1930 çулта Çĕньял ялĕнчи пуçламăш шкула ăс пухма кайрăм. Пĕр класра вĕренекенсем 1917-1921 çулхи ачасемччĕ. Шкула кайичченех эпĕ вулама пĕлеттĕм‚ пĕр класра вĕренекенсем вара тин сас паллисене паллама‚ вулама вĕренетчĕç. Шкулта пире мĕне вĕрентнине‚ хам мĕнле вĕреннине астумастăп ĕнтĕ. Вĕренекенсем час-часах улшăнатчĕç. Эпĕ шкултан вĕренсе тухиччен 7-8 учитель те пулчĕ. Иккĕмĕш класра чухне эпир хутлав таблицине‚ вырăс чĕлхипе тăван чăваш чĕлхисене вĕреннине‚ физкультура урокĕсене çÿренине астăватăп. Шăпах çав çулхине‚ вĕренÿ çулĕн варринче‚ учитель юрă урокĕ пулассине пĕлтернĕччĕ. Эпĕ хаваспах «Туй юррине юрлатпăр-и?» тесе ыйтрăм. Çав вăхăтра кÿршĕ пÿлĕмре 4-мĕш класс ачисем вĕренетчĕç. Стена çинче пысăках мар шăтăк пурччĕ‚ вĕсем манăн ухмахла ыйтăва илтнĕ пулмалла. Çавăнпа класĕпе ахăлтатса кулса ячĕç. Хальччен пирĕн юрăпа рисовани урокĕ пулман. Эпĕ вара туй юррисемсĕр пуçне урăх юрăсем пуррине пачах та пĕлмен. Пуçламăш шкул пĕтернĕ ачан пĕлÿ шайĕ хальхи 1-мĕш класс ачисенчен те начар пулнă. Мĕншĕн тесен кĕнекесемпе тетрадьсем пулман. Вĕсем пулманнипе хаçат хучĕ çинче çырма вĕреннĕ. Çапла вара эпĕ 1934 çулта пуçламăш шкултан вĕренсе тухрăм‚ малалла Треппел ялĕнчи шкулта ăс пухрăм. Кунта та ачасене вĕрентме кĕнекесем çукчĕ. Учительсенче те вĕсем пулман. 1936 çулта çеç шкула пĕрремĕш кĕнекесемпе тивĕçтерчĕç. Çак çул 4-мĕш класс ачисем валли «История СССР» пĕрремĕш вĕрентÿ кĕнекине пичетлесе кăларчĕç. Эпир‚ 6-мĕш класс ачисем‚ çак кĕнеке тăрăх Тăван çĕршывăн историне вĕрентĕмĕр. 1937 çулта Совет Союзĕн маршалĕсене Блюхерпа Егорова‚ Тухачевскине ют çĕршывсен шпионĕсем тесе арестлерĕç. Çакна шута илсе вĕрентекенсем истори кĕнекинче маршалсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе пичетленнĕ страницăсене çурса илме хушатчĕç. Çу кунĕсенче эпĕ çăпата тăваттăм. Вĕсене Толбазăри пасарта 20 пуспа сутаттăм та пухăннă укçапа кĕнеке лавккинче кĕнекесем туянаттăм.
Треппелти шкулта сакăр класс пĕлĕвне илнĕ хыççăн эпĕ Ĕпхÿри ÿнер училищинчи сăнарлă ÿнер уйрăмне вĕренме кĕме хăтланса пăхрăм, анчах та пулмарĕ.
1940 çулхи сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче эпĕ район Канашĕнчи депутатсен ĕç тăвакан комитетăн канцеляри ĕçне ертсе пыма тытăнтăм. Тепĕр çулталăкран тенĕ пек нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине сĕмсĕррĕн тапăнчĕç, хаяр вăрçă пуçланчĕ. Фронта тивĕçлĕ пулăшу парас тĕллевпе колхозсем хăйсен хуçалăхĕнчен тракторпа машинăсем‚ лашасемпе вĕсене кÿлмелли хатĕр-хĕтĕрсем‚ пысăк чансем‚ радиоприемниксем‚ укçа-тенкĕ‚ ытлашши продукцие ăсатнă. Фронта кайиччен килтисене курас тесе эпĕ 1941 çулхи август уйăхĕн 18-мĕшĕнче ĕçе пăрахрăм‚ тăван киле таврăнма шут тытрăм. Анчах килте сайра-хутра çеç пулма тÿр килчĕ. Мĕншĕн тесен тыр-пул пуçтармалли вăхăт çитнĕччĕ. Мана бригадăра учетчик тивĕçне шанса пачĕç. Арçынсен ытларах пайĕ фронта тухса кайнипе вырма ĕçĕсене хĕрарăмсем пурнăçлатчĕç. Вĕсем ĕçсене алăпа тăватчĕç‚ çурлапа тырă выратчĕç. Лобогрейкăсем те пурччĕ. Анчах вĕсем час-часах ванатчĕç. Хăшĕ мĕн чухлĕ вырнине кунсерен виçеттĕмĕр‚ ĕç кунне çыраттăмăр‚ çырнисене вара бухгалтерине параттăмăр.
Вырма ĕçĕсем вĕçленсен пирĕн колхозран 3 лава Çтерлĕ хулинчи çар заводне (халĕ вăл станок тăвакан завод) хăпартма ячĕç: Григорий Александрович Потапов (асли)‚ Павел Платонович Иванов тата эпĕ. Унтан 10 лав Белое Озерăри вăрман хуçалăхне çул тытрĕ. Çак вăрман хуçалăхĕ Кармаскалă районĕнчи Дмитриевка ялĕ çывăхĕнче вырнаçнăччĕ. Унта эпир вăрман туртараттăмăр. Авиафанер тумалли хурăн пĕренисене (вĕсен тăршшĕ 1‚7 метрпа танлашатчĕ) Александровка разъездне кăлараттăмăр‚ унтах купалаттăмăр. Вăл вăхăтра Ил-2 тата По-2 самолетсене фанертан тăватчĕç. Фронта кайиччен эпир колхозра ĕçлерĕмĕр.
1942 çулхи май уйăхĕн 2-мĕшĕнче мана тата Петр Прокофьевич Никитина фронта кайма повестка пачĕç. Пире Белое Озеро чугун çул станцине Петĕрĕн шăллĕ Герман ăсатрĕ. Вĕсен тăванĕсем патĕнче Пишкайăнта çĕр каçма тÿр килчĕ. Май уйăхĕн виççĕмĕш кунĕнче Авăркас районĕнчи 10 çын станцинче пухăнтăмăр. Пĕри аслăрахчĕ. Çапла вагонсем çине ларса Ĕпхÿ хулине çул тытрăмăр. Тĕп хулари çар комиссариатне каçхине килсе çитрĕмĕр. Çĕр каçма пĕчĕк пÿлĕме вырнаçтарчĕç.
Ĕпхÿре пире 30-мĕш запас по лк йышне кĕртрĕç. Вăл хула хĕрринче‚ 10-мĕш ача колонийĕ çывăхĕнче (халĕ Матросов ячĕпе çÿрет) вырнаçнă. Ун чухне унта уçланкă кăначчĕ. Пире пĕр-ик кун карантинта тытрĕç‚ мунча хыççăн вара çар тумне пачĕç.
Ялтан тухнă чухне эпир хамăрпа сухарипе шушкă‚ икĕ мăшăр çăпата илнĕччĕ. Урасене те çĕнĕ çăпата сырнăччĕ. Çав вăхăтра çăпатасемпе çÿрекен çар чаçĕсем те пулнă. Çар тумне тăхăннă хыççăн пире хамăр япаласемпе çăпатасене ывăтма хушрĕç. Тепĕр кунхине ывăтнă япаласене курмарăмăр‚ вар тасаччĕ.
Эпир Петĕрпе тĕрлĕ батальона лекрĕмĕр. Мана полк шкулне вырнаçтарчĕç. Çавăнтанпа эпĕ ăна курман та темелле. Полк шкулĕнче мана сержант званине пачĕç. Эпĕ 30-мĕш полкра пулнă вăхăтра атте икĕ хутчен Ĕпхÿ хулине килсе кайрĕ. Вăл ывăлне курас тесе ывăннине пĕлмесĕр 75 çухрăм çуран утнă. Мана валли кил апачĕ‚ сухари илсе килнĕ пулмалла, анчах икĕ хутĕнче те тĕл пулаймарăмăр. Пĕрремĕш хутĕнче эпир Иглин районĕнче вĕренÿре пулнă‚ иккĕмĕшĕнче пире фронта ăсатрĕç. Атте 5 минута каярах килсе çитрĕ. Пĕтĕмĕшле вăл мана курас тесе 300 çухрăм çуран утнă, çапах та тĕл пулма Турри çырман.
1942 çулхи июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче эпĕ присяга йышăнтăм. Çав уйăхăн çирĕммĕш кунĕнче пире фронта ăсатрĕç. Полк вырнаçнă вырăнтан пуçласа «Ĕпхÿ» чугун çул станцине çити 500 метра яхăн тăсăлакан колоннăпа Ĕпхÿ урамĕсем тăрăх утрăмăр. Вырăнти халăх пире ăсатма тухнăччĕ. Хĕрарăмсем макăратчĕç. Çул тăршшĕпе колонна пуçĕнче полк оркестрĕ вылярĕ.
Çапла тавар вагонĕсем çине тиенсе çула тухрăмăр. Куйбышев станцинче (халĕ Самара) чарăнтăмăр‚ пире вĕри апат çитерчĕç. Апатланнă хыççăн «Ехали казаки из Дону до дома‚ пидманули Галю забрали с собою» юрра юрласа малалла çул тытрăмăр. Орел облаçĕнчи Ливны хулине çĕрле килсе çитрĕмĕр. Станцинчен малалла çуран утрăмăр.
Июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче мана 148 стрелоксен дивизийĕн‚ 654-мĕш стрелоксен полкĕн‚ 2-мĕш батальонăн, 2-мĕш миномет ротин йышне кĕртрĕç. Пирĕн полкра Пушкăртстан ачисем çукчĕ. Манпа пĕрле служба иртекенсен хушшинче украин‚ вырăс тата Вăтам Ази ачисемччĕ. Эпĕ сержант пулнă май, 82 мм минометсен пĕрремĕш номерĕ пулса тăтăм. Эпир оборонăра тăраттăмăр. Вăхăтран вăхăта пире пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçаратчĕç.
Пĕррехинче пире оборонăран Ливны хулине илсе тухрĕç. Эпир хула хĕрринче Сосна юхан шывĕнче вырнаçнăччĕ. Çак хула хĕррине Слобода тесе чĕнетчĕç. Çыранран 30-40 метрта Набережная урамĕ тăсăлса выртатчĕ. Çак урамра пурăнакансем патне хутран-сиртен кĕрсе тухаттăмăр. Пĕр хуçа арăмĕ пирĕн взводăн командирне, Собин кĕçĕн лейтенанта, сарлака офицер пиçиххийĕ парнелерĕ. Мана вара салтак пиçиххийĕ лекрĕ. Çак парнешĕн эпĕ хĕпĕртерĕм. Мĕншĕн тесен брезент пиçиххипе çеç усă кураттăм. Хуçа арăмĕн мăшăрĕ мирлĕ вăхăтра милиционер пулнă иккен‚ вăл фронта тухса кайнă. Пиçиххийĕсем вара килĕнче тăрса юлнă.
Пĕр кунхине пирĕн полк нимĕç позицине атакăларĕ. Тăшман çине тапăннин усси пулмарĕ‚ аманнисемпе вилнисем вара çителĕклех пулчĕç. Çухатăва саплаштарма пирĕн ротăран 5 салтака ячĕç. Вĕсен шутне эпĕ те лекрĕм. Пире тата ытти çĕртен килнĕ салтаксене темшĕн пăшалсем памарĕç. Мана взвод тата рота командирĕсем хушшинчи çыхăну ĕçне йĕркелеме хушрĕç. Анчах манăн тата тин килнĕ салтаксен аллинче пĕр пăшал та çукчĕ. Çапăçу вăхăтĕнче аманнисем хăйсен пăшалĕсене пăрахса хăварман. Ăна вĕсем хăйсемпе санчаçе илсе кайнă. Енчен те аманнă салтак пăшалне алла тытайми пулсан‚ унăн пăшалне санитар илнĕ. Хĕç-пăшалсăр салтаксем вара вилнисен пăшалĕсемпе çеç усă курма пултарнă. Полк йышĕ ÿссен мана хамăн ротăна куçарчĕç. Çакă вара 1942 çулта Дон‚ Кавказ тата Сталинград çĕрĕсемшĕн пынă çапăçусем вăхăтĕнче пулса иртрĕ.
Салтаксене апат-çимĕçпе туртмалли çитместчĕ. Шăрпăк курупки чухлĕ махорка пĕр паек çăкăр хакĕпе танлашатчĕ. Эпĕ табак туртмастăмччĕ. Çавăнпа манăн пая ыттисене салататчĕç. Туртмалли хутпа шăрпăк та çителĕклĕ пулман. Шăрпăк вырăнне салтаксем кремнипе‚ вут-çулăмпа е ăвăпа(трут) усă куратчĕç. Чи пултарулли‚ чи ăсти вара çăкăр касма тивĕçетчĕ. Мĕншĕн тесен куçпа пăхса илсе кашни татăка пĕр пек касма пĕлмелле. Çакна вара пурте пултараймастчĕç. Енчен те çăкăр татăкĕ пысăкрах пулсан‚ унтан пĕчĕк татăк касса илеççĕ те пĕчĕкрех татăк çумне хураççĕ. Пĕр салтакĕ çурăмпа çаврăнса тăрать‚ тепри унтан «çак çăкăр татăкĕ кама?» тесе ыйтать. Лешĕ вара «сана»‚ «мана»‚ «Иванова»‚ «Денисенкăна» тата ыт.те тесе хуравлать.
Совет салтакĕн тепĕр йывăрлăхĕ вăл конвертсем çитменни пулнă. Çыру хутне виç кĕтеслĕ туса яраттăмăр. Килтен те виç кĕтеслисем килетчĕç. Кирек хăш çырăва та çар цензури тĕрĕслетчĕ. Унтан вĕсем çине «Çар цензури тĕрĕсленĕ» тесе штамп лартатчĕç. Енчен те çырура тăвансене пĕлтерме ирĕк паман хыпар пулсан‚ çырнине туртса пăрахатчĕç. Ăна никам та вулаймастчĕ.
1942 çулхи ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче манăн должноçа ÿстерчĕç‚ миномет расчечĕн командирĕ турĕç. Унчченхи командира манăн вырăна куçарчĕç. Вăл - Владивосток çынниччĕ‚ çарта кадрсемпе ĕçлекен служащий‚ Курбатов аслă сержантчĕ. Çулĕпе аслăрах‚ ÿт-пĕвĕпе çирĕпрех арçын манран ытларах хĕсметре тăнă. Званийĕпе те аслăрах пулнă.
1943 çулхи январь уйăхĕнче пирĕн дивизи наступленине кĕчĕ. Пире тĕкĕнме юраман запас пачĕç, анчах эпир ăна çавăнтах çисе ятăмăр. Хĕл кунĕсенче 100 гр эрех паратчĕç. Пирĕн старшинан куркине вара 60-80 гр çеç кĕретчĕ. Вязовик ялĕ çывăхĕнче çил-тăманлă‚ сивĕ çĕрлехи каç эпир нимĕçсене ăшă çĕр пÿрчĕсенчен хăваласа кăлартăмăр‚ тăшманăн ункине татрăмăр.
Пирĕн расчетăн пĕрле илнĕ çăкĕ пысăк та йывăрччĕ. Унта тем те пур: миномет кĕпçи (19,6 кг), лафет (тупă станĕ – 21,2 кг), плита (23,1 кг), лум, катмак, кĕреçе (пирĕн вара нимĕç кĕреçи, аври юманран, хăй çăмăл та çивĕч, ăна çирĕп хурçăран тунă), мина запасĕ (28 кг). Çак мула тăватă çын çĕклесе пыратчĕ. Унсăр пуçне кашнин аллинче винтовкăпа противогаз, кутамкка, пĕчĕк хуран, пуçсенче çĕлĕкпе каска, шлем айĕнчен тăхăнмалли. Наступлени вăхăтĕнче, январь уйăхĕнчен пуçласа март уйăхĕччен, эпир çара çĕрте пурăнтăмăр. Сивĕ те çил-тăманлă кунсемпе çĕрсенче уçă та çара çĕр çинче апатланаттăмăр, çавăнтах çывăраттăмăр. Паллах, çакăн пек условисенче пĕр салтак та çывăрса тăранайман, хывăнса-çăвăнса канасси çинчен те ĕмĕтленмен. Хăшĕ-пĕрисем çав тери ывăннипе ларнă-утнă çĕртех ыйха путатчĕç. Гигиенăна пăхăнакан условисем пулманнипе эпир те, нимĕçсем те, офицерсем те пыйтланнăччĕ. Наступленин малтанхи кунĕсенче апат-çимĕç çителĕклĕччĕ. Ÿт-пÿре вăй çителĕклĕ пулнипе хаяр çапăçăвăн пуçламăшĕнче эпир пысăк хăвăртлăхпа пытăмăр. Каярах аманнисемпе вилнисем батальон йышĕнчен тухса ÿкрĕç. Пирĕн вăй та чакса пычĕ.
Астăватăп, ирхи шурăмпуç… Пирĕн батальон çулпа маршпа пырать. Колонна пуçĕнче автоматчиксен взвочĕ вырнаçнă, унтан винтовкăсем çакнă стрелоксем. Вĕсен хыçĕнче пулеметчиксемпе минометчиксем пыраççĕ, çумрах ПТРсем, юланутçăсем те айккинче тăрса юлман. Çар кухни вара колоннăна вĕçлесе пырать.
Пĕр яла кĕнĕ чухне командир батальон çапăçăва кĕресси çинчен пĕлтерсе ĕлкĕрейменччĕ. Паллах, кăшкăрма кăшкăрчĕ. Анчах малта пыраканнисем вăл каланине илтмерĕç. Эпир çав самантрах яла пырса кĕтĕмĕр, пĕр пăшал сасси те памарăмăр. Нимĕçсем вара пысăк калибрлă пăшалĕсене пăрахса аран тарса ĕлкĕрчĕç.
Совет салтакĕсен паттăрлăхне пĕр тĕслĕхпе кăна кăтартса пама май çук. Çавăнпа каланине тепĕр тĕслĕхпе çирĕплетсе парам. Çил-тăманлă çĕрлехи каç полк çул тăрăх пырать. Пĕрисем каланă тăрăх, эпир 35 çухрăм çуран утнă. Нимĕçсем пиртен чылай аякра пулнипе эпир килсе çитесси çинчен шухăшламан та. Çавăнпа канса илесшĕн пулнă. Ирччен эпир тăшман вырнаçнă яла пырса кĕтĕмĕр. Пирĕн колоннăн вĕçĕ яла кĕриччен малтисем нимĕç салтакĕсене тыткăна илчĕç. Анчах тăшманăн ытларах пайĕ тарса ĕлкĕрчĕ. Çак пысăк ял Евланово ятлăччĕ. Ăна та эпир пĕр пăшал сасси кăлармасăр ирĕке кăлартăмăр.
Колпна район центрĕнче нимĕçсен хĕç-пăшалпа апат-çимĕç склачĕсем пулнă. Каялла чакнă чух вĕсем çак складсене çунтарса хăварнă. Эпир килнĕ çĕре складсене вăйлă вут-çулăм хыпса илнĕччĕ: апат-çимĕç çунатчĕ, боеприпассем çурăлатчĕç. Пирĕн старшинапа унпа пĕрле çÿрекенсем вут-çулăмран темиçе хутаç сахăр песукĕ, услам çу, консервăсем, пылпа повидло тата ытти пылак çимĕçе çăлса хăварчĕç. Унтан вĕсем салтаксене çак «кучченеçсемпе» хăналарĕç. Пушартан илсе тухнă апат-çимĕç хушшинче нимĕçсен шурă çăкăрĕ те пурччĕ. Ăна 1939 çултах пĕçернĕ, целлофан пакетпа чĕркенĕччĕ. Типнĕ, çав вăхăтрах пăсăлман çăкăра пурте тутанса пăхрĕç. Эпир нимĕçсен ясмăкран пĕçернĕ шÿрпине те çисе куртăмăр. Ăна та вĕсем чакнă чухне пăрахса хăварнăччĕ.
Пирĕн повар старшинапа пĕрле çÿрекенсем çăлса хăварнă мулран питĕ тутлă апат пĕçернĕччĕ: хуран ăшĕнче пысăк çу татăккисем ирĕлеççĕ, ун айĕнче тушенка… Хăй апатне пĕçернĕ май, «Çывăхарах пырăр, апатланăр» тесе чĕнетчĕ.
Пĕррехинче вăрманти типнĕ çырма вырăнĕнче дивизие пухрĕç. Кунта çар трибуналĕн приговорне вуларĕç те пĕр салтака персе вĕлерчĕç. Унăн айăпĕ хăйне хăй аматнинче пулнă иккен. Айăплакан приговора пурин умĕнче пурнăçа кĕртни ытти салтаксемшĕн кăтартуллă пулчĕ.
Малоархангельск хули çывăхĕнчи Удеревка ялĕнче чылай вăхăт ирттертĕмĕр. Эпир ăна вăрахчен ирĕке кăлараймарăмăр. Орел облаçĕнчи тăшманран тасалнă районсенче пурăнакансем пирĕн полк йышне кĕчĕç. Анчах вĕсенчен нумайăшĕ аллисенче винтовка тытма пĕлместчĕ. Удеревка ялĕ çывăхĕнчи çапăçусенче пирĕннисем пысăк çухатусем тÿссе ирттерчĕç. Ял çывăхне пырас тесен сĕтел пек тикĕс уй-хир урлă иртмеллеччĕ. Çак яла пирĕн полк икĕ хутчен ирĕке кăларчĕ. Пĕрремĕш хутĕнче совет салтакĕсене дисциплинăна пăхăнманни çухатусем патне илсе килчĕ. Яла ирĕке кăларнă ятпа салтаксем вăйлă ĕçме тытăнчĕç. Нимĕçсем çакна курсан, юлашки вăйăсене пĕр çĕре пухса пире ялтан хăваласа кăларчĕç. Пирĕн полкри миномет ротин командирĕ Урбанов та нимĕçсен аллине лекрĕ. Ăна пĕр çуртра ярса тытнă. Хуçа арăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, нимĕçсем командир еврей çынни тесе ăна питĕ вăйлă асаплантарнă. Эпир вара кÿршĕ яла тарса хăтăлтăмăр. Çав вăхăтра типнĕ çырмара пирĕн икĕ аманнă салтак выртса юлчĕ. Нимĕç санитарĕсем вĕсен суранĕсене сипленĕ. Пĕр салтакĕ тăла айĕнчен нимĕç нускине тăхăннă пулнă. Çавăншăн ăна персе вĕлернĕ. Теприне вара Бахмачевские выселки ялне илсе çитернĕ. Çак ял пĕр анлă урамран тăратчĕ. Урамĕнче те 8-10 çурт çеç. Асăннă ял типнĕ çырман тепĕр енче вырнаçнă. Бахмачевские выселки ялĕнче пурăнакан пĕр узбек нимĕçсем килсе тухсан ыттисемпе пĕрле тарса ĕлкĕреймен тет. Çавăнпа вăл çенĕкре, улăм купи ăшĕнче пытаннă. Эпир каялла киличчен, вырăнтан хускалма хăранипе, виçĕ талăк хушши çавăнта выртнă. Вăл улăм купи хушшинчен нимĕç салтакĕсем çÿренине, вĕсен калаçăвне тимлесе итленĕ. Узбек вырăс калаçăвне илтсен çеç тухнă. Пире курсан вăл савăннипе макăрса ячĕ. Тăшманран хăтăлас тесен унăн типнĕ çырма еннелле, нимĕçсене хирĕç чупмалла, унтан сулахай еннелле пăрăнмалла пулнă. Тăшман салтакĕсем те чакнă чухне типнĕ çырма еннелле чупрĕç.
Удеревка ялĕ хĕрринче, яла кĕрекен çул çинче юрпа витнĕ нимĕç пулемет точки вырнаçнăччĕ. Пулеметчикĕ чи юлашки çуртра чÿречерен сăнаса ларнă. Çав вăхăтра вăл пулемет лентине те авăрланă. Эпир çывхарса пынă вăхăтра пулемет патне чупса пыратчĕ те пирĕн тăрăх перетчĕ. Хайхи пулеметчик вырăс хĕрарăмĕ пулнă иккен. Çакна эпир каярах пĕлтĕмĕр. Юлашкинчен ăна персе вĕлерчĕç.
Удеревка ялне ирĕке кăларнă хыççăн Малоархангельск хули те пирĕн алла куçрĕ. Ăна нимĕç салтакĕсем тарнă чух çунтарса хăварнă. Март уйăхĕн 6-8-мĕшĕсенче Елизаветино ялĕнче чылай çар пухăнчĕ. Кунта пехота та, артиллери та пурччĕ. Çак ялтах Курбатов аслă сержант осколок лекнипе вилчĕ. Эпир «Г» саспалли евĕр, улăмпа витнĕ картан пĕчĕк пÿлминче вырнаçнăччĕ. Тепĕр пÿлмере - 200 яхăн çынран тăракан стрелоксен роттичĕ. Тимĕр листана кукăртса пĕчĕк кăмака турăмăр. Карта ăшĕнчех кăвайт чĕртрĕмĕр. Пĕрисем тумĕсемпе çи-пуçĕсене силлесе пыйтисене кăвайт çинче «ăшаларĕç», юр ирĕлтерсе çăвăнчĕç. Теприсем вара вилнĕ нимĕç лашисен ашне касса пĕçерчĕç. Акă тÿпере самолет курăнчĕ. Ку нимĕç разведчикĕ пулчĕ. «ФокеВулф-90» ялта совет çарĕсен йышне курсан, каялла вĕçсе кайрĕ.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, 17 нимĕç бомбардировщикĕ, юнкерс-87 тата юнкерс-88, вĕçсе килчĕç. Вĕсем пирĕн çине бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Паллах, пирĕннисем çакăн пек пуласси çинчен шухăшламан та. Самолетсем артиллерипе техникăна тĕп тума тытăнчĕç.
Йывăçран хăпартнă, тимĕр тăрăллă çуртра пирĕн артиллери командирĕсем вырнаçнăччĕ. Урамра, çурт умĕнчи путвалта 18 артиллерист пулнă иккен. Взрыв хумĕ çурта тĕп турĕ, путвалăн шăннă тăрри артиллеристсем çине ишĕлсе анчĕ. Пĕр харăс вун саккăрĕшĕ те ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕç. Çак вăхăтра вĕсен старшини апат илсе килчĕ, анчах ăна тутанса пăхас текеннисен чĕрисем тапма чарăннăччĕ.
Тăшман çакăнпа кăна лăпланмасть тесе эпир садри юр купи ăшĕнче окоп чавма тытăнтăмăр. Чăнах та, нимĕç самолечĕсем каялла вĕçсе килчĕç. Эпир хамăр окопсене тарса пĕтрĕмĕр. Акă, эпĕ çурăм çинче выртатăп. Тÿперен тăшман бомбăсем ывăтать. Вĕсем ман çине ÿкес пек туйăнаççĕ. Тăшман пĕр чăрмавсăр яла аркатрĕ. Эпир нимĕн те тăваймарăмăр. Çак кунхине çухату питĕ нумай пулчĕ. Сывă юлнисем пысăк шăтăк чаврăмăр. Вилнисене аялти кĕпе-йĕмĕ таран хывăнтартăмăр та пытартăмăр.
Çакăн хыççăн пĕр вăхăтлăха тăшман çине тапăнма тăхтаса тăтăмăр. Эпир чарăннă вырăн «Курск пĕкки» («Курская дуга») ятлăччĕ. Пиртен сулахайра Протасово тата Гриневка ялĕсем вырнаçнă. Умра - Орел-Курск-Харьков чугун çул, кăнтăр енче - чугун çул станцийĕпе Орел облаçĕн Глазуново район центрĕ. Куç умĕнче сăртлă лапам тăсăлса выртать, çавна пула аякри курăнмасть, хыçра – айлăм, темиçе теçетке çухрăма сăнама пулать.
Пирĕн командирсем нимĕçсен шухăшне пĕлнĕ иккен. Лешсем çу кунĕсенче пире тавăрма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа пирĕннисем тăшман çакăнта тапăнма пултарать тесе шухăшланă. Командовани тĕплĕн хатĕрленчĕ: танксемпе самолетсем, артиллери, пăшалсем, апат-çимĕç…Хÿтĕлеве те çирĕплетрĕç. Çапла пире пĕр вырăна куçарчĕç те «эсир çакăнта тăратăр» тесе хăварчĕç. Эпир алă усса ларман, çанă тавăрса пулас çапăçусене хатĕрленнĕ. Окопсемпе траншейăсем, çĕрпÿртсем чаврăмăр, çыхăну çулĕсемпе вут-çулăм точкисене палăртса хутăмар. Ĕçсене çĕрле пурнăçлаттăмăр, кăнтăрла канаттăмăр. Каçхине вара пире тепĕр вырăна куçаратчĕç. Кунта та эпир çĕрĕпе ĕçлеттĕмĕр. Палăртса хунă ĕçсене пурнăçласан, урăх çĕре куçаратчĕç. Çапла çу пуçланиччен куçса çÿрерĕмĕр.
Политработниксем тăшман çывăх вăхăтра тапăнать тесе час-часах аса илтеретчĕç. Çавăнпа разведчиксен хыпарĕсене пĕлтеретчĕç. Курс пĕккине эпир хĕссе пĕчĕклетрĕмĕр тата тарăн эшелон укрепленипе тивĕçтертĕмĕр тесен те йăнăш пулмасть. Траншейсемпе çыхăну çулĕсене пĕтĕмĕшле эпир 5 пин çухрăма яхăн алăпа чавса тухрăмăр.
Курск çапăçăвĕ 1943 çулхи июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирхи 5 сехет те 30 минутра пуçланчĕ. Командовани пĕлнĕ тăрăх, нимĕçсем çĕрлехи 3:00 сехетре тапăнмаллаччĕ. Центральнăй фронт командующийĕн К.К. Роккосовский хушăвĕпе çĕрлехи 2 сехет те 20 минутра артиллеристсем 5 пин ытла хĕç-пăшалран, минометсенчен, катюшăран пеме тытăнчĕç. Вĕсем пирĕн çине тапăнмалли нимĕç чаçĕсем тăрăх вут-çулăм тăкрĕç. Эпир çĕрпÿртсенчен тухрăмăр та таврана сăнама тытăнтăмăр. Йĕри-тавра пăшалсем пенипе, вут-çулăм çуннипе тÿпе çутă, 40 çухрăма яхăн аякра мĕн пулса иртни курăнать. Тупăсем пĕр чарăнми çурăлнипе вара çĕр чĕтренет. Темĕн чухлĕ тупăсемпе минăсем çурăлнă хыççăн чугун çул эшелонĕсем пеме чарăнчĕç.
Ирхине нимĕç самолечĕсем вĕçсе килчĕç. Вĕсен вĕçĕ-хĕрри те курăнмарĕ. Эпир тăшмансем Курск хулине тапăнма тухнă тесе шутларăмăр. Анчах нимĕç самолечĕсем пирĕн çине пеме тытăнчĕç. Пысăк тупăсемпе артиллеристсене‚ пĕчĕкреххисемпе пире печĕç. Унтан нимĕç артиллерийĕ артхатĕрленĕве тытăнчĕ. Эпир окопсене тарса пытантăмăр. Тăшман танкĕсем те вăрах кĕттермерĕç. Вĕсем те вĕçĕ-хĕррисĕр пеме пуçларĕç. Йĕри-тавра танксем çунма тытăнчĕç‚ тавралăх хура тĕтĕмпе витĕнчĕ. Çапăçăвăн пĕрремĕш сехечĕсем çакăн пек пуçланчĕç. Ик енчен 50 пине яхăн çын хутшăнчĕ. Çак чĕр тамăкра‚ вут-çулăм пĕккинче эпĕ 10 талăк пултăм.
1943 çулхи июль уйăхĕн 15-мĕшĕнче пире кăвак çутăллах апатлантарчĕç‚ старшина пĕр витре эрех илсе килчĕ. Вăл пурне те 100 гр ярса пачĕ. Унтан каллех эрех хыççăн кайрĕ. Тата пĕр витре эрех илсе килчĕ. Пурне те салатса тухсан‚ витре тĕпĕ пушансан тата эрех илсе килчĕ. Çакăн пек вăл темиçе хутчен çÿрерĕ. Эпĕ малтанхи 100 грамне ĕçрĕм ыттине вара нимĕç алюмини флягине ятăм. Вăтам Азинчен килнĕ хăш-пĕр салтаксем пачах та ĕçмерĕç. Вĕсен пайне те эпĕ флягăна ятăм. Манăн савăт тулса çитрĕ. Ыттисем те хăйсен флягисене тултарма тытăнчĕç. Взвод командирĕ çакна курсан‚ кăркка пек хĕрелсе кайрĕ.
Унтан пире, тĕкĕнме юраман (неприкосновенный запас) апат-çимĕçе, шурă çăкăрпа самаях пысăк сало татăкĕ, пачĕç. Вăтам Ази салтакĕсем эрехе ĕçмерĕç пулсан‚ салă татăккине тиркемерĕç. Икĕ дивизи‚ саккăрмĕшпе 148-мĕшĕ‚ хĕвел тухиччен нимĕç позицисене атакăларĕç. Июль уйăхĕ пулнине пăхмасăр эпир шинельсем тăхăннă. Хăшĕ-пĕрисем танк çине хăпарчĕç. Кăнтăр вăхăчĕ хыççăн мана хырăмран амантрĕç. Эпир хамăр расчетпа ыраш хирĕнчи сукмакпа утаттăмăр. Эпĕ хыçалтан пыраттăм. Юлташсем мана амантнă вăхăтра ыраш хушшинче çухалчĕç. Сасартăк мана пилĕкрен такам-тăр çапрĕ. Эпĕ çав вăхăтрах хыçала çаврăнса пăхрăм. Мана хамăрăннисем çатлаттарчĕç тесе шухăшларăм. Анчах эпĕ шутлани тĕрĕс пулмарĕ. Хыçра станоклă пулемет пулеметчикĕсем çеç курăнчĕç. Вĕсенчен пĕри юлташĕн суранлă урине çыхатчĕ. Эпĕ часах миномет кĕпçипе кутамккана‚ противогазпа пĕчĕк хурана‚ шинельпе пиçиххине çĕр çине ывăтрăм. Кутамккаран бинтпа медицина хатĕрĕсене кăлартăм. Пулеметчик манăн сурансене те çыхса ячĕ. Шинельпе гимнастерка юнпа вараланнă. Эпĕ аманнă хыççăн атака чарăннă‚ отбой панă тесе калатчĕç. Хальхинче эпир нимĕç оборонине çĕмĕрсе кĕреймерĕмĕр. Эпĕ каялла кайрăм. Пирĕн санитар манăн сурансене тепĕр хут çыхса ячĕ те санчаçа каймалла терĕ. Пирĕн ездовойсем боеприпассем илме кайнăччĕ. Çавăнпа санитар мана иртсе каякан бричка çине ларма хушрĕ. Унта вунна яхăн аманнă çын вырнаçнăччĕ.
Ахлатса та айлатса санитари пунктне çитрĕмĕр. Аманнисем питĕ нумайăнччĕ. Сестрасем мана темиçе укол турĕç. Кăшт вăхăтран грузовик килсе çитрĕ. Ытти йывăр аманнисемпе пĕрле мана та санбата ăсатрĕç. Пите 2-3 хутлă марльăпа витсе наркоз сапрĕç те çывăрттарса ячĕç. Çак кун операци тунисенчен эпĕ юлашки пулнă.
Тепĕр куна хăварнă пулсан чĕрĕ юлаймастăмччĕ те пуль. Юн нумай çухатнине пула мана 600 грамм юн янă. Операцине хирург, медицина службин майорĕ тунă. Унăн пулăшаканĕсем - медицина службин кĕçĕн лейтенанчĕ Скуратов врач, Валя тата Юля медицина сестрисем. Реанимаци палатинче вăранса кайрăм. Вăл шап-шурă тата юрта пек çаврака. Операци тунă салтаксем ыратнипе пĕри те тепри йынăшаççĕ, вилеççĕ. Эпĕ те хамăн сехете кĕтсе выртатăп. Хама илес пулсассăн эпĕ аманнă хыççăн та, операци хыççăн та ыратнине, каярах хырăм выçнине, ĕçес килнине ас тумастăп. Тен, пурнăçа юратнăран ыратнине туйман. Пурăнас килнĕрен врачсене итлеттĕм. Пилĕк талăк çиме те, ĕçме те памарĕç. Пилĕк кун иртсен çеç пĕçернĕ рис шывĕ, каярах шĕвĕлле (всмятку) çăмарта илсе килчĕç. Эпĕ кÿршĕллĕ 8-мĕш дивизин 77-мĕш медицинăпа санитари батальонĕнче сиплентĕм. Ман сывлăха пĕлме хам пекех июнь уйăхĕн 11-мĕшĕнче хырăмĕнчен снаряд осколокĕ лексе аманнă рота командирĕн çумĕ Зачеса лейтенант килсе кайнă. Вăл пирĕннисенчен кам сывă юлнине, кам вилнине пĕлесшĕн пулнă. Тепĕр вунă кунтан сывалаканнисене грузовик çине тиесе хирти çар госпитальне ăсатрĕç. Ун хыççăн Ельц хули çывăхĕнчи хирти фронт госпитальне, унтан поездпа Иваново хулинчи Ермак урамĕнче 32№ вăтам шкулта вырнаçнă 3076№ эвакогоспитале ячĕç. Кунта эпĕ 1943 çулхи август уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 22-мĕшĕччен выртрăм. Тухтăрсен комиссийĕ пăхса тухнă хыççăн мана III ушкăн инвалидлăх парса «çурма юрăхлă» тесе йышăнчĕç. Çурма юрăхлă пулнăран, паллах, киле ямарĕç. Госпитальтен кăларнă 10-12 çынна Калинин облаçĕнчи (халĕ Тверь облаçĕ) Бологое станци çывăхĕнчи санитарсен шкулне ячĕç, пире майор ертсе пычĕ. Владимир хулинче тепĕр поезд çине куçмалла пулчĕ. Мана тата пĕр ватăрах çынна юрăхсăр тесе йышăнчĕç. Çавăнпа та пирĕн Мускава каймалла пулса тухрĕ. Тĕп хулара майорăн паллаканĕ патĕнче чарăнтăмăр. Вăл пире кăмпапа сăйларĕ. Мускавра вăрманта вырнаçнă запас полка ячĕç. Пирĕн пек сывлăхĕ енчен начаррисем уйрăм ушкăнта пулчĕç. Пĕррехинче пире пĕрершерĕн строя тăратрĕç те пĕр офицер вун пилĕк çынран пĕрне асли вырăнне суйласа илчĕ. Çапла эпир ертсе пыракансăрах çула тухрăмăр. Ăçта каймаллине асли çеç пĕлетчĕ. Миçе çухрăм, миçе кун утнине ас тумастăп. Эпир Калинин районĕнчи «Кадатково» аэродромне, аэродрома тивĕçтерсе тăракан батальона çитсе тухрăмăр. Манăн кашни икĕ сехетрен боеприпас, апат-çимĕç, тумтир, хими склачĕсене хураллакан часавойсене улăштармаллаччĕ. Эпир вун виççĕнччĕ. Складсемпе хурал çурчĕсем аэродром çумĕнчи вăрманта, çĕр ăшĕнче вырнаçнăччĕ. Тепĕр эрнерен мана зенит пулемет расчечĕн командирĕн должноçне шанса пачĕç. Пĕр-пĕрин çумне çыпăçтарнă тăватă кĕпçеллĕ «Максим» станок пулемета полуторка автомашина кузовĕ çине вырнаçтарнăччĕ. Взвод командирне Пищулин старшинана суйларĕç. Çĕр пÿртре пурăнтăмăр. Манпа пĕрле тата улттăн: тăватă старик, Псков облаçĕнчи икĕ салтак (пĕрин шăлĕсем çукчĕ), иккĕшĕ Çĕпĕртен тата эпир, икĕ çамрăк.
Март уйăхĕн 4-мĕшĕнче зенит пулеметне пăрахăçларĕç те сывлăш хÿтĕлев оборонин 1557-мĕш аэродром полкне, тĕрлĕ чаçсене ячĕç. Эпĕ 37 мм пушкăн 1-мĕш батарея дальнемерщикĕ пултăм. Çак полк 3-мĕш Сывлăш Çарĕн йышне кĕнĕ. Çара Папивин генерал полковник ертсе пыратчĕ. Эпир Белоруссипе Литва хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăнтăмăр. Хĕвелтухăç Пруссинче Гумбинен, Тильзит, Мемель, Тапиау, Инстербург, Кенигсберг хулисене тăшманран ирĕке кăлартăмăр.
1944 çулхи июль уйăхĕнче Хĕвеланăç Белоруссире, Сицо ялĕ çывăхĕнче, хамăр полк штабĕн нарядне улăштарнă хыççăн 4-5 çын вăрман урлă хамăр вырнаçнă тĕле таврăнатпăр. Çул çинче уçăлма тухнă тăватă офицер-летчикпа тĕл пултăмăр. Вĕсем сигаречĕсене чĕртсе яма ыйтрĕç. Пиртен пĕри хăйĕн зажигалкине пачĕ. Зажигалка илекенни чĕртрĕ-чĕртрĕ, чĕртсе яраймарĕ. Тепĕр салтакĕ: «Пар-ха», - терĕ. Пĕр-икĕ хутчен силлерĕ те зажигалки тÿрех çунма пуçларĕ. Малтанхи калать: «Мĕнле чее чăваш». Çав сăмахсене илтсен эпĕ ун çине питĕ тимлĕ пăхрăм, анчах палласа илеймерĕм. Вăл та мана палламарĕ. Çитменнине мана никам та чăваш тесе чĕнмен, çавăнпа вăл ман çине пăхмарĕ те. Эпĕ кунта кама та пулин тĕл пуласси çинчен шутлама та пултарайман. Эпир малалла утрăмăр. Çĕр метр кайнă хыççăн çаврăнса пăхрăм, анчах паллашма хăюлăх çитмерĕ. Çавăн хыççăн юлташсем мана çак çынна унта та, кунта та курни çинчен каларĕç. Эпĕ ăна шыраса тупрăм. Вăл манпа пĕр класра вĕреннĕ Треппел ачи, Петр Николаевич Михайлов пулса тăчĕ. Унăн самолечĕ, 30-мĕш номерлĕ Пе-2 пикировочный текен бомбардировщик пирĕн палаткăран 8-10 утăм çеç айккинче ларнă. Унăн летчикĕ те Шупашкар чăвашĕччĕ. Тĕлпулушăн эпир сав тери савăнтăмăр. Çакăн хыççăн тата темиçе хутчен курнăçма май пулчĕ, эпĕ унăн самолечĕн кабининче те ларса куртăм.
Çав вăхăтсенеллех пирĕн аэродрома Совет Союзĕн Геройĕ Федот Никитич Орлов вĕçсе килчĕ. Вăл та чăваш. Унăн самолечĕ çине питĕ илемлĕн «Ф.Н. Орлову от чувашского колхозника Сарскова» тесе çырнăччĕ. Федот Никитич кăтра çÿçлĕ, патвар çынччĕ. «Эсир вĕт самолетран хăратăр», - тенĕччĕ вăл пире калаçу вăхăтĕнче. Хăй кулать. Сывлăша çĕкленнĕ хыççăн пикировка тунă евĕр пирĕн тĕлте самолета хăвăрт аялалла антарчĕ, унтан каялла хăпарчĕ.Каярах, 1945 çулхи март уйăхĕнче, манăн юлташ Николай Сергеевич Ксенофонтов çак чаçри летчиксемпе тĕл пулнă та Михайлов пирки ыйтнă.
- Пирĕн Романов сержантăн ентешĕ, Михайлов чăваш, мĕнле унта? - тенĕ вăл.
Летчиксем Мемель хулине (халĕ Клайпеда) бомба тăкма кайсан Михайлов самолетне персе антарнине пĕлтернĕ.
Çĕнтерÿ кунĕ эпир Литва хулинчеччĕ. Унтан нимĕç легионерĕсен, латыш фашисчĕсен тăрса юлнă пысăк ушкăнне тĕп тума кайрăмăр. Пирĕннисем çавăрса илнĕ пулсан та вĕсем хирĕç тăратчĕç.
Июль-август уйăхĕсенче пире эшелон çине тиерĕç те Японие ăсатрĕç. Ленинград патĕнчен каялла тавăрчĕç. Эпир Хĕвелтухăç Пруссинчи Прегель юхан шывĕ хĕрринче, Заалад ялĕнче вырнаçрăмăр. Унта эпир нимĕçсем иртнĕ çул акнă ыраша çултăмăр, хăйсен техникипех çапрăмăр.
1945 çулхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче пире Инстербург хулине ячĕç. Çулĕсемпе аслисене демобилизацилерĕç. Тăрса юлнисене 3-мĕш Сывлăш çарĕн тĕрлĕ чаçĕсем çине пайларĕç. 1945 çулхи сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче мана 182-мĕш штурмлакан Суворов тата Кутузов орденĕсене тивĕçнĕ Тильзитский авиаци дивизине ячĕç. Эпĕ штабра, инженерсен уйрăмĕнче пултăм. Инженерсемпе, çулĕсемпе самаях аслă авланман каччăсемпе пĕрле пĕр пÿртре пурăнтăмăр. Готшалк тĕп инженер аялти хутри пысăк пÿлĕмре, икĕ инженер мансардăра пурăнатчĕç. Тĕп инженерăн шоферĕ тата эпĕ кухньăра вырнаçрăмăр. Каярах, пĕри теприн патне куçсассăн, пире валли те пÿлĕм пушанчĕ. Икĕ инженер çемьеллĕччĕ. Аялти хутри икĕ пÿлĕмре пианино пурччĕ.
Çĕнĕ 1946 çула инженерсемпе пĕрле кĕтсе илтĕмĕр. Пĕрне Çĕнĕ çул уявĕ валли хур туянма Литвана командировка ячĕç. Сĕтелле офицер столовăйĕнчи хĕр поварсем хатĕрлерĕç. Черккесем хрустальтен, апат-çимĕç нимĕç турилккисем çинче. Эрехне те, çыртмаллине те кирлĕ чухлĕ туянтăмăр. Çĕнĕ çул хыççăн тĕп инженер пĕчĕкрех пÿлĕме куçрĕ. Ун пÿлĕмне темле офицер хăй çемйипе вырнаçрĕ. Инженерăн шоферĕ Оренбург облаçĕнчи Петр Дикарев демобилизацине хатĕрленетчĕ. Вăл ещĕк, фанера, сăрăсем тупнă та хăйне валли чăматан тунă. Мĕн юлнине мана пачĕ. Эпĕ те хама валли чăматан турăм, сăрларăм. 1946 çулхи январь уйăхĕнче 182-мĕш дивизие те салатрĕç. Мана 312-мĕш полка, инженери уйрăмне ячĕç. Унта эпĕ пĕр-икĕ хутчен кайса килтĕм. Çавăнпа манăн служба вĕçленчĕ.
Дивизине салатнă чух эпĕ дивизие салатни çинчен калакан документ питне (обложкине) виçĕ хут çыртăм. Ун хыççăн дивизи штабĕн полковникĕ Радзивилл хăй хваттерне чĕнсе илчĕ. Эпĕ ун патне кайрăм. «Эсир чĕннипе килтĕм», - тетĕп. Вăл мана ларма хушрĕ те: «Гвардеец пулас килет-и? Мана Виттенбергра вырнаçнă истребительсен авиацийĕн 201-мĕш гварди дивизийĕн штабĕн пуçлăхне лартрĕç. Халĕ кунта манăн власть çук, эпĕ сана хамăн штаба чĕнсе илĕп», - терĕ. Эпĕ: «Салтак ăçта ярсан та хирĕç мар», - тетĕп. Çапла хамăн хваттере таврăнтăм. Тепĕр темиçе кунтан аялти хутра «Сержантсем ăçта пурăнаççĕ?» тенине илтрĕм. Унта çĕнĕ çынсем пурăнатчĕç. Вĕсем пире пĕлмеççĕ пулин те çÿлти хута хăпартса ячĕç. Пĕр капитанĕ 3-мĕш Сывлăш çарĕн начальникĕ Тельнов мана хăй патне пыма приказ пани çинчен пĕлтерчĕ.
- Эсĕ хăçан хатĕрленсе çитетĕн? Сана хăçан кĕрсе илмелле? - ыйтрĕ вăл манран.
- Эпĕ халь тесен халь хатĕр. Кăмака умĕнче манăн чăматан типет. Çав чăматансăр пуçне манăн урăх япала çук, - тетĕп.
- Апла пулсан сана илме самолет ямалла пуль? Халĕ автомашинăсемпе питĕ хĕсĕк, вĕсем пурне те кирлĕ. Машинăсене малтанах штаб тылĕнчен ыйтса илмелле. Çавăнпа ĕçĕ питĕ нумай. Самолет тупасси çăмăлрах.
Эпĕ самолетпа вĕçсе курманскер савăнсах кайрăм.
Тепĕр икĕ-виçĕ кунтан мана шыраса летчик килсе çитрĕ. Ăна татах çÿлти хута хăпарма кăтартса янă. Вăл мана хатĕрленсе тăма хушрĕ. Хăй юлташĕ патне çитсе килесшĕн пулчĕ. Унтан мана штабран ямалли документсем хатĕрлеме пуçларĕç. Тĕп инженер хăйĕн машинипе тата шоферĕпе çÿресе мана тумтир, укçа-тенкĕ, апат-çимĕç довольствийĕсенчен кăларчĕ. Кирлĕ документсене те тÿрех хатĕрлесе пачĕç. Летчик килсе çитсессĕн аэродрома кайрăмăр, ыттисемпе сывпуллашрăмăр. Январь уйăхĕччĕ. Эпĕ шинельпе çеç. Шăнмасса мана самолет моторне витмелли чехолпа чĕркерĕç. Чăматана самолетăн кайри фюзеляжне хучĕç.
- Самолетпа вĕçсе курнă-и? Хăрамастăр-и? – ыйтать манран летчик.
- Вĕçсе курман та, мĕн хăрамалли пур, - тетĕп.
Инженер мотора хускатса яма пулăшрĕ. Эпир Инстербург çийĕн çĕклентĕмĕр. Летчик самолета юри çавăрса вĕçнĕ май ман çине пăхса илчĕ. Хăрамасть-ши ку терĕ пуль ĕнтĕ. Акă летчикăн юлташĕ хăй çемйипе пусма çине тухса тăнă. Алă сулаççĕ. Летчик татах ман çине пăхса илчĕ те хăвăрттăн аялалла анса çĕр çумĕпе вĕçме пуçларĕ. Иртсе пыракансем пурте алă сулаççĕ. Летчик тепре пуçне ман енне пăрнă чух эпĕ алăпа çÿлелле кăтартрăм. Эпир çÿлелле çĕкленме пуçларăмăр. 700 метр ытла та хăпартăмăр пулĕ. Çĕр топографи картти пек çеç курăнать. Çĕрлене хирĕç Кенигсберга çитрĕмĕр. Летчик çакăнта анса ларатпăр тесе аллипе кăтартрĕ. Унта вара лаппипе бомба ÿксе çурăлнă шăтăк-путăк вырăнсем. Çÿлтен пăхсан ларма вырăн та çук пек туйăнать. Аэродрома антăмăр. Унта вырăн çителĕклĕ иккен. Эпĕ летчиксем патĕнче çĕр каçрăм. Ирхине учениксене турттаракан хупă машинăпа хулана кайрăм. Штаба шыраса тупрăм та Романов сержант çитни çинчен пĕлтертĕм. Вăл вăхăтра штаб пушăччĕ. Офицерсем те пухăва, те вĕрентĕве кайнă. Эпĕ коридорта кĕтсе тăтăм. Малашне манăн çара хатĕрлекен уйрăмра ĕçлемелле пулать. Пурăнма 25 тăваткал метрлă пÿлĕм пачĕç. Унта кăмака, пĕр витре чул кăмрăк, çаврака сĕтел, кровать пурччĕ. Юнашарах ÿнер академийĕн çурчĕ ларатчĕ. Ĕçрен килнĕ май унта кĕрсе пилĕк çурма çемçе пукан кĕрсе илтĕм.
Эпĕ мансардăра пурăнаттăмччĕ. Унта коридор, варринче кухня пурччĕ. Коридорăн леш вĕçĕнче тепĕр пушă пÿлĕм вырнаçнăччĕ. Аялта Н.К. Герасимов майор хăй çемйипе пурăнатччĕ: арăмĕ, 10 çулти хĕрĕпе 6 çулхи ывăлĕ тата хунямăшĕ.
1946 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕ умĕн пĕр офицер мана хăй вырăнне штаба дежурствăна кайма ыйтрĕ. Дежурство иртмелли пÿлĕме малтанах кăтартрĕ. Унта темĕн чухлĕ телефон.
- Ку тÿрех Сталин патне лекет, - терĕ вăл пĕр телефонĕ çине тĕллесе.
Çав каç эпĕ сĕтел çинче çывăртăм. Никам та шăнкăравлакан пулмарĕ. Çав шутра Сталин та.
1946 çулхи май пуçламăшĕнче 3-мĕш Сывлăш çар армине те салатрĕç. Ăна Папивин генерал полковник ертсе пыратчĕ. Армие салатнă хыççăн штабăн пур составĕ те, çемйисемпе пĕрлех, çар эшелонĕ çине тиенсе Смоленска çити килчĕç. Пуйăса станцие çитиччен чарса эшелона хăвăрт пушатма, çынсене хваттерсем тăрăх вырнаçтарма пуçларĕç. Офицерсен япалисем нумай: буфетсем, кроватьсемпе дивансем, сĕтелсемпе пукансем, палассем, пианино тата рояль таранах пур. Вак-тĕвекĕсене шутлама та кирлĕ мар. Эпĕ те хамăн япаласене хăвармарăм. Çаврака сĕтелпе кровате тата пилĕк пукана хампа пĕрле илсе килтĕм. Анчах кунта мана хваттер памарĕç. Манăн пурлăх тултах ларса юлчĕ. Юлташ пулăшнипе пур япалана та ун чухнехи укçапа 250 тенке сутса ятăм.
Штабри йыш çавах юлчĕ, вырăнтан вырăна çеç куçрăмăр. Пире Инçет авиацийĕн 1-мĕш Сывлăш çар армийĕ тесе чĕнме пуçларĕç. Папивин вырăнне Совет Союзĕн Геройĕ Николенко генерал лейтенант командующий пулса тăчĕ.
1-мĕш Сывлăш çар арми управленийĕ çумĕнче тыткăна илнĕ нимĕç салтакĕсен лагерĕ вырнаçнăччĕ. Çулла ĕç кунĕ вĕçленсессĕн тыткăна илнĕ салтаксен симфони оркестрĕ вылятчĕ. Эпир итлеттĕмĕр те алă çупаттăмăр. Вĕсем профессионалсем пулни палăратчĕ.
Смоленскра икĕ хутчен Инçет авиацийĕн тĕп маршалĕ Голованов юлташ пулса кайнине ас тăватăп. Вăл хăйĕн врачĕпе, адъютанчĕпе, поварĕпе килсе çитнĕ. Пĕррехинче мана Полоцк, Орше, Могилев, Новозыбково, Чернигово тăрăхĕсенче вырнаçнă çар чаçĕсене темле-тĕр таса бланксем валеçме пассажир самолечĕпе командировкăна ячĕç.
Хурал ротинчи салтака тата мана икĕ хутчен Мускава илсе кайрĕç. Мĕн тума, пĕлместĕп. Эпир унта ним те тумарăмăр. Çав салтакăн аппăшĕ патĕнче çĕр каçрăмăр. Офицер ăçта пулнă, мĕн тунă, паллă мар. 1946 çулхи сентябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче пуçласа Танкистсен кунне паллă турĕç. Милиционерсем шурă мундирсемпе, шурă перчеткесемпе, çуталса тăриччен тасатнă атăсемпе. Вĕсем «кушакпа шăшисем» вăййа вылякан пĕрремĕш класс ачисем тейĕн, пĕр-пĕрне алăран тытса Садовый тата Бульварный ункăсенче (кольцо) икĕ çаврашкана тăрса тухнă. Хĕрлĕ площаде пропускпа çеç кĕртетчĕç. Парад вĕçленнĕ хыççăн лапам çынпа тулса ларчĕ.
1946 çулхи июнь уйăхĕнче мана разедка уйрăмне фотограмметрист-дешифровщик должноçне шанса пачĕç. Уйăхне 500 тенкĕ тÿлеме тытăнчĕç. Манăн начальник - Ярославль хулинче çуралса ÿснĕ Борис Трещалов кĕçĕн лейтенантчĕ. Тухса çÿремелли çар вĕрентĕвĕсенчен пире хăвармастчĕç. Оперативлă уйрăмра тата икĕ художник оформитель - Иванов сержант тата Егоров аслă сержант - пурччĕ. Хушнине пурнăçласа ĕлкĕрме çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçлеме тÿр килетчĕ.
1947 çулхи ноябрь уйăхĕнче вара инженер уйрăмне куçарчĕç. Унта эпĕ командировкăна янă çын пек ĕçлеттĕм. Хам Луганск хулинче шутланаттăм. 1948 çулхи март уйăхĕнче Луганск хулине демобилизациленме кайрăм. Учетран кăларчĕç, тивĕçлĕ чухлĕ ĕç укçи, патшалăх заёмĕ (облигацисем) пачĕç. Киевра, Карл Маркс тата Крещатик урамĕсем хĕресленнĕ çĕртри универмагран чăматан туянтăм та Смоленска таврăнтăм.
1946 çулта, пĕрремĕш хут отпуска кайнă чух, Мускавра пĕр поездран тепĕр поезд çине куçса ларма чарăнтăмăр. Чăматана Хусан вокзалĕнче хăвартăм та Лаврушинский тăкăрлăка, Третьяков галерейипе паллашма кайрăм. Кирлĕ вырăна тул çутăлнă тĕле, музей уçăличченех çитрĕм. Экспозицисене кунĕпе, занятисем вĕçленичченех, курса çÿрерĕм. Каялла таврăнатăп - чăматан вырăнтах. Киевра та музейсенче пулнă.
1948 çулхи август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Çĕньялти 7 класлă шкулта физкультура учителĕ, завхоз, делопроизводитель пулса ĕçлеме тытăнтăм. 1949 çулхи август уйăхĕнчен 5-7 классенче нимĕç чĕлхи вĕрентме хушрĕç. 1953-1954 вĕрентÿ çулĕсенче 5-7 классенче нимĕç чĕлхи учителĕ, 5-мĕш класра тăван чĕлхепе литература, тăван чĕлхе грамматикине, 6-7 классенче юрă, черчени, рисовани урокĕсене илсе пытăм. 1954 çулхи сентябрь уйăхĕнче сывлăх çирĕпех пулман пирки 2-мĕш ушкăн инвалидлăх парса ĕçрен хăтарчĕç. Хама лайăхрах туйма пуçласан 1956-1958 çç учитель пулса ĕçлерĕм. 1958 çулта «Красная Башкирия» колхозра клуб ертÿçи, 1962-1971 çулсенче пуçламăш классен учителĕ, вăтам классенче юрă тата рисовани предмечĕсене вĕрентрĕм. 1967 çулта Аваркас районне кĕрекен Çĕньял шкулĕнчи консультпунктра куçăн мар мелпе вăтам шкул пĕтертĕм. 1971-1984 çç «Красная Башкрия» колхозра ĕçлерĕм.
Владимир Романăвăн «Воспоминания» кĕнекинчи сыпăксене А.Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕ
ыйтнипе вырăсларан чăвашла редакци куçарнă.