Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
1 Апрелӗн 2020, 12:01

Сăвăсем вăрçă çинчен аса илтереççĕ

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи...Çак хăрушă страница пирĕн халăхăн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вăл‚ чăн та‚ чи хăрушă вăрçă пулнă. Хаяр та тискер тапхăр кашни çемьене пырса кĕнĕ, чун-чĕрене çÿçентерсе чÿречерен шакканă‚ темиçе миллион çын пурнăçне татнă. Мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунисене эпир яланах асра тытăпăр.

Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалласа Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕн модельлĕ вулавăшĕнче «Çĕнтерĕвĕ, салют!» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Асăннă мероприяти пирĕн ачасем пултаруллă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Унта 2-3 класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем сăвва илемлĕ вуласа пама пĕлнине‚ авторăн кăмăл-сипетне тата актер ăсталăхне кăтартса пама тăрăшрĕç. Ачасен пултарулăхне компетентлă жюри членĕсем – З.П. Георгиевапа Л.А. Хабирова – хак пачĕç.
Сăвă вулакансен конкурсĕнче К.Симоновăн‚ С.Маршакăн‚ Г.Рублевăн‚ Ю.Друнинан‚ С.Кадошниковăн‚ А.Твардовскин тата ытти паллă поэтсен сăввисем янăрарĕç. Суйласа илнĕ произведенисенче конкурсантсем хăйсен шухăшĕсемпе туйăмĕсене те палăртма тăрăшрĕç. Кашни сăвă хăйне евĕрлĕ янăрарĕ. Çав вăхăтрах вăл асра та юлчĕ. Конкурса хутшăнакансене пурне те парнесемпе хавхалантарчĕç. Малти вырăнсене вара К.Тихонова‚ А.Халилова‚ А.Абдуллина‚ М.Быков тата К.Яппарова йышăнчĕç.
Эпир конкурсантсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене‚ И.В. Волковапа О.Ю. Исмагилова вĕрентекенсене тав сăмахĕ калатпăр.
Ачасем çакăн йышши мероприятисене хутшăнса мирлĕ пурнăçа хаклама вĕренессине шанас килет.
Разиля НИКИФИРОВА.
Шаран районĕ‚
Тÿртÿллĕ ялĕ.
Читайте нас: