Эдуард Михайлов, Борис Горбунов, Анатолий Урьялов, Сергей Афанасьев – Чечня вăрçине хутшăннисем. Паянхи кун А.А. Урьялов пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Пишпÿлек районĕнче пурăнакансемшĕн Афган вăрçинче пуç хунă Владимир Яковлев, Владимир Исаев, Марсель Кашапов ячĕсем ĕмĕрех асра юлĕç. Ку хутĕнче те вĕсене тата мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунă ытти салтаксене асăнса шăплăх минучĕ иртрĕ.
Тĕлпулăвăн иккĕмĕш пайĕнче Лия Кириллова Н.Ф. Иванов çырнă «Ылтăнран та ылтăнскер» ятлă новелла вуласа пачĕ, писателĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Автор хăй те çак вăрçăсенче пулнă, салтакăн тертлĕ нушине лайăх пĕлет, тыткăна та лексе курнă. Çавăнпа та вăрçă çинчен çырнă хайлавĕсем унăн питĕ нумай. Хăйĕн ĕçĕсемшĕн вăл чылай премие тивĕçнĕ.
«Ылтăнран та ылтăнскер» новеллăна вуланă чухне чылайăшĕ куççулĕсене те тытса чараймарĕç. Питĕ чĕрене пырса тивмелле çырнă. Унта сăнласа кăтартнă салтак – Евгений Родионов. Ку - чăн-чăн истори, уйласа тупнă сюжет мар. Çамрăк салтак тăшман аллине тыткăна лексен, хăйне темле асаплантарсан та мăйĕнчи хĕресне хывса пăрахма килĕшмен. Çавăншăн ăна тăшмансем пусса вĕлернĕ. Амăшĕ хăйĕн ывăлне шыраса ăçта кăна çитмест, мĕнле кăна нуша курмасть, анчах пурпĕр шыраса тупатех. Ывăлĕн кевтипе уйрăм выртакан пуçне пĕрле хурса çĕр ăшне чавса чикет. Ку хайлава вулама питĕ хĕн, хумханнипе куççуль тухать.
Мероприяти вăхăтĕнче тухса калаçакансем чылай пулчĕç: чиркÿ старости А.Ф. Семенов, В.П. Павлова. Л.Н. Кузьмина «Я сына родила не для войны» ятлă сăвă вуласа пачĕ. Л.А. Кириллова «Дочка с папой говорит» ятлă юрă юрларĕ. Паянхи кун пурăнакансен пурин те пĕр ĕмĕтпе пĕр тĕллев – çĕр çинче нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ, ывăлĕшĕн хурланса пĕр аннен те куççуль тăкмалла ан пултăр.
Лия ДМИТРИЕВА.
Пишпÿлек районĕ,
Ăхпуç ялĕ.
Читайте нас: