Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
19 Нарӑсӑн 2020, 16:49

«Пĕр ял çыннисене тата тăван çĕре юратса»

Нумай пулмасть Шаран районĕ хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне паллă турĕ. Çак ятпа Тÿртÿллĕ ялĕнче те «Пĕр ял çыннисене тата тăван çĕре юратса» илемлĕ уяв иртрĕ. Ăна Шаран районĕ 85 çул тултарнине халалласа ялти модельлĕ вулавăшпа культура çурчĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç.

Район уявне тĕрлĕ ăру çыннисем тата тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем хутшăнчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх‚ пухăннисем юбилей ячĕпе чылай ăшă сăмахсем каларĕç.
- Пирĕн мăнаçлăх вăл – пирĕн паллă ентешсем. Вĕсем çак тăрăхра тивĕçлĕ ывăлсемпе хĕрсем пулса çуралнине хăйсен пурнăçĕпе çирĕплетеççĕ. Ан тив, паянхи кун вĕсем пирĕнпе юнашар пурăнмаççĕ пулин те‚ хăйсен пултарулăхĕпе хавхаланăвĕ валли малтанхи вăй-хăвата кунта туптанă‚ – тесе уçрĕç мероприятие Зоя Георгиевапа Разифа Никифорова уяв ертÿçисем.
Мĕншĕн-ха пирĕн ентешсемпе мăнаçланмалла мар? Вĕсен шутĕнче - техника наукисен докторĕ‚ ПР Инженер академин тĕп членĕ‚ ЧР Наци ăслăлăхпа ÿнер академин Хисеплĕ академикĕ‚ ПР наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ‚ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Алексей Александрович Кондратьев профессор; геологи тата минералоги ăслăлăхĕсен кандидачĕ Геннадий Петрович Алексеев; ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ‚ ТР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Самигуллинович Миннуллин докторант; ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Анатолий Владимирович Егоров; ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ‚ Пушкăрт АССР тава тивĕçлĕ вăрман ĕрчетекенĕ Юрий Федорович Косоуров тата Л.А. Федоровпа А.П. Алексеев краеведсем. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр та мăнаçланатпăр.
Пĕр ял çыннисене выльăх ферминче нумай çул бригадир пулса ĕçленĕ Нина Миннуллина тухса саламларĕ. Ĕç ветеранĕ салам сăмахĕ каланă чухне фермăра тар тăкнă çынсем çинче чарăнса тăчĕ:
- Вĕсем çамрăклах çĕре хисеплеме‚ юратма вĕреннĕ. Çĕр-аннемĕр вара çынсен умĕнче парăмра юлман – пысăк тухăçпа тата лайăх кăтартусемпе савăнтарнă‚ – терĕ ĕнерхи бригадир пенсионерсем çинчен сăмах хускатнă май.
Унтан культура çурчĕн сцени çине «Файзуллина» КФХ тата медицина ĕçченĕсем‚ педагогсемпе социаллă службăра тăрăшакансем‚ «Малышок» ача сачĕн ветеранĕсемпе паянхи кун ĕçлекенĕсем‚ Тÿртÿллĕ ялĕнче вырнаçнă почта тата магазин ĕçченĕсем тухрĕç.
Малалла савăнăçлă концерт пуçланчĕ. Геннадий Михайлов ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕн пайташĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса çепĕç те хаваслă юрăсем шăрантарчĕç, ташшисемпе куракансен чун-чĕрисене хăпартлантарчĕç.
Çавăн пекех ял çыннисене уяв ячĕпе Тÿртÿллĕ ял Канаш пуçлăхĕ Ляйсан Гибатова саламларĕ. Вăл Тÿртÿллĕ ялĕн чи пысăк пуянлăхĕ кунта пурăнакан çынсем пулнине палăртса хăварчĕ. Пухăннисене çирĕп сывлăх‚ ветерансене вăрăм ĕмĕр тата уява лайăх ирттерме сунчĕ.
Уяв чăннипех те питĕ кăмăллă иртрĕ. Вăл пĕр ял çыннисен чĕринче ырă аса илÿсем хăварасса‚ çавăн пекех юратнă ялăн пуласлăхĕ çутă та телейлĕ пуласса шанас килет.
Зоя ГЕОРГИЕВА‚ культорганизатор.
Шаран районĕ‚ Тÿртÿллĕ ялĕ.
Читайте нас: