Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
11 Мартӑн 2020, 13:41

Тăван чěлхе калаçура та, пурнăçра та пулăшса пытăр

Пушкăрт патшалăх университечěн Çтерлě филиалěнчи тутар тата чăваш филологи кафедринче «Янăравлă чěрě сăмах» илемлě вулав конкурсě иртрě. Конкурса Авăркаспа Ермеккей, Кармаскалăпа Пелепей, Пишпÿлекпе Çтерлě, Федоровка районěсенчен 30 ытла вěренекен хутшăнчě.

Кăçал «Янăравлă чěрě сăмах» вулав конкурса Пěтěм тěнчери тăван чěлхесен кунне тата Раççей Федерацийěнчи Асăну тата мухтав çулě пулнине халалласа йĕркеленĕ. Ăна А. Салихова тата Ф. Сибгатуллина студентсем ертсе пычěç. Чи малтан вěсем пурне те Тăван чěлхе кунě ячěпе саламларěç, çак уяв историйěпе паллаштарчěç. Уява пухăннисене пушкăрт тата тěрěк филологи факультечěн деканěн воспитани енěпе ěçлекен çумě Н.А. Мукимова, тутар тата чăваш филологи кафедрин пуçлăхě И.С. Мансуров саламласа ăнăçу сунчěç. ПР культурăн тава тивěçлě ěçченě М. Хуснутдинов тата «Тавах» эстрадăпа фольклор ансамблě (ертÿçи – О.А. Иванова) пухăннисене юрă-кĕвĕпе савăнтарчěç. Çавăн пекех Çтерлě хулинчи Чăваш наципе культура автономийěн председателě О.Ю. Бабикова пурне те уяв ячěпе саламларě, пурне те ăнăçу сунчě.
Конкурса хутшăнакансене Геннадий Челпир поэт, драматург, «Шур Атăл» литература пěрлешěвěн секретарě; Елена Федорова «Сарпи» чăваш эстрадăпа фольклор ансамблěн солистки, ПР тава тивěçлě артистки; Ольга Иванова «Тавах» ансамблěн ертÿçи; Лира Афанасьевапа Наталья Карпова ППУн Çтерлě филиалěнчи тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателěсем; Анастасия Назарова чăваш уйрăмěн 4-мěш курс студентки хак пачĕç.
Кăçал вулав ăстисем А. Артемьевăн, Я.Ухсайăн, П. Хусанкайăн, Уйăп Мишшин, А. Алкан, Ç. Элкерěн, А. Афанасьевăн, Г. Орловăн, В. Тимаковăн, В. Бараевăн, А. Алентейěн, А.С. Савельев-САСăн, З. Сурпанăн вăрçă темипе çырнă сăввисене вуларěç. Вĕсем пурте сăвăсене тěрěс янăравлăхпа, сасă çÿллěшěпе, кирлě хăвăртлăхпа тата чуна пырса тивмелле каларĕç, нумайăшě презентаципе усă курчě. Жюри членěсем вулакансем тивěçлě тумпа килнине те хак пачěç.
«Янăравлă чěрě сăмах» илемлě вулав конкурсěнче пěрремěш вырăна çак вěренекенсемпе студентсем тивěçрěç: А. Салихова (1 курс студентки, ППУн Çтерлě филиалě), Л. Матвеева (10 кл., Пишпÿлек районě, Пишпÿлекри 1 № шкул, вěрентекенě – М.И. Захарова), И.Сергеева (9 кл., Пелепейĕнчи чăваш гимнази, П.Г. Кирилова), Е. Иванова (10 кл., Авăркас районě, Çěньял шкулě, Н.М. Глухов), М. Захарова (10 кл., Авăркас районě, Пишкайăн шкулě, Е.В. Савельева), Т. Федорова (9 кл., Авăркас районě, Юламан шкулě – Толбазăри лицей филиалě, Ю.Д. Федорова), О. Никитина (9 кл., Авăркас районě, Çěньял шкулě, Н.М. Глухов), В. Никифорова (9 кл., Авăркас районě, Шланлă шкулě, Н.Н. Васильева), В. Данилов (8 кл., Авăркас районě, Пишкайăн шкулě, Е.В. Савельева), А. Глухова (8 кл., Авăркас районě, Треппел шкулě – Мăйлăпукан шкулěн филиалě, И.Р. Виноградова).
Ăмăртăвăн иккĕмĕш пусми çине А. Федорова (1 студентки, ППУн Çтерлě филиалě), В. Никифорова (2 курс студентки, Çтерлě хулинчи нумай профильлě профессиллĕ колледж, Т.П. Афанасьева), Д. Ефимова (11 кл., Авăркас районě, Çěньял шкулě, Н.М. Глухов), М. Дмитриева (10 кл., Кармаскалă районě, Тинěскÿл шкулě, Л.Н. Павлова), А. Романова (10 кл., Çтерлě районě, Ямансас шкулě, Е.Г. Филиппова), Н. Алексеева (10 кл., Авăркас районě, Шланлă шкулě, Н.Н. Васильева), В. Федотова (8 кл., Авăркас районě, Çěньял шкулě, Г.В. Карпова), К. Павлова (9 кл., Пелепей районě, Слакпуç шкулě, М.М. Трофимова), А. Иванова (9 кл., Пелепей районě, Слакпуç шкулě, М.М. Трофимова), А. Алексеева (9 кл., Ермеккей районě, Суккул шкулě, С.А. Иванова), А. Чернова (9 кл., Ермеккей районě, Суккул шкулě, С.А. Иванова), Д. Иванов (9 кл., Авăркас районě, Пишкайăн шкулě, Е.В. Савельева), А. Иванова (8 кл., Авăркас районě, Çěньял шкулě, Г.В. Карпова), Т. Петрова (4 кл., Авăркас районě, Çěньял шкулě, Г.В Карпова) хăпарма пултарчĕç.
Виççěмěш вырăна Л. Грищук (8 кл, Пелепейĕнчи чăваш гимнази, вěрентекенě – В.К. Алексеева), А. Никифорова (10 кл., Авăркас районě, Пишкайăн шкулě, Е.В. Савельева), Д. Дмитриев (9 кл., Пелепей районě, Слакпуç шкулě, М.М. Трофимова), Н. Вальщикова (8 кл., Федоровка районě, Ашкатар шкулě, Т.Н. Вальщикова), А. Ефимова (9 кл., Çтерлě районě, Ямансас шкулě, Е.Г. Филиппова), К. Ефимова (9 кл., Çтерлě районě, Ямансас шкулě, Е.Г. Филиппова), Д. Мякиннов (8 кл., Пелепейĕнчи чăваш гимнази, В.К. Алексеева), А. Александрова (9 кл., Авăркас районě, Толбазăри лицей, вěрентекенě – А.В. Ванюшина) тухрěç.
Çěнтерÿçěсем пурте дипломсемпе парнесене тивěçрěç.
«Янăравлă чěрě сăмах» илемлě вулав конкурсне йěркелекенсем уява ирттерме спонсор пулăшăвě панă, конкурса хутшăнакансене парнесемпе хавхалантарнă Çтерлě хулинчи «Магазин постоянных распродаж» директорне С.Ф. Прохорована пысăк тав сăмахě каларĕç. Пысăк тав сире çак уява йěркелесе ирттерме пулăшнăшăн. С.Ф. Прохорова уяв ячěпе саламланă май конкурса хутшăнакансене пурне те тăван чěлхене вěренме, ытларах чăвашла калаçма сунчě. Конкурса хутшăнакансенчен чи нумай балл пухнисене Çтерлě хулинчи ЧНКА председателě О. Бабикова та дипломсем парса хавхалантарчě. Чи пултаруллисем «Тăван чěлхене юратнăшăн», «Актер ăсталăхěшěн» номинациллě дипломсем илме тивěç пулчěç.
Вулав конкурсěн çěнтерÿçисене хатěрленě вěрентекенсем те тав хучěсене тивěçрěç.
Пушкăрт патшалăх университечěн Çтерлě филиалěнчи тутар тата чăваш филологи кафедрин преподавателěсем конкурса хутшăннă вěренекенсемпе студентсене, вěсене хатěрленě вěрентекенсене, жюри членěсене, куракансене концерт номерěсемпе савăнтарнă М. Хуснутдинова тата «Тавах» ансамбле, курма килнě хăнасене пурне те пысăк тав сăмахě каларĕç. Пěтěм тěнчери тăван чěлхесен кунěпе, çитес уявсемпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç. Тăван чěлхе вара сире яланах калаçура тата кулленхи пурнăçра пулăшу парса пытăр, çынсемпе пěр чěлхе тупмалли, вěсене ырă та ăшă сăмахсем каламалли хатěр пулса тăтăр. Тăван чěлхе кашни çыннăн чунěнче вырăн туптăр. Манар мар тăван чěлхене!
Наталья КАРПОВА,
ППУн Çтерлě филиалěнчи тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчě.
Читайте нас: